Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Йĕпе Пăкăрлă ялĕнчи Угаринсен хăтлă çуртне кĕрсен асамлă тĕрĕ тĕнчине лекетĕн. Турăш кĕтесси-и, диван-кравать таврашĕ-и – пур çĕрте те тĕрленĕ япала. Эпĕ «Канаш» хаçатран пулнине пĕлсен кил хуçи арăмĕ – Нина Петровна Угарина – шкапĕнчен тĕрленĕ тутăр, ал шăлли таврашне кăларса хучĕ. Куçа йăмăхтаракан çипсенчен эрешленĕ тĕрлĕ тĕслĕ чечексем халь татса кĕнĕ пек ем-ешĕл курăнаççĕ. «Тĕрĕсен хушшинче майра кĕпипе ларни аван мар»,- тесе Валентин Дмитриевич мăшăрне чăваш тумне тăхăнма сĕнчĕ.
 
Тĕрĕ ăсти Чăваш Енрен иккен. Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ӳснĕ.
Иртнĕ ĕмĕрсенче чăваш хĕрĕсене пĕчĕклех ал ĕç тума хăнăхтарнă. Нина та шкула кайичченех аллине йĕп тытнă. Ӳссе хĕр пулнă тĕле качча кайма сахал мар япала тĕрлесе хатĕрленĕ. Çĕнĕ çынна тĕрленĕ япаласен шучĕпе хакланă-çке-ха… Пулас тăванĕсем умĕнче кашни аван курăнма тăрăшнă.
Çемье çавăриччен Нина Шупашкара педучилищĕне вĕренме каять. Вĕрентӳçĕ профессине вăл пирвайхи хут парта хушшине ларнăранпах кăмăлланă. Вĕренме кĕрсен çунат хушсах занятисене çӳренĕ. Анчах иккĕмĕш курсра чух пурнăç кустăрми ун шăпине пач тепĕр çулпа чуптарать. Ăнсăртран кăвак куçлă, йăрăс пӳллĕ каччăпа тĕл пулсан иккĕшĕ те пĕр-пĕрне пĕрре курсах юратса пăрахаççĕ. 1983 çулта вĕсем хут уйăрттарсан Нина вĕренĕвне пăрахать. Пурăнмалли кĕтес çуккипе пăртак тертленнĕ хыççăн Валентинăн иккĕмĕш сыпăкри тетĕшĕ чĕннипе Угаринсем Чĕмпĕр тăрăхне килсе тĕпленеççĕ. Хуçалăх администрацийĕ çĕнĕ мăшăра хваттер уйăрать, ĕçпе тивĕçтерет. Нина доярка ĕçне кӳлĕнет, çемье пуçĕ валли те ĕç тупăнать. Пĕрин хыççăн тепри виçĕ ача (икĕ хĕр тата ывăл) çуралса ӳснине сисмет те туслă мăшăр. Людмила, Светлана тата Руслан ашшĕ-амăш çуначĕсем айĕнчен вĕçсе тухса хăйсен пурнăçĕсене сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнаççĕ.
Нумай пӳлĕмлĕ çуртра халĕ иккĕшĕ çеç. Ĕçе хăнăхнăскерсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усраççĕ. «Ара, ялта выльăх та тытмасан аван та мар пек»,- тет кил хуçи арăмĕ мăшăрĕ çине кăмăллăн кулса пăхса.
Халĕ Нина Петровна патшалăх страхлав агентĕнче вăй хурать. Мăшăрĕ – хуçалăхра машинасене çункăç материалĕсен склачĕн пуçлăхĕнче.
Нина Петровна ялти культура ĕçченĕсемшĕн – мул çӳпçи. Ял уявĕсене ирттернĕ чух унăн ал ĕçĕсем кирек мĕнле курава та илемлетеççĕ.
Сĕтелĕ çинче «Канаш» хаçата курсан ку çемье халăхăмăрăн тĕрĕ-эрешне кăна мар, ытарайми чĕлхемĕре юратнине те ăнланса илтĕм.
-Хаçата эпир кунта куçса килнĕренпех çырăнса илетпĕр, - тет çемье пуçĕ . – Чăвашсен хамăр хаçата çырăнса илмеллех ĕнтĕ…
Шел, Угаринсем пек шутлакан çемьесем çак ялта питĕ сахал.
Чăнлă районĕ.
 
: 952, Хаçат: 14 (1158), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: