Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕршывăн чылай регионĕнче амăшсене пулăшмалли программа – регионти амăш капиталĕ теекенни – хута кайнă. Ку вăл патшалăх бюджетĕнчен иккĕмĕш е виççĕмĕш ачашăн паракан амăш капиталĕ мар, хушма укçа.
Регионти амăш капиталĕн шăпине вырăнти влаçсене татса пама шаннă. Хăш-пĕр облаçсенче иккĕмĕш ача çуралсан кăна укçан хавхалантараççĕ, ыттисенче – пĕрремĕшĕшĕн те, иккĕмĕшĕшĕн те тата ыттисемшĕн те. Пĕтĕмĕшле – 10 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин таран.
Анчах та хăш-пĕр ертӳçĕсем регионти амăш капиталĕ çинче çеç чарăнса тăман. Çапла Çĕпĕр регионĕнче, тĕслĕхрен, ача çуралсан пĕр хутчен çеç тӳлемелли пособи (укçан пулăшу) пирки çĕнĕ йĕрке йышăннă. Енчен те ашшĕ-амăшĕнчен иккĕшĕ те (е тулли мар çемьере пĕри кăна) ача çуралнă вăхăт тĕлне 30 çул тултарнă тата вырăнта яланлăх прописка пур пулсан – пособи калăпăшĕ 10 пин тенкĕ пулать.
10 пин тенкĕ укçана ЗАГСра çырăннă мăшăрсене çеç мар, качча кайман амăшсене те парĕç – вĕсен ачи çуралнине ĕнентерекен хутра ашшĕ çинчен калани пулмасан е амăш каласа панă тăрăх çеç çырнă пулсан. Икĕ е виçĕ ача тӳрех çуралсан – кашнине вуншар пин тенкĕ тӳлĕç.
Укçана илме халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен уйрăмсене ача çичĕ уйăх тултариччен пымалла пулĕ.
30 çул тултарман ашшĕ-амăшĕ валли урăх тӳлевсем палăртса хунă. Область бюджетĕнчен кунашкал çемьере пĕрремĕш ача çуралсан 6 пин тенкĕ, иккĕмĕшĕшĕн 12 пин тенкĕ тата виççĕмĕшĕшĕн 18 пин тенкĕ илĕç.
 
: 907, Хаçат: 15 (1159), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: