Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Надежда Васильевна Козлова-Смоловщиков а – чăваш çамрăкĕсенчен ăнăçуллисенчен пĕри, илĕртӳллĕ те пуçаруллă пике. Вăл пушăн 24-мĕшĕнче Ульяновск хулинче питĕ туслă та ĕçчен çемьере çуралнă. Кайран Козловсен çемйи Майна районĕнчи Тагай ялне куçса каять. Надежда малалла Тагай шкулĕнче вĕренет. Ăна кĕмĕл медальпе пĕтерет. 2000-2005 çулсенче Ульяновскри патшалăх университетĕнче управлени факультетĕнче пĕлӳ илет.
 
"Диплом ĕçне хӳтĕлеме кăшт вăхăт юлсан мана экономикăпа производство пĕрлешĕвĕн кафедринче ĕçлеме юлма сĕнчĕç,- каласа парать Надежда Васильевна. - Эпĕ килĕшрĕм. Преподаватель ĕçĕнчен аванрах ĕç хĕрарăмшăн çук та пулĕ тесе шутларăм эп. Мана хамăн ĕç питĕ килĕшет.
Управлени институчĕн директорĕ Е.М.Белый студентсемшĕн нумай ырă ĕç тăвать. Çавăнпа та вĕрентӳçĕсен те, студентсен те кичем ларма вăхăт çук".
Н.В.Смоловщикова тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш курссемпе ĕçлет. Экономикăна вĕреннисĕр, вĕрентнисĕр пуçне тата сăвăсем çырать. Надежда нумаях пулмасть Мускаври ювелир завочĕ ирттернĕ конкурсра пулнă. Унта Раççейри 58 хула хутшăннă. Кашнинчен пĕрер çĕнтерӳçĕ тупса палăртнă. Аллă сакăр çын хушшинче тата тепĕр финал ирттернĕ. Тĕп условийĕ – завода 90 çул тултарнă ятпа саламласа сăвă çырмалла. Ылтăн-кĕмĕл сутакан завода мухтакан, ырлакан йĕркесенче пилĕкçĕре яхăн паллă (символ) пултăр. Пирĕн ентеш çырнă ултă йĕркеллĕ сăвă пĕрремĕш вырăн йышăнать. Надежда Смоловщикована 100 пин тенкĕ тăракан çĕрĕ парнеленĕ. Ăна бриллиант илемлетет.
– Мана ачаранах вĕренӳ çăмăллăн парăнатчĕ, – терĕ вăл. – Эпĕ шкулта та, университетра та аван вĕреннĕ. Альма-матера хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. Аспирантурăра ăс пухрăм. Юратнă предметсем яланах математика тата литература пулнă. Вĕсемсĕр сывлăш çитмест пек.
Н.Смоловщикова 19 ăслăлăх статйин тата пĕр вĕрентӳ хатĕрĕн авторĕ. Ун ятне 2005 çулта "Лучшие выпускники образовательных учреждений Ульяновска" справочника кĕртнĕ. Вăл "Российские интеллектуальные ресурсы" программа хастар хутшăнать. Ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕнче ăнăçусем тунăшăн Тагай хĕрне ятарлă сертификат парса хавхалантарнă.
Надежда çулла çул çӳреме юратать: Германи, Нидерланды, Франци, Испани, Монако… Уйрăмах чăваш пикине Германире тата Францире килĕшнĕ. Пурнăçра тĕслĕх илекен çынсем ашшĕ – Василий Дмитриевич тата тетĕшĕ – Алексей. Рубина ятлă нимĕç овчаркине, лашасене ытараймасть. Надежда Васильевна 92 çулхи асламăшĕпе чăвашла калаçать.
– Чи çывăх юлташ – тете, пирĕн пĕр вăрттăнлăх та çук. Питĕ çывăх хутшăнусем пирĕн. Мана çур сăмахран ăнланать вăл, пур ӳсĕм-ăнăçăва чи малтан Лёшăпа пайлатăп. Эп çуралсан ят та мана тете панă. Анне, Ольга Павловна, пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Вăл аваннине те, начаррине те ăнланать, каçарма пĕлет. Унпа чуна уçса калаçма пултаратăп. Эп ырă, ĕçчен, паха йăла-йĕркеллĕ çемьере ӳснĕ. Тавах çывăх çыннăмсене мана юратнăшăн, - тет вăл.
Çитес вăхăтра Надежда Смоловщикован диссертацийĕн хӳтĕлевĕ. Ун веçех аван пуласса ĕненетпĕр.
 
: 876, Хаçат: 15 (1159), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: