Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн наци уйрăмĕ Тăван чĕлхе кунне ирттерчĕ. Кунта облаçра наци чĕлхисене вĕренекен мĕнпур шкулсенчен чĕннĕ. Тем сăлтава пула тĕлпулăва чĕлхемĕре вĕрентекен икĕ шкултан çеç килнĕччĕ: 55-мĕш (ертӳçи С.А. Марышева) тата 64-мĕш (М.М. Карпова) шкулсенчен. Уявăн тĕллевĕ – шкулсенче аслă классенче вĕренекенсене педуниверситет пурнăçĕпе паллаштарасси, наци уйрăмне вĕренме кĕме илĕртесси. Сăлтавĕ питĕ çивĕч тăрать. Унта вĕренме кĕрекенсен шучĕ çулран-çул чакать. Пĕрремĕш курсра халĕ 3 студент вĕренет, 2-мĕшĕнче – 9, виççĕмĕшпе тăваттăмĕш курссенче – 10-шар, пиллĕкĕмĕшĕнче – 9. Тутарсен те ку енĕпе ĕçсем чаплах мар.
Мероприятие чăваш тата тутар чĕлхисене ăса хывакан студентсем Анастасия Иванова тата Лейсян Хайруллина икĕ чĕлхепе илемлĕ ертсе пычĕç.
Малтанах сăмах филологи факультечĕн деканĕ С.М. Шаврыгин илчĕ.
–Эпир сире университетра курма яланах хавас,- терĕ вăл шкулсенчен килнĕ 11-мĕш класс ачисене. – Сирĕншĕн пирĕн алăксем яланах уçă. Аттестат илсенех пирĕн университета хапăл туса кĕтетпĕр. Паян сирĕн студентсен пурнăçĕпе паллашма май пур.
Унтан наципе культура автономисен ертӳçисене сăмах пачĕç. Тутарсен ертӳçи Рифкат Ахмедуллов çапла чĕнсе каларĕ:
-Эпĕ те 49 çул каялла сирĕн пекех студент пулнă. Пĕтерсен физика предметне вĕрентнĕ. Ман шутпа, педуниверситет чи тарăн пĕлӳ паракан заведени. Кунта тĕрлĕ енлĕ аталанма май пур. Студентсемпе эпир мухтанатпăр. Вĕсем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ, пире пысăк пулăшу параççĕ. Иккĕленсе тăмасăрах шкул пĕтерсен кунта килĕр.
Владимир Сваев чи малтан тăрăшса ĕçлекен педагогсене: О.Г. Узикована тата Е.С. Нагорнована – тав сăмахĕсем каларĕ. Унтан пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекен çамрăксен енне çаврăнса çапла хушса хучĕ:
-Кунта килсе вĕренесси вăл—чăн-чăн телей: тӳлевсĕр пĕлӳ илме май пур, пурăнма условисем туса панă. Çакăнти студентсемсĕр пирĕн облаçра пĕр мероприяти те иртмест. Пирĕн кунтан вĕренсе тухакансем нумайăн пулчĕç, анчах, шел, хăйсен шăписене вĕрентӳçĕ профессипе çыхăнтаракансем сахалтарах. Çавăнпа та, çамрăксем, килĕр, вĕренĕр, сире пур енĕпе те пулăшса пырĕç.
Тĕлпулура облаçри наци хаçачĕсен журналисчĕсем те пурччĕ. «Ĕмĕт» хаçатăн яваплă секретарĕ Рузия Халимова тутар чĕлхипе хăйĕн хаçачĕпе паллаштарчĕ.
1995-1998 çулсенче УлППУн наци уйрăмĕнче чăваш чĕлхине вĕрентĕ, халĕ «Канаш» хаçатра вăй хуракан Алёна Алексеева студентсеме шкул ачисене çапла каласа хавхалантарчĕ:
-Университетра вĕренни вăл хăйне ырлăх. Кунта сывлăшĕ те урăхларах. Çакăнта пĕлӳ илни сире пурнăçăрта питĕ пулăшĕ. Пĕр хăрамасăрах вĕренме кĕрĕр, обществăлла мероприятисене хутшăнăр. Хастартарах, хăюллăрах пулăр.
«Канаш» хаçатăн культура пайĕн пуçлăхĕ Нина Еграшкина шкул ачисемпе студентсен çак университетра тарăн пĕлӳ илнисĕр пуçне вăхăта пуянрах, илемлĕрех тума тăрăшмалли çинче чарăнса тăчĕ. «Канашпа» туслă çыхăну тытмалли пирки те асăрхаттарса хăварма манмарĕ.
Студентсем тĕрлĕ викторинăсем ирттерчĕç. Ыйтăвĕсем вĕренӳ программипе çыхăннă пулин те чылайăшĕ хуравсăр юлчĕç. Тутарсем хастартарах пулни палăрчĕ. Вĕсем кунта йышлăрахчĕ.
Хăнасем валли пултарулăх номерĕсем те хатĕрленĕ студентсем. Олеся Грузина, Анастасия Караченцова, Екатерина Мыльникова «Вĕçкĕн Ваççа» кулăшла сценка кăтартса пачĕç. Алина Абросимова «Чăваш чĕлхи» сăввăн сыпăкне вуларĕ. Тепĕр кулăш сценкăна Нина Пигиняшкина, Надежда Сабирова, Екатерина Вергайкина, Алина Абросимова хутшăнчĕç.
Тутар ушкăнĕ куракансене ытларах юрăсем парнелерĕ.
Юлашкинчен тутар чĕлхине вĕрентекен Ч.И. Фахретдинова тĕрлĕ çулсенче наци уйрăмне пĕтернĕ ентешĕсен ӳсĕмĕсем çинчен каласа, экран çинче кăтартса пачĕ.
Унтан вăл 11-мĕш класра вĕренекенсене наци уйрăмне кĕмелли йĕркепе паллаштарчĕ. Алла аттестат илсенех пĕр иккĕленмесĕр педагогика университетне васкама чĕнсе каларĕ.
 
: 1151, Хаçат: 14 (1158), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: