Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Семён Кириллович Теби – Пĕтĕм çĕршыври «Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕ» Ульяновск облаçĕнчи обществăлла организацин Хисеп хутне Чăнлă районĕ йĕркеленĕ пенсионерсен художествăлла пултарулăх фестивальне хутшăнса мала тухнăшăн тивĕçнĕ. Çаплах ăна район пенсионер хут купăçсăсен хушшинче мала тухнăшăн «Ылтăн кĕркунне-2011» кубок парса чысланă. Ăна Чăнлă районĕнчи хăй вăхăтĕнче «Память Куйбышева» колхоз пулнă хуçалăх правленийĕ ылтăн алăллă платник пулнăшăн темиçе хутчен диплом парса хавхалантарнă. 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçă ветеранĕ (тыл ĕçченĕ) паян тивĕçлĕ канура. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 49 çул. Ĕç ветеранĕ.
Паллашар-ха хăйнеевĕр пултаруллă ентешпе.
1936 çул. Анат Тимĕрçенте тĕпленсе пурăнакан Дарья Трофимовнапа Кирилл Петрович Теби çемйи виçĕ ачипе вербовкăпа Мускав облаçне тухса каять. Кил хуçи лайăх пурнăç шыраса Оренбург облаçĕнче те, Пенза хулинче те тĕрлĕ ĕçсенче, ытларах стройкăра тар тăкать.
1941 çул. Кирилл Петровича броньпе тивĕçтерсе Днепропетровскра вырнаçнă çар заводне хĕç-пăшал тума яраççĕ. Мăшăрĕ ачисемпе пулăшусăр тата хӳтлĕхсĕр тăрса юлать. Часах аслă ывăлне – Николая – вăрçа илсе каяççĕ.1934 çул пуçламăшĕнче çут тĕнчене килнĕ Семён тата тепĕр шăллĕ арçын вырăнне юлаççĕ.
Дарья Трофимовна йывăрлăха чăтаймасăр икĕ ачипе яла таврăнса колхоз ĕçĕсене кӳлĕнет.
1943 çул. «Вырăс» ачи - Семён - пĕрремĕш класа кайма тытăнать. Питĕ хăвăрт чăвашла калаçма вĕренет. Пиллĕкмĕш класра пĕрремĕш хут аллине хут купăс тытать.
Семён Теби 1953 çулта вăтам пĕлӳ илсе тухать. Ылтăн медале илме тивĕçлĕ кандидат ăна илеймест. Унăн чи юратнă предмечĕ математика пулнă.
Арçын тивĕçне Совет Çарĕнче пурнăçланă хыççăн каччă яла таврăнать те колхозра тĕрлĕ хуралтă тунă çĕрте вăй хурать. Хут купăса алла илнĕ çамрăк ял хĕрĕсен чĕрисене çунтарма тытăнать.
Вербовкăпа Семён Теби ăçта кăна пулмасть-ши: Ростов облаçĕнче – платникре, Камчаткăра – порт ĕçченĕнче, Томскра – вăрман хатĕрлевĕн тытăмĕнче. Аллинчен хут купăсне вĕçертмест.
70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Анат Тимĕрçене таврăнса Пухтел хĕрĕпе – Клавдия Аристарховнапа – çемье çавăрать.
Вĕсен пĕрин хыççăн тепри ача çуралать: 1964 çулта – Олег (ялта тĕпленсе пурăнать, мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ, Мускава ĕçе çӳрет); 1965 çулта – Вячеслав (2-мĕш номерлĕ механизаци управленийĕнче крановщикра ĕçлет. Унăн икĕ ача; 1967 çулта –Тамара (ял шкулĕн бухгалтерĕ, унăн та икĕ ача).
Çак хушăра Семён Кириллович колхозри строительство объекчĕсене хăпартать. Унăн чи çывăх тусĕ, паллах, хут купăс пулса юлать. Ялти туйсенче вăл – чи хисеплĕ хăна.
Паян Теби килĕнче баян та, темиçе тĕслĕ хут купăс та пур. Иккĕшне харпăр хуçасем – Б.Чичурин тата П.Зорин – маçтăрланă. Семён Кириллович вĕсене юмахри тетте евĕр илемлетнĕ. Сăмах май, унăн велосипечĕ те тĕрлĕ тĕслĕ эрешпе йăлтăраса тăрать. Урам енчи çурт стени-«кӳлĕре» икĕ акăш «ишеве» тухнă. Пăхса ытармалла мар!
Семён Кириллович хут купăсне шăрантарма тытăнсан чăтса тăраймарăм – ташша ятăм. Юрламашкăн, ташламашкăн пире купăс вăй парать! Манпа пĕрле ял тăрăх çӳрекен Иван Моисеевич Кирпичников таврапĕлӳçĕ те чăтаймарĕ, алă çупса хавхалантарса тăчĕ.
- Шел, ял культура тĕлĕшĕнчен чухăнланса пырать. Ман пек хут купăсçăсем урăх çук. Çамрăк ăру çакăн евĕр музыка инструменчĕпе туслашасшăн мар. Юрать-ха, ман ĕçе малалла тăсакансем пур: Славик ывăлăмпа унăн ачи – тăваттăмĕш класра вĕренекен мăнукăм. Эпĕ ăна хут купăссенчен пĕрне тĕплĕн юсаса тата илемлетсе парнелерĕм. Ан тив, ял культурине малалла аталантартăр, - тет мăнаçланса Семён Кириллович Теби.
 
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 992, Хаçат: 15 (1159), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: