Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нумаях пулмасть Ульяновскран сулмаклă бандероль илтĕм. Дмитрий Кузьмин хатĕрлесе кăларнă «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекен иккĕмĕш томĕ иккен. Пĕрремĕш томне унчченех илнĕччĕ. Пысăк форматлă кĕнекере пурĕ 448 хутьен (страница).
 
Энциклопедире Пенза, Саратов, Ульяновск облаçĕсенчи чăваш ялĕсен кĕске историйĕсемпе пĕрле регионсенчи паллă чăвашсем çинчен çырни. Кĕнекере вĕсен 1043 сăн ӳкерчĕкне, 1684 хушаматпа ятне вырнаçтарнă. Çаплах хăш-пĕр ялсен паллă вырăнĕсем, чиркӳсен сăн ӳкерчĕкĕсем пур.
Кĕнеке вĕçĕнче чăвашсен тĕне кĕричченхи ячĕсем, регионти чăваш ялĕсен картти, тĕрлĕ фирмăсем, центрсем, хаçатсем пирки çырни, тĕрлĕ ятсем илнисене палăртнисем пур.
«Краткая чувашская региональная энциклопедия» - питĕ интереслĕ кĕнеке, унăн пуласлăхĕ пысăк. Унта çырса кăтартнисем – документсемпе никĕслесе çирĕплетнĕ энциклопедиллĕ справочникăн чăн-чăн ĕненмелли кăтартăвĕ, хуравĕ пулса тăрать. Пулăмсене куç умне кăларса йышăнас, хальхи тата çитес ăрăва тĕрĕслĕхе кирлĕ пек вĕрентес, пурнăç çине тĕрĕс пăхма вĕрентес енĕпе кĕнеке калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кĕнеке таврапĕлӳ, фольклор, этнографи, чăваш халăх историйĕ енĕпе те вулакана тăван халăха, чĕлхене, культурăна, ырă йăласене юратма вĕрентет. Воспитани парас тĕлĕшĕнчен те паха. Ялсем мĕнле, ăçтан пуçланса кайнипе интересленекенсен шучĕ юлашки вăхăтра ӳссе пырать. Çак кĕнекепе паллашнă хыççăн ытти регионсенче пурăнакансен те хăйсен тăван ялĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлесси килсе каять. Иртнисĕр пуласлăх çук теççĕ халăхра. Вăл чăнах та çапла пулма кирлĕ те. Кĕнекере Пенза, Саратов, Ульяновск тăрăхĕнчи чăвашсен авалхи пурнăçĕ куç умне тухса тăрать.
Дмитрий Кузьмин энциклопедине кăлариччен кирлĕ материалсем пухас тĕлĕшпе питĕ нумай ĕçлени куçкĕрет. Çакăн пек кĕнекене кăларма тӳсĕм, чăтăмлăх кирлĕ. Вăл кĕнекере асăннă пур яла та çитсе курнă, мĕн чухлĕ çынпа калаçнă, ыйтса пĕлнĕ, мĕн чухлĕ тата архивсенче, музейсенче чакаланнă, тĕпченĕ, тĕрĕсне тупас тесе тăрăшнă. Интерес пулмасан ку ĕçе çапла чăтăмлă тăваймастăн. Дмитрий Кузьмин кĕнекен авторĕ те, редакторĕ те, издателĕ те.
Автор çак кĕнекепе хăй ятне вилĕмсĕр турĕ. Вулакансем те унăн ĕçне хапăлласа йышăнчĕç. Вăл чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕн, чăваш халăхĕн ăслăлăхпа ӳнер академийĕн, университетсен, область ертӳçисен, администрацийĕсен ĕçĕнчи ылтăн фончĕ пулса тăрать.
Дмитрий Кузьминăн энциклопедийĕ маншăн та, чăвашлăхшăн тăрăшса ĕçлекен ытти чăвашсемшĕн те чăн-чăн чун апачĕ пулса тăчĕ. Вăл мана та çак енĕпе малалла ĕçлеме хавхалантарать. Пысăк тав сана, Дмитрий Васильевич.
 
Тутарстан,
Аксу районĕ,
Çĕнĕ Мăкшел.
 
: 1004, Хаçат: 15 (1159), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: