Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак статьяна çырма юлашки Çăварни уявĕ хистерĕ. Çăварни кăна мар, чăвашсен ытти уявĕсем те юлашки вăхăтра халăхсăр иртеççĕ. Пач çын çук темелле мар ĕнтĕ, анчах Çăварни пек пысăк уяв 20-30 çынпа иртни кăмăлсăр пулăм.
 
Çын çăкăрпа кăна тăранса пурăнмалла мар, ăна чун апачĕ те кирлĕ. Куллен çăкăр пирки шутласа юлашки вăхăтра эпир, чăвашсем, чун апачĕ пирки вуçех манса кайрăмăр пулмалла. Пире нимĕн те кирлĕ мар, ĕç пултăр та ĕçмелли-çимелли. Ĕçрен килсен çемçе диван çине йăванса каятпăр та сериал хыççăн сериал куратпăр. Чăваш культури пирки вара мансах каятпăр.
Хăш-пĕр чăваш культура, тăван халăхăмăрăн историйĕ, халăх пуласлăхĕ пирки пит хĕрсе калаçма пултарать. Хăйĕнчен вара чăваш хаçатне çырăнтăр-и тесе ыйтсан: "Мĕн вуламалли пур унта?" - тет. Хаçата аллине тытса вуласа курман-ха хăй…
Хальхи вăхăтра вара Чĕмпĕр тăрăхĕнче чĕлхене аталантаракан, халăх ан мантăр тесе тăрăшакан пĕртен-пĕр хаçат вăл – «Канаш».
Чăваш концертне çӳретĕн-и тесе ыйтсан: "Эп хам та пĕрер черкке ĕçсен артистсенчен кая юрламастăп", - хуравĕ тупăнать унăн.
Пĕрре сцена çине тухса куракансен умĕнче юрласа курман çын, паллах, артист ĕçне хаклама пĕлмест.
Ытти чăваш уявĕсене çӳретĕр-и тесен: "Мĕн тумалла унта?" – илтĕнет хурав.
Малалла вара кун пек чăвашпа калаçас та килмест, алла сулса иртсе каятăн. Темшĕн çакăн пек нимпе те интересленмен ентешсен йышĕ юлашки вăхăтра ӳссех пырать. Хăрушлăхĕ кунта тепринче – пурте çапла пулса каясси!
Мĕн пулнă сана, чăваш?
Эсĕ уявсем хăçан иртнине пĕлместĕн-и? Е сана уявсен шайĕ çырлахтармасть-и, е эс хăвна ыттисенчен авантарах тесе шутлатăн-и? Сĕре сăпайлă курăнма хăтланатăн-ши? Е сăлтавĕ урăххинче-и? Чăваш пулнинчен вăтаннинче, хăвна хисеплеменнинче.
Хамăр çывăх тăвансенех, тутарсене, илер. Вĕсен уявĕсем шавлă та нумай халăхпа иртеççĕ. Сабантуй пулсан Ульяновскри «Çĕнтерӳ» паркĕнче иртен пуçласа çĕрлеччен тутар юрри-кĕвви янăрать. Палăк уçаççĕ-и е тепĕр мероприяти-и – хăйсен чĕлхипе калаçаççĕ. Концерт залĕсем вĕсен халăхпа лăк тулли. Билечĕсем чăвашсенчен 3-4 хут хаклăрах пулсан та. Пирĕн Çăварнире вара çынсем киличчен вырăс юррине янраттарчĕç. «Илем» ушкăн сцена çине тухиччен чăваш сăмахĕ те илтĕнмерĕ.
Тĕрĕс каларăш çуралчĕ юлашки вăхăтра – вырăсла калаçса чăвашлăха аталантаратпăр. Ку темăна пуçларăм пулсан сăмах май çакна та каласа хăварам: пирĕн тĕрлĕ уявсем, мероприятисем, чăваш чĕлхипе вĕрентекенсен съезчĕсемпе конференцийĕсем те ытларах вырăсла иртеççĕ. Чăвашсем пĕрле пухăннă чухне кам валли вырăсла калаçатпăр-ши эпир? «Чăвашла маннă, ăнланмастăп» текен чăвашсем валли-и е должноçра ларнипе уява ирĕксĕрех килме тивнĕ урăх халăх çынни валли-и? Темшĕн-çке чăваш ытти халăха хăйĕнчен ытларах хисеплет… Чĕлхене манса вара наци мăнаçлăхне те аталантараймастăн, нацие те сыхласа хăвараймастăн. Пирĕн уйрăм ятсем çук, чĕлхене пĕтерсен хамăр чăваш пулнине мĕнпе çирĕплететпĕр?
Çирĕм çул каялла облаçра 116 пин чăваш пурăнатчĕ, 10 çул каялла йышра 111 пин чăваш юлчĕ. Юлашки çыравпа пирĕн йышра 94 пин те 970 çын. Малашне те хамăра çаплах «хисеплесен» тепĕр çыравра эпир миçен пулатпăр-ши?
 
: 959, Хаçат: 15 (1159), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: