Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçат пирĕншĕн сиплĕ çăлкуç пек, шанчăклă тĕрек, йăла-йĕркене аса илтерсе пыраканĕ, халăх кăмăлне çĕклекенĕ тата хыпарсене пĕлтерекенĕ.
Эп хаçатран нумай пĕлӳ илетĕп тата ыттисем вĕрентсе каланисене ăша хуратăп. Ытти чăваш çыннисене те çырăнса илме тата вулама сĕнетĕп.
Кашни чăваша Иван Яковлевич Яковлевăн ырă сăмахсене вулаттарас килет: «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тӳр килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă кӳрекен тума пулать; ӳркенсе, ытахальтен анчах ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать. Кукăр çулпа çӳресрен, ултавпа тăвас ĕçрен хăраса тăрăр: тӳрĕлĕхсĕр курнă усă, ултавпа тупнă телей – тĕреклĕ мар, вăл вăраха пымасть».
Евангелири сăмахсем те витĕмлĕ: «Ырă тумалла, пурне те ыррине çеç памалла. Вăрçса мар, юратса, ăшă кăмăлпа ӳкĕтлесе пулăшмалла».
Чи кирли – ыттисене хамăр ырă тĕслĕх кăтартма пултарни. Пĕр ĕç туни – пин-пин чаплă ĕçрен, сăмахран хаклăрах.
Ак Дмитрий Кузьмин кăларнă чăваш энциклопедине алла тытсанах вулама тытăнтăм, кĕске вăхăтрах вуласа тухрăм. Ку чăваш халăхĕн пуянлăхĕ. Унăн ĕçĕ пуриншĕн те тĕслĕх.
«Çынна кура мухтавĕ», - теççĕ ваттисем. Чăнах та çапла. Ĕçчен алă ĕç тупать, ăслă çын ăслăлăх кĕнекине хăварать.
Пысăк ĕçе пĕччен ан пуçăн – ĕнсӳне хуçăн теççĕ ваттисем. Анчах Дмитрий Кузьмин йывăрлăхран хăраман. Ут капантан хăрамасть. Ман ăна чаплă утпа танлаштарас килет.
Пĕтĕм чун хавалĕпе тунă çак ĕçе вăл. Унăн хавал пур-ха. Чун хавалĕ вĕресе тăрать. Унăн умĕнче эпир, чăваш çыннисем, ĕмĕр парăмра юлатпăр. Ун пек ĕçе хак виçипе виçмеççĕ, кирек мĕнле хакран та çӳлерех вăл.
Пурнăçра çынсăр пурăнма çук, апла пулсан эпир, чăвашсем, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, пĕрне-пĕри пулăшма тăрăшар.
 
Ульяновск хули.
 
: 1060, Хаçат: 15 (1159), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: