Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Атăл чĕлтĕр-чĕлтĕр çăл куçĕнчен пуçланнă пекех, Пётр Васильевич Сымкинăн журналистикăри тĕнче шайлă сарăлса кайнă пултарулăх талккишĕ те шкулти стена хаçатĕнче вак-тĕвек заметкăсем çырассинчен пуçланчĕ.
 
Шкул çулĕсенче мана хама та мĕн астăвасса яланах стена хаçачĕн редколлеги членне суйлатчĕç. Илемлĕх туйăмĕ тăтăшах илĕртсе тăнинчен пуçланнă пулĕ ĕнтĕ ку. Пуçламăш классенче эпĕ ӳкерчĕксем тума юрататтăм. Çавна май стена хаçатне те илемлетнĕ, кунсăр пуçне аслăрах классенче вĕренекенсемпе пĕрле уявсем çитсен плакат калемĕсемпе стенасем çине чĕнӳсем çыра-çыра çакаттăмăр. Каярах сăвăсем çырма пуçларăм. Ку та стена хаçачĕ кăларнă çĕрте кирлĕ пулнă. Ахальтен мар Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче «Пионерская правда» хаçат йĕркеленĕ ача-пăча конкурсне ярса панă манăн ӳкерчĕк те «Пионерсем стена хаçачĕ кăлараççĕ» ятлăччĕ. Ун чухне манăн çак ӳкерчĕк хаçатра çапăнса тухаймарĕ. Çапах та çĕршыври паллă ӳнерçĕ, халăх художникĕ Дмитрий Шмаринов кĕтмен çĕртен çыру çырса хавхалантарни ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ. Композицири çитменлĕхсене асăрхаттарнă хыççăн вăл «акварель техники санăн тĕрĕс» тесе çырнăччĕ мар-и?
…Эпĕ кӳршĕри пилĕк çухрăмра вырнаçнă Кивĕ Улхашри çичĕ çуллă шкулта пиллĕкмĕш класра вĕренетĕп. Кирек мĕнле çанталăкра та унта çуран çитмелле – кĕрхи çумăр витĕр те, хĕллехи çил-тăманра та, шартлама сивĕре те. Куллен вунă çухрăм хутламалла.
Вĕренӳ çулĕ пуçламăшĕнче эпир, Чăвашкасси ачисем, пурĕ вун тăваттăн аслăрах класа çӳреме пуçланăччĕ: манăн çывăх тусăм Пиккук Миккалайĕ (унăн хушамачĕ Ильмендеев), Аюгов Кулька, Сандркин Евкен, Денисов Аркади, Сидулов Викенти тата ыттисем те. Хĕл çывхарнă тĕле аялти касри Сидулов Викентипе иккĕн çеç тăрса юлтăмăр. Сăлтавĕсем паллă: пĕрисен килте амăшне пулăшакан кирлĕ, теприсен ăшă тумтирĕ çук – пĕр сăмахпа каласан çитмен пурнăç! Манăн та урари çăматă тăлпăнса тухнăччĕ. Шкулти сторăш Мускав Улентейĕ (вăл ял çыннисенчен Мускава чи малтан кайса курнă çын пулнă, ăна çавăнпа çапла чĕнетчĕç) пушăтран çиччĕллĕ çăпата хуçса пачĕ. Ял ачисем тахçанах тăла чăлха çинчен çăпата сырса çӳретчĕç-ха. Манăн анне учительница та, пирĕн урара вăрçăччен яланах атă-пушмак пулнă. Çăпата сырма тăла чăлха та çук. Пасар нуски çинчен çăм нуски тăхăнса çӳреме тиврĕ. Капла та аптрамасть, урана çăмăл. Малтанхи хут çăпата сырсан Миккалай тусăм патне пытăм, амăшĕ, Хĕрпик акка, ман ура çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те:
- Çăпатине йăнăш сырнă иккен, - тесе хучĕ.
Хăй вара çийĕнчех мана çăпата сырма вĕрентрĕ. Çăпата кантрисене кĕлĕ хыçĕнченех çавăрттарса çыхмалла иккен.
… 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ. Çурхи ир. Тӳпене пĕлĕтсем карса илнĕ. Класс алăкĕ уçăлчĕ те – мана тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен учительница Пелагея Петровна Иванова чĕнсе кăларчĕ.
- Паян стена хаçачĕ кăларăпăр, - тесе вăл кӳршĕри пушă класс пӳлĕмне ертсе кĕчĕ.
Пелагея Петровна пирĕн класс руководителĕ, тулли сăн-питлĕ, ватталла сулăннă лутрарах хĕрарăм. Кăнна Кушки хĕрĕ хăй вăхăтĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтерсе тухнă. Ватă просветитель ăна «внучка» тесе чĕннĕ. Вăл «Нарспи» авторне К.В.Иванова та лайăх астăвать. Поэт ĕçленĕ класра вĕреннĕ. Унăн заданийĕпе хăй хатĕрлекен «Букварь» валли пĕчĕк калав та çырса панă. Пелагея Петровна Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă чăваш халăхĕн чылай паллă ывăл-хĕрне астунă, вĕсем çинчен каласа панисене каçса кайсах итлеттĕмĕр.
Халĕ ватă учительница çутă хашаклă куçлăх тăхăнса çӳрет. Аслă ывăлĕ, пуçламăш класс учителĕ Леонид Андреевич, вăрçăн малтанхи çулĕнчех фашистсен аллине лексе асап курнă, ăна нимĕç салтакĕсем асаплантарса вĕлернĕ. Çак инкеке тӳссе ирттерме ашшĕпе амăшне епле йывăр пулнине те эпир лайăх пĕлсе тăраттăмăр (ашшĕ Андрей Петрович, пирĕн шкул директорĕччĕ), çавăнпа ятлă-сумлă ватăсене чун-чĕререн хисеплесе шеллеттĕмĕр. Çак инкеке пулах пирĕн шкул директорĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.
Кивĕ Улхаш шкулĕпе сывпуллашнă чух эпĕ пăлхануллă лару-тăрура хамăн сăвва вуласа патăм. Ку 1947 çулта пулчĕ. Çав самантра ăнсăртран Пелагея Петровна куçĕ шывланнине асăрхарăм. Свидетельствăпа пĕрле алла пĕчĕк конверт тыттарчĕ. Конвертне эпĕ киле таврăниччен уçса пăхма хăймарăм. Ăна аннепе пĕрле уçса пăхрăмăр та унăн ăшĕнче… 50 тенкĕлĕх хут укçа асăрхарăмăр. Анне хушнипе çав кунах эпĕ лавккана кайса хам валли сăран пушмак туянтăм. Пушмакĕ кăштах пысăкрахчĕ те – савăнсах тăхăнса ятăм эпĕ ăна. Çавăнтанпа тек çăпата сырман.
Пелагея Петровна вăрçă хыççăн та чылай пурăнчĕ-ха. Тăван халăха çутта кăларассишĕн нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна Ленин орденĕ парса наградăларĕç. Чăнлă районĕнче Ивановсен учитель династийĕ халĕ те малалла тăсăлать.
Куннехинче эпĕ хаваслансах стена хаçачĕпе ĕçлеме тытăнтăм: ачасемпе учительсен заметкисене хитре почеркпа куçарса çырса хатĕрлерĕм, вĕсене ӳкерчĕксемпе илемлетрĕм.
Часах класс пӳлĕмĕ хĕвел çутипе çуталса кайрĕ, тӳпери хура пĕлĕтсен чаршавĕ пач сирĕлчĕ. Калăн, çут çанталăк хăй ял халăхне ырă хыпар пĕлтерсе савăнтарма васкать. Хыпарĕ, чăнах та, нумай кĕттермерĕ.
Пелагея Петровна тăхтав вăхăтĕнче учительсем пухăнса ларакан пӳлĕме тухнăччĕ кăна – унтан самантрах пăлханса таврăнчĕ. Хăй сăнран-питрен калама çук улшăннă.
- Вăрçă пĕтнĕ! – тесе калама çеç пултарчĕ вăл хыпăнса ӳксе.
- Вăрçă чарăннă! Утăрья!
Пире Пелагея Петровна пурсăмăра та киле таврăнса атте-аннене савăнăçлă хыпара пĕлтерме ирĕк пачĕ. Эпир урам тăрăх шавлăн та хаваслăн кăшкăрашса килсене салантăмăр.
Тăван ялтан çирĕм çухрăмри Вăта Тимĕрçенти вăтам шкулта аслă классенче вĕреннĕ чухне чылайăшĕ стена хаçатне çеç мар, районта тата облаçра тухса тăракан хаçатсене çырса тăма та пуçланăччĕ. Хăш-пĕрин япалисем Мускаври ача-пăча журналĕсенче те курăнкаларĕç.
Чăваш чĕлхипе литератури пирĕн юратнă предметсемччĕ. Чĕлхеçи – класс руководителĕ, Шупашкартан тин çеç И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститут пĕтерсе килнĕ çамрăк пике Антонина Петровна Петрова. Вăл пуçарнипе шкулта литература кружокĕ ĕçлерĕ. Стена хаçатне те пĕрлех кăларса тăраттăмăр. Антонина Петровна çемье çавăрса Вăта Тимĕрçен ялĕнчех тĕпленсе пурăнчĕ, унта тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлерĕ.
Шкулти стена хаçатне активлă çырса тăракансенчен уйрăмах кӳршĕри Анат Тимĕрçен ачи Пётр Сымкин палăрчĕ. Сăпайлă та яштака пӳллĕ каччăпа эпир çывăх туслашрăмăр. Унăн почеркĕ хитреччĕ. Çырасса та тĕрĕс те чăн-чăн литература чĕлхипе çыратчĕ. Вăл тăван чĕлхене юратса ĕçлени палăратчĕ.
Петĕр ачалăхĕ çăмăл пулман. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чух вăл тăватă çулта çех пулнă-ха. Унăн пĕртен-пĕр йăмăкĕ ашшĕне пач астуман. Шел, ашшĕ хаяр вăрçă хирĕнчен таврăнайман.
Вăрçă çулĕсенче пĕр кунĕ те – эрнепе, эрни – уйăхпа, уйăхĕ çулталăкпа танлашнă. Пĕчĕк Петĕр те хăвăрт ӳссе аталаннă. Пурнăç тути-масине ир ăнланнă. Пултарнă таран амăшне пулăшма тăрăшнă. Вăрçă ачисен йывăр шăпи ун тĕлне туллин йăтăнса аннă. Çапах та вăл вăтам шкултан ăнăçлах вĕренсе тухма пултарнă.
Çапла, шăпасем пирĕн пурин те пĕрпекрехчĕ. 1952 çулта эпĕ çитĕнсе çитнине ĕнентерекен аттестат илсен аслă шкула вĕренме каяс вырăнне райхаçата ĕçе вырнаçрăм. Кун хыççăн та пирĕн туслă çыхăну татăлмарĕ – Петĕр райхаçата та вак-тĕвек заметкăсем, корреспонденцисем ярсах тăчĕ. Хам та ăна заданисем парсах тăраттăм: ун çинчен, кун çинчен çыр текелесе. Çырупа та, тĕл пулса калаçнă чухне те. Икĕ полосаллă райхаçатра гонорар çукпа пĕрехчĕ, пурĕ те вунă тенкĕ кăначчĕ. Эпир райхаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем, ăна хамăр пач илмен, пур пеккисене активлă çыракансене ярса панă. Ку та вĕсене пĕчĕк тăкаксене саплаштарма юранă: ара, ун чухне пĕр тенки хальхи 100 тенкĕпех танлашнă темелле.
Часах ман çамрăк тусăм та вăтам шкул пĕтерсе тухрĕ. Ăçта каймалла? Паллах, Шупашкара! Вăл манăн хамăн та яланах ĕмĕтри хула пулнă. Анчах унта кайса тĕпленесси пулмарĕ. Ун чухне пирĕн райхаçатра ĕçленĕ çамрăк писатель Владимир Садай чăвашсен шĕкĕр хулине куçса кайнăччĕ. Унăн мăшăрĕ Луиза Тимофеевна Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ техника училищинче ĕçлетчĕ. Вăл çамрăк ентешĕмĕре унта вырнаçма пулăшрĕ. Пушă вăхăтра Петĕр Чăваш патшалăх академи драма театрĕ лартакан спектакльсенче массăллă сценăсенче выляма çӳренĕ, çапла майĕпен тăранкаласа пурăннă. 1958 çулта училищĕрен вĕренсе тухса строительство мастерĕн специальноçне илчĕ. Кун хыççăн Хусанти инженер-строительсе м хатĕрлекен институтра вĕренсе аслă пĕлӳллĕ специалист пулса тăчĕ. Çамрăк инженер строительствăра 18 çул хушши вăй хучĕ, пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен маçтăрĕнчен капиталлă строительство енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕн çумĕ таран ӳсрĕ. Çак хушăра инженер тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех 1963 çултанпа АПН агентствипе таччăн çыхăнса ĕçлерĕ. Ун чухне АПН материалĕсемпе чикĕ леш енче Совет Союзĕн 50 журнал, 6 хаçат тата 90 пресс-бюллетень тухса тăнă, вĕсем тĕнчери 110 çĕршыва саланнă. Çав кăларăмсем валли П.В.Сымкин пин ытла статья, комментари, интервью, калаçу, очерк, репортаж çырса хатĕрленĕ. Çапла вара Чăваш тĕнчи çинчен тĕнчери халăхсем пирĕн ентеш материалĕсене вуласа ытларах пĕлсе тăнă темелле. Çак тĕслĕх хăех питех те тĕлĕнмелле пĕлтерĕшлĕ. 2007 çулта П.В.Сымкинăн АПНри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «Чувашия в мировой прессе» ятлă автор выставкинче анлăн кăтартнăччĕ.
Çапла вара ача чухнех пичет чирĕпе чирленĕ Пётр Васильевич Сымкин татăклăнах профессиллĕ журналист пулса тăчĕ. 1979 çулта Горький хулинчи партин аслă шкулне пĕтерсе тухрĕ. Унăн пичет ĕçĕнчи хăпарса çитнĕ чи çӳллĕ тӳпи – «Правда» («Пресса») издательствин Чăваш тата Мари Республикисенчи уйрăмĕн пуçлăхĕ пулчĕ. 1993 çултанпа акă «Российская газета» издательствин Шупашкар хулинчи представителĕ.
Ĕçне кура чысĕ. Пирĕн ентешĕн пичетри сумлă ĕçĕсене тивĕçлĕ наградăсемпе палăртнă. Вăл Чăваш Ен журалисчĕсен С.Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ, 1997 çулта «Чувашия» тĕслĕ фотоальбом хатĕрленĕшĕн Раççей Журналистсен союзĕн премине, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Чăваш Республикин культура министерствин Хисеп хучĕсене, Пĕтĕм Раççейри Журналистсен союзĕ 80 çулхи юбилейĕ тĕлне кăларнă юбилей медальне тивĕçнĕ.
Тивĕçлĕ кану çулне çитнĕ пулин те П.В.Сымкин журналистикăра ырми-канми тăрăшса ĕçлет. Юлашки 25 çул хушшинче кăна вăл çĕр ытла кăларăм пухса хатĕрленĕ (кĕнекесем, проспектсем, буклетсем). Ун çумне Чăваш Енри районсем çинчен тухнă кăларăмсене, энциклопедисене хушмалла.
Хăйĕн 75 çулхи юбилейне вăл çыру сĕтелĕ хушшинче кĕтсе илет. Тин çеç «Строители Чувашии» ятлă энциклопеди шайлă кăларăм пичете пама хатĕрлесе çитернĕ.
Пушкин пултарулăхне ачаран ӳссе пынине асăрхаса тăнă В.А.Жуковский ăна парнеленĕ портречĕ çине çапла çырса хунă: «Победителю-ученику от побеждённого учителя в тот высокоторжественный день, в который он окончил свою поэму «Руслан и Людмила», 1820, марта 26. Великая пятница», - тесе çырса хунă.
Хамăн вĕренекенĕм пулнă П.В.Сымкин журналиста эпĕ те Жуковский сăмахĕсемпе çапла саламлама пултаратăп: «Победителю-ученику от побеждённого учителя».
Шупашкарти тулăх тăпра çине ӳксе манăн кĕçĕн ĕçтешĕм хамран тахçанах иртсе кайрĕ. Паян çакна пĕлсе тăма питех те кăмăллă.
Килĕшет-и е килĕшмест-и хăш-пĕрне – ку пурнăç чăнлăхĕ. Эпир вырăнти хаçат-журналта сайра-хутра пичетлекен очерксемпе тĕрленчĕксене хамăртан ытла кам вулатăр? Пĕтĕм тĕнчери халăхсем вĕсемпе, паллах, паллашаймаççĕ. Пурăнасса та эпир халĕ урăх çĕршывра пурăнатпăр. Тек АПН çук. Хăй вăхăтĕнче пирĕн кĕçĕн шăллăмăр пултарнă ăна. Мухтав та чыс сана, пичетри ĕçтешĕм!
 
Чăнлă районĕ,
Аслă Нагаткин ялĕ.
 
: 1006, Хаçат: 14 (1158), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: