Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Катя Столярова 9-мĕш класра вĕренет. Тăван шкулне питĕ юратать вăл. Тĕрлĕ конкурссене хутшăннă май тăван аппăшĕ Настя пекех облаçри «Сарпикене» хутшăнса çĕнтерме ĕмĕтленет.
Шкулта тата икĕ çул вĕренмелле пулин те малашнехи пурнăçра мĕнле професси суйласа илесси халех канăçсăрлантарать хĕре. Ашшĕ Олег Александрович медицина енĕпе ярасшăн. Хĕрачасен профессийĕ тет. Тата Катя характерĕпе те çирĕп, юнран хăрамасть. Амăшĕ Ирина Георгиевна хĕрĕн суйлавне хутшăнмасть. Хăйне вара менеджер профессийĕ килĕшет, ячĕ те илемлĕ.
– Тĕрĕссипе, эпĕ ачасене питĕ юрататăп, пирĕн касра нумай вĕсем. Пĕчĕккисемпе час пĕр чĕлхе тупатăп, хăйсем те ман çума çыпçăнаççĕ. Педагог профессине те хирĕç мар, - каласа парать Катя.
Вĕренмесĕр пурнăçра мала кайма çуккине ăнланса шкулта çирĕп пĕлӳ пухма тăрăшать Катя. Пиллĕкмĕш класчен «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕреннĕ, халĕ унăн чĕрĕксенче виçшер «тăваттă» тухать.
– Истори, геометри, акăлчан чĕлхи предмечĕсене кăмăллатăп пулин те пĕлĕве «пиллĕк» таранччен çитерейместĕп. Цифрăсене лайăх астуса юлайманни кансĕрлет, - тет вăл.
Катя тăван чĕлхепе, вырăс чĕлхипе тата математикăпа иртекен олимпиадăсене кашни çулах хутшăнать. Тăван чĕлхепе иртнĕ çул районта виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Юрлама-ташлама ăста пулнипе Катя шкулти ташă ушкăнне çӳрет, концертсенче юрлать.
Килте урокĕсене хатĕрленĕ хыççăн амăшне хуçалăхра пулăшать. Пушă вăхăт юлсан ятарлă альбом çине тĕрлĕ картинăсем ӳкерет, ташă хусканăвĕсене хăнăхать, чăвашла юрлать.
 
Чăнлă районĕ,
Ирçел ялĕ.
 
: 1023, Хаçат: 15 (1159), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: