Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сывлăхлă çын кăна телейлĕ пулма пултарать. Анчах та хальхи саманара пурнăçри чи пысăк ыйту сывлăхпа, çынсем час-часах чирленипе çыхăннă. Сăлтавĕсене пурте лайăх пĕлетпĕр: начар экологи, пахалăхсăр апат-çимĕç, стресс... Чирлесен çын чи малтан тухтăр патне пулăшу ыйтма каять. Ун патĕнчен тухсан çул яланах аптека урлă выртать. Çапла тухтăрсемпе тата аптекăпа кашни çын çыхăнать.
 
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи организацисенчен (пульница, аптека) вара эпир сывалма пулăшакан паха консультаципе эмелсем кĕтетпĕр. Чăннипе, аптекăра хамăр мĕнле эмел туянса сипленес тĕллевпе ĕçнине хăш чухне пачах пĕлместпĕр.
«Услам», «пасар» ăнлавсем сывлăх сыхлавне шуса кĕнĕренпе çынсен сывлăхĕ, хуйхи пĕрисен тупăш илмелли çăлкуç пулса тăчĕ. Кун пек усламçăсем вара «тӳрĕ кăмăл», «тĕрĕслĕх» ăнлавсемпе туслă мар. Нумаях пулмасть сенкер экран çинчен вируссемпе кĕрешме пулăшакан «Арбидол» вырăнне капсулăсене пурă (мел) порошокĕ тултарнине пĕлтерчĕç. Кун пек тĕслĕхсем «Анальгин», «Ампициллин» эмелсемпе те пулкаланăччĕ. Юрать-ха, таса мар чунлă «усламçăсене» тупса малашне те суя эмелсем туса сутассине чарнă. Унччен мĕн чухлĕ сутнă-ха вĕсем? Миçе çын улталаннă?
Сывалас тесе эмел туяннă чухне пире чи малтан икĕ япала интереслентерет: унăн пахалăхĕ тата хакĕ. Юрать, халĕ аптекăсем тĕрлĕ эмелсемпе питĕ пуян. Пĕр çитменлĕх кăна: юлашки çулсенче эмелсен хакĕ самай ӳсрĕ. Çитменнине, пĕр эмелех кашни аптека хăйĕн хакне хурать. Пенси укçипе кăна пурăнакан ватăсен йӳнĕрех эмел туянас тесе хулан чи аякри районĕсене çитме тивет.
Мĕнрен килет-ха аптекăсенчи эмел хакĕ? Каласа хăвармалла, хамăр çĕршывра туса кăларнă препаратсене аптекăсене çитерекенсем пурне те пĕр хакпа сутаççĕ. Хака тĕрлĕ аптека тытăмĕсем хăйсен тăкакĕсене шута илсе ӳстереççĕ. Тăкакĕсене эмел хакĕсен шутне кĕртеççĕ. Апла мĕнрен тăрать-ха эмел хакĕ? Эмел препарачĕсене кăларакан предприятисем панă хак çумне сутакансем тата мĕн чухлĕ хушаççĕ?
Пĕрремĕшĕ, çурта е пӳлĕме тара (аренда) илнĕшĕн, коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн тӳлемеллине. Аптека мĕнле чаплăрах çуртра вырнаçнă, эмелсен хакĕ çапла пысăкрах.
Иккĕмĕшĕ, фармацевтсемпе сыхлакансене, çуса тасатакансене тӳлемелли ĕç укçине кĕртеççĕ. Эппин, штат мĕнле пысăкрах, эмел çапла хаклăрах.
Виççĕмĕшĕ, реклама. Аптека хăйне рекламăланăшăн та пирĕн, туянакансен, тӳлеме тивет.
Тăваттăмĕшĕ, аптека çынна ытларах пулăшу пама хатĕр (тухтăр консультаци парать, эмеле киле кӳрсе параççĕ тата ытти те) – эмел çапла хаклăрах. Тухтăрпа курьера тытса тăнăшăн та пирĕн тӳлеме тивет.
Пиллĕкмĕшĕ, центрти аптекăсенче хаксем пысăкрах.
Улттăмĕшĕ, ют çĕршывра туса кăларнă эмелсен хакне доллар курсĕ витĕм кӳрет.
Интереслĕ япала, юлашки вăхăтра интернет-лавккасем çумне интернет-аптекăсем хутшăнчĕç. Кунта эмеле самай йӳнĕ хакпа туянма пулать теççĕ, мĕншĕн тесен çӳлерех асăннă пилĕк япалашăн туянаканăн тӳлемелле мар.
Пирĕн правительство пурнăçшăн чи кирлĕ эмелсен хакне аптекăсенче йĕркелесе пыма тăрăшать, пурнăçшăн чи кирлĕ эмелсене палăртса вĕсен хакне пĕр пекрех шайра тытса тăрать. 2012 çулта чи кирлĕ сыватакан препаратсен шутне 567 эмеле кĕртнĕ (пĕлтĕр 522 пулнă). Çак йыша кĕртнĕ препаратсен хакне Раççей сывлăх сыхлавĕн министерстви хăй тĕрĕслесе тăрать. Аптекăсенче мĕн чухлĕ хушса сутма юранине вырăнти влаçсем палăртаççĕ.
-Ульяновск облаçĕнче эмелсен хакĕ чи пĕчĕкки, - тесе ĕнентерет сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова. – Пурнăçшăн чи кирлĕ эмелсен хакне регионти аптекăсен мĕн чухлĕ ӳстерме юранине палăртнă:
- 50 тенкĕрен йӳнĕреххисене 29 процент таранччен;
- 50 - 500 тенкĕлĕххисене – 25,
- 500 тенкĕрен хаклăраххисене – 21.
Танлаштарма: Саратов облаçĕнче эмелсен хакне вăтамран 60, Чулхулапа Ĕрĕнпурта – 30, Мордови Республикипе Самарта 13 процент ӳстереççĕ.
Хальхи вăхăтра облаçра 529 аптека организацийĕ, вĕсенчен 274 аптека, 252 аптека пункчĕ, 3 аптека киоскĕ. Вĕсенче 8500 ятлă сиплев препарачĕ сутаççĕ. Пурнăçшăн чи кирлисем тесе çирĕплетнисем – 58 ятлă эмел.
2009 çултанпа регионта Росздравнадзор, Минздрав тата обществăлла организацисем эмелсен хакĕсене тĕрĕслесе çӳреççĕ. Юлашки тĕрĕслев çакна палăртнă: Ульяновскри Гончаров урамĕнчи аптекăсенче Хрустальная урамĕнчипе танлаштарсан чи кирлĕ эмелсем 5 – 10 тенкĕ хаклăрах. Тĕслĕхрен, «Фестала» Гончаров урамĕнче 79 – 83 тенкĕпе, Киндяковкăра 68 тенкĕпех туянма пулать. Пĕтĕмĕшле аптекăсенче хаксем 20-30 процент таранччен уйрăлса тăраççĕ.
Специалистсем эмелсен хакĕ коммуналлă тивĕçтерӳсемпе, хваттерсемпе танлаштарсан сахалтарах ӳснĕ тесе çирĕплетеççĕ.
Пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: эмелсен хаклă пулнине халăх хăнăхса çитрĕ ĕнтĕ. Нимĕн тума та çук, чирлесен сипленмеллех. Правительство эмел хакĕсене тĕрĕслесе тăма хăтланать, анчах çак яланах пурнăçланаймасть. Мĕншĕн тесен кунта чи пĕлтерĕшли – сутуçăсен (аптекăсем тытса тăракансен) ăнланулăхĕ. Рынок экономикинче пирĕн çынсем темшĕн пĕр тĕллев кăна кураççĕ – тупăш илесси. Нумайрах укçа ĕçлесе илес туйăм вара çынлăхăн пур виçисене те хупласа хурать. Аптекăсем тытса тăракансем хăйсем чăлха-нуски мар, çын пурнăçĕшĕн çав тери кирлĕ сиплев препарачĕсем сутнине ăнланса иличчен лару-тăру улшăнмĕ. Çын сывлăхĕ пысăк тупăш илмелли услам пулмалла мар.
Паллах, халăха паха тата йӳнĕ эмелпе тивĕçтерес ыйту пысăк. Çакна кашни çын хăй çинче хăçан та пулин туйнă, анчах лару-тăрăва нимĕнле те улăштараймасть. Тен, çавăнпах нумайăшĕ халăх медицинин рецепчĕсемпе ытларах усă курма тăрăшать.
 
: 1022, Хаçат: 14 (1158), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: