Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 164 çул çитнĕ тĕле облаçри чăвашсен общественноçĕ ирттерме палăртнă мероприятисем:
1. «Хальхи шкулсенчи Яковлевпа çыхăннă йăла-йĕрке» темăпа вулавсем (ака уйăхĕ).
2. «Чуваши – традиции, этно, культура» кĕнекен куравĕ (акан 25-мĕшĕ, 17-мĕш наци вулавăшĕ).
3. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче вĕренекенсен хушшинче сочиненисемпе рефератсен конкурсĕсем (ака уйăхĕ).
4. «Анлăн янра, чăваш чĕлхи» митинг (акан 24-мĕшĕ, И.Я. Яковлев скверĕ).
5. «И.Я. Яковлев и современность» темăпа наукăпа практика конференцийĕ (акан 24-мĕшĕ).
6. «Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх кабинечĕ» конкурс (ака уйăхĕ).
7. Тематикăлла кану каçĕ (ака уйăхĕ, ЦНК залĕ).
8. И.Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă уçă уроксем (облаçри тата хулари шкулсем).
9. Чăваш букварĕн уявĕ (64-мĕш шкул).
10. И.Я. Яковлев педучилищинчен вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ (И.Я. Яковлев музейĕ).
11. И.Я. Яковлевпа çыхăннă документла фильмсен ярăмĕ.
12. «Традиции школы И.Я. Яковлева в художественном воспитании» темăпа çавра сĕтел.
13. Историллĕ паллă вырăнсене: Пăлхара, Кăнна-Кушки ялне – экскурси (çĕртме (июнь) уйăхĕ).
14. Облаçри районсенче чăваш культура кунĕсем.
15. «Хусан чăвашĕсем» эстрада ушкăнĕн концерчĕ (акан 25-мĕшĕ).
 
ЯКОВЛЕВ ВУЛАВĔСЕН ПРОГРАММИ:
Акан 24-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăваш общественноçĕ Мускав, Чăваш Ен, Тутар тата Пушкăрт Республикисенчен килнĕ хăнасене кĕтсе илмелле. И.Я. Яковлев музейĕпе паллаштарнă хыççăн делегатсем И.Я. Яковлев скверне çитĕç. Кунта Аслă Вĕрентекенĕмĕр палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хурĕç, «Анлăн янра, чăваш чĕлхи» темăпа митинг иртĕ. Унтан хăнасем чăваш чиркĕвне çул тытĕç. Чăваш чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий иероманах И.Я. Яковлева асăнса кĕлĕ вулĕ.
Ĕçлĕ тĕлпулу И.Я. Яковлев музейĕнче «И.Я.Яковлев и современность» темăпа иртекен çавра сĕтелпе вĕçленĕ.
 
: 803, Хаçат: 15 (1159), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: