Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ольга Николаевна Сидяйкинан (хĕр хушамачĕ Морозова) пӳрт ăш-чикки юмахри Хĕл Мучин шурă эрешлĕ çурчĕ евĕр. Ку илеме вара чăваш хĕрарăмĕ хăй аллипе тăвать. Унăн ĕç инстру-менчĕсем – çĕвĕ машини, хачă, йĕппе çип, пурă тата кашăк. Пусмана шăтăкласа илемлĕ эрешленĕ чӳрече каррисемпе сĕтел, вырăн, минтер çиттисем Сидяйкинсен çуртне кăна мар, ялти ытти çуртсене те капăрлатаççĕ.
Ку ĕçе ăна вĕрентекен ятарлă çын пулман. Кукамăшĕ те, тăван мар амăшĕ те шăтăкласа çĕлеме пĕлмен. Ольгăна ăнсăрт тĕлпулу пулăшнă.
Кăчкарлей ялĕнче ку тăрăхри паллă ăстаçă Фрося аппа пурăннă. Вăл шăтăкласа эрешсемпе çĕленĕ япаласене çынсем черет тăрса туяннă, кирлине укçалла çĕлеме ыйтнă. Фрося аппан çуртĕнче те музейри пек хитре пулнă, унта кĕрсен çынсем тĕлĕннĕ. Пĕррехинче Фрося аппа патне Ольга та пырса кĕрет, çĕвĕ машинин çăвне пырса парать. Капăр çурта курсан: «Манăн та çапла тăвас килет», - тесе шутласа илет. Ун шухăшне илтнĕ пек Фрося аппа хĕре тав туса икĕ эрешне парнелесе ярать. Унччен вăл никама та эрĕшĕсене паман.
Ольга Николаевна Сидяйкина Николаевка районĕнчи Кăчкарлей ялĕнче 1928 çулта çуралнă. Çемьере виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр ӳснĕ. Вăрçă тапрансан Морозовсен виçĕ ывăлĕ те фронта кайнă, анчах пĕри те вĕсенчен каялла таврăнайман. Вунвиçĕ çулхи Ольга тантăшĕсемпе май пур таран фронта пулăшнă – çулла уй-хирте ĕçленĕ, хĕлле çăм чавнă, арласа салтаксем валли чăлха, алсиш, çурăм ăшши çыхса посылкăпа ăсатнă. Пĕчченлĕхе кăмăллакан Ольга ал ĕçне юратнă. Çыхмалли йĕппе аллинче выляттарнă май лайăххи пирки ĕмĕтленнĕ хĕр, мĕншĕн тесен тăван мар амăшĕпе пурнăçĕ пылаках пулман.
Вăрçа пула хĕрĕн вĕренӳ пирки манма тивет, вăл кирпĕч заводне ĕçлеме каять. Унта вунă çул вăй хунă хыççăн икĕ çул ФЗОра, унтан Челябинскра торф кăларнă çĕрте нушаланать. Çине тăрса штукатур-маляра вĕренет. Тăван яла таврăнсан качча каять, Чăваш Сайманне пурăнма куçать. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлет: лавккара – сутуçăра, йĕтем çинче весовщикра, страх агентĕнче.
Ăçта ĕçлесен те чунĕ вара çĕвĕ машини умĕнче кăна каннă. Пушă вăхăтра часрах ал ĕçне пикеннĕ. Фрося аппа патĕнче хăйне сăмах панине пурнăçа кĕртнех.
-Эрешсем касса кăларса çĕленĕ май эпĕ канатăп. Хуйхă-суйхă, пăшăрханусем пирки манатăп, пĕтĕм шухăш фантазипе тулать, - тет .
Ольга Николаевнан ĕçне малалла ачисем тăсман, кун пек кăткăс ĕçпе аппаланса ларма кашниех пултараймасть. Мăнукĕ вара кукамăшĕн ĕçне сăнанă май хаваспах ĕçе кӳлĕннĕ. Халĕ кукамăшĕнчен те илемлĕрех эрешсем кăларать.
1998 çулта мăшăрĕ Сергей Николаевич вилнĕ хыççăн Ольга Николаевна нумай вăхăт чирлесе пурăннă. Ал ĕçне те пĕр вăхăт пăрахнă. Анчах вăхăт ыратăва сиплет.Сакăр çултан вăл юратнă ĕçне çĕнĕрен пуçăнать.
Халĕ Ольга Сидяйкина Чăваш Сайманра аслă хĕрĕ патĕнче пурăнать.
Николаевка районĕ,
Чăваш Сайман ялĕ.
 
: 792, Хаçат: 14 (1158), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: