Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Атăлçи Федераллă округăн ял хуçалăхĕпе промышленность комплексĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухнă, Канаш ларăвне хутшăннă.
 
Вăл Чулхулара (Нижний Новгород) иртнĕ. Ăна Раççей Президенчĕн Атăлçи Федераллă округри полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă.
Лару ĕçне тата тĕп федераллă инспекторсем, АФО регионсен ертӳçисем, Патшалăх Думин депутачĕсем хутшăннă, пысăк ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсем, ăслăлăх çыннисем хутшăннă.
Кун йĕркинче – çĕнетӳ вăхăтĕнчи ял хуçалăхĕпе промышленность аталанăвĕн малашлăхĕ, яла пулăшма хатĕрленĕ регион тата федераллă программăсен ăнăçулăхĕ, Атăлçи округĕнчи ял хуçалăхĕпе промышленность комплексĕ укçа тĕлĕшĕнчен илĕртни.
ВЫРĂНТИ ЙĔРКЕЛЕНӲ ПУÇЛĂХĔСЕМ
ĔÇĔСЕНЕ ПĔТĔМЛЕТЕÇÇĔ
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр граждансем тĕрлĕ ыйтусемпе пуçлăхсем патне тухнине тата вĕсен ыйтăвĕсене мĕнле тивĕçтернине пĕлме «Уçă калаçăва» чĕнет.
 
«Пĕрремĕш виçуйăхлăх вĕçленчĕ. Обществăлла йышăну пӳлĕмĕсене граждансем тĕрлĕ ыйтусемпе тухаççĕ. Чи йышлисем – коммуналлă хуçалăх тытăмĕпе çыхăннисем. Çывăх вăхăтра район пуçлăхĕсем отрасль министерствисен пуçлăхĕсемпе пĕрле вĕсене тивĕçлĕн хуравламалла тата вĕсене пурнăçа кĕртмелле», - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Сергей Морозов ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчен Ульяновск облаçĕнче пурăнакан вырăнсен таврашĕсене тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăх тытăннине асăрхаттарнă.
Ветерансен хула канашĕн иртнĕ ларăвĕнче обществăлла организацисем çулсерен нарăсăн 29-мĕшĕнче Тĕнчери халăхсен пĕрлĕх кунне паллă тумалли çинчен çирĕплетӳ йышăнма ыйтнă. Кĕпĕрнаттăр регион правительствине сак ыйтупа Раççей Федерацин правительствине тухма сĕннĕ. «Çак уяв тăватă çула пĕр хут иртет, вăл тĕн, наци пĕлтерĕшĕсене çирĕплетме пулăшать», - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
 
Кадрсемпе тивĕçтересси малалла пырать
 
2011 çута Ульяновск облаçĕнчи сиплев çурчĕсене 132 çамрăк специалист ĕçлеме килнĕ.
Региона медицина кадрĕсемпе тивĕçтерес ыйтусене сывлăх сыхлавĕн министерствин ларăвĕнче пăхса тухнă. Паян тухтăрсен пур тĕп специальноçĕсене те шута илсен терапевтсем, анестезиолог-реаним атологсем, педиатрсем, неврологсем, акушер-гинекологсем , рентгенологсем, клиника лабораторийĕн диагностика тухтăрĕсем çитменни куçкĕрет. «Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетӳсемпе танлаштарсан сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенинчи участок службине 85,1 процентран 87,8 процент таран ӳснĕ. Ку питĕ аван кăтарту. Ансăр специализацисемпе çыхăннă медицина ĕçченĕсемпе лару-тăру кăткăсрах: çав-çавах цифрăсем 55,5 процентран 64,3 процент таран ӳснĕ. Ял таврашĕнчи медицина учрежденийĕсене кадрсемпе тивĕçтересси чуна ыраттарать. Çавăнпа та тухтăрсене хамăр пата, çав шутрах урăх регионсенчен те, илĕртес ĕç малалла тăсăлать. 2012 çулта Ульяновскри патшалăх университетĕнчен сиплев çурчĕсене интернатурăпа ординатура пĕтернĕ 114 специалист тата Самарти патшалăх медицина университетĕнчен вĕренсе тухнă 25 интернпа ординатор килмелле,»-пĕлтернĕ Ульяновск облаçĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова. Кунсăр пуçне регионти сывлăх сыхлавĕн министерстви аслă медицина вĕрентӳ заведенийĕсемпе кадрсене тĕллевлĕ хатĕрлессипе тачă çыхăну тытать. Çапла майпа, Самарти патшалăх медицина университетне 57 абитуриент вĕренме кĕнĕ, вĕсенчен 34-шĕ — Ульяновск облаçĕнчи муниципаллă пĕрлешӳсенчен; Саратоври патшалăх медицина университетне пирĕн регионтан – 7 абитуриент. 2012 çул валли Самара вĕренме кайма 58 çын палăртса хунă, Саратов хулине – 7, Ульяновскри патшалăх университечĕн медицина факультетне – 65.
 
Агитпуйăса хутшăннă
 
Акан 2-мĕшĕнче Чартаклă районĕнче «За здоровый образ жизни и здоровую и счастливую семью» ятпа çӳрекен агитпуйăса 10 пин çын хутшăннă.
Мероприятире 180 консультаци лапамĕ ĕçленĕ, вĕсенчен çирĕмĕшне регионри ĕçпе социаллă аталану министерстви йĕркеленĕ. Агитпуйăса хутшăнакансене çулланнă çынсене, ача кĕтекен хĕрарăмсене мĕнлерех социаллă пулăшу парасси, инвалидсене санаторипе курортсенче сиплесси, «Семья» капитала тӳлес йĕрке пирки пĕлтернĕ.
Ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев пĕлтернĕ тăрăх, программа тытăннăрăнпа «Семья» капиталĕпе усă курма 4985 сертификант панă, 2012 çулта 14 миллион тенкĕлĕх —178 сертификат. Çулланă çынсене компьютерпа усă курма вĕрентнĕ, «София» академи сиплев гимнастикисем ирттернĕ. Унсăр пуçне «Чистый двор» тăвăмпа килĕшсе пенсионерсене пулăшу панă. Тепĕр агитпуйăс çак ятпах Çĕнĕ Малăкла районĕнче акан 6-мĕшĕнче иртĕ.
 
: 865, Хаçат: 14 (1158), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: