Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Калав
 
Ивановсем çĕнĕ вырăна куçрĕç. Çурчĕ çĕнех мар ĕнтĕ, хулари хваттерне сутса çывăхри пĕр ялта пӳрт туянчĕç. Çуртпа пĕрле унчченхи хуçасен хăш-пĕр пурлăхĕ те юлчĕ – йыттипе кушакĕ.
Йытти кашкăрпа овчарка хутăшĕ пулнипе сĕре пысăк та хаярччĕ. Ячĕ те унăн Кашкăрччĕ. Вăл кил хуçи арçыннине Куляна кăна йышăнатчĕ, ыттисене çурта кĕртместчĕ те, кăлармастчĕ те. Амăшĕпе хĕрĕ килĕнче читлĕхри пек ларатчĕç. Ĕçе е шкула тухса кайма та, унтан таврăнсан килне кĕме те ашшĕсĕр пултараймарĕç. Уйăх ытла çапла нушаланнă хыççăн йытта завод сыхланă çĕре парас терĕç. Пĕр илемлĕ кун ятарлă машинапа килсе кинологсем йытта тиесе кайрĕç.
-Вăхăтра чĕннĕ эсир пире, сирĕн сăнчăрăр пирĕн алăра татăлса кайрĕ. Кашкăр пĕрре хытăрах туртăннă пулсан вĕçерĕнсе каятчĕ. Эсир ку йытă унчченхи хуçине çыртнă тетĕр пулсан пысăк инкек пулса тухма пултарнă, - терĕ пĕри.
Пурĕпĕр парса янă чухне хĕрхенчĕç ăна килтисем. Картиш тăлăх юлнă пек туйăнчĕ вĕсене.
Хуçа ятлă кушакĕ тĕсĕпе тĕттĕм сăрăччĕ, куçĕ пысăк та симĕсчĕ. Ăратлăскер ытти кушаксенчен самай пысăкрахчĕ вăл. Таврари йĕкехӳресене хăратса тăратчĕ, чăн-чăн сунарçăччĕ. Кашни ир хуçисем мунча умĕнче пĕрер-икшер шăши е йĕкехӳре тупатчĕç. Çиместчĕ вăл вĕсене, «ĕçне» вара хуçисене кăтартатчĕ. Йытти мĕнле усал пулсан та кушакпа иккĕшĕ килĕштеретчĕç. Хуçа пĕр хăрамасăр Кашкăр тусĕ çумне пырса выртатчĕ.
Йытта илсе кайсан кушак кичемленчĕ. Час-часах унăн пушаннă йăвине кĕрсе выртрĕ. Пысăк симĕс куçĕ те хĕсĕнчĕ тейĕн. Килтен тухса кайса çухалма тытăнчĕ.
-Кушак пире çилленчĕ пулмалла. Тусĕсĕр юлнипе хуйхăрса чире ан кайтăр тата, - терĕ Вера пĕррехинче. – Эп ĕçленĕ çĕрте пĕр арçынна кушак кирлĕ тет, шăшисем аптăратса çитернĕ тет. Атя хамăрăн кушака çавна паратпăр. Киле валли кушак çури илетпĕр. Унчченхи çемьерен нимĕн те ан юлтăр кунта. Атту унчченхи çемйин усал вăйĕ кушакпа кунтах юлать тенине илтнĕ.
-Ман кушака ют çĕре пĕртте парас килмест, шел ăна. Санăн кăмăлу пулсан кайса пар эппин, - терĕ Куля.
Кушака мĕнле шеллесен те Веран ĕçтешне ырă тăвас килни, усал вăй-халран тасалас туйăм çиеле тухрех. Ĕçтешне каç кӳлĕм хăйсем патне пыма хушрĕ.
Хулара пурăнакан ĕçтешĕ Ивановсем патне хĕвел ансан машинапа вĕçтерсе çитрĕ.
-Ай-яй, аякра пурăнатăр эсир. Сехет ытла килтĕм. Каялла кайнă чухне тата пĕлĕшĕм патне кĕрсе тухмалла. Сирĕн патра ларса тăмастăп, атту тĕттĕмленсе кайсан каялла çул тупаймăп, - терĕ вăл.
Вера та чей ĕçме кĕр тесе ӳкĕтлемерĕ, васкакан çынна мĕншĕн чăрмантармаллă? Самантра кушакне шыраса тупрĕ, алла илчĕ. Çав вăхăтра кил-çуртри выльăха хĕрхенсе кайрĕ, упăшка сăмахне итлемеллеччĕ, мĕншĕн пама килĕшрĕм-ши тесе те шутласа илчĕ. Сăмах панинчен вара иртме çук. Машина патĕнче тапăртатса тăракан ĕçтешĕ те васкатать ав.
-Ан кулян, ман патра лайăх пулать ăна пурăнма. Эп кушаксене юрататăп, пăхатăп. Патша пек пурăнĕ вăл, - терĕ те кушака хут курупкапа хыçалти ларкăч айне лартрĕ.
Унтан васкаса машинине хускатса тапранса кайрĕ. Веран чунĕ вăркарĕ. Çуртăн пĕр пайĕсĕр юлнă пек туйрĕ.
- Кушаксăр пурăнаймăпăр, çиччас шăшисем иленĕç. Юлташу кушак çури сĕннĕччĕ, илсе кил, - терĕ вăл тепĕр кун хĕрне.
Ивановсем кил-çуртĕнче хăйсене ирĕклĕ туйма пуçларĕç пулин те ку туйăм вĕсене савăнтармарĕ. Çитменнине, ĕçтешĕ Хуçа тепĕр куннех килĕнчен тухса тарнине пĕлтерчĕ.
-Калама та аван мар, Вера, кушак килтен тухса тарнă. Алăка уçă хăварнине те астумастăп. Çул çинче тарса юлайман вăл. Эп сирĕн патран кайсан хулари пĕлĕш патне кĕтĕм, кайран ĕçпе завода çитрĕм, унтан арăма юлташĕ патĕнчен кĕрсе илтĕм. Киле çитсен курупкаран кăлартăм. Тем самантра – хам пушмака хывнă чух-ши – Хуçа тухса шăвăннă. Килнех таврăнман-и? – ыйтрĕ вăл айăплăн.
-Мăшкăллатăн-и? Ăçтан таврăнтăр ĕнтĕ вăл? Кӳршĕре пурăнмастăн вĕт эсĕ. Кушак çула астуса юлать теççĕ те, эсĕ вара çур хулана машинупа çаврăннă, - хуравларĕ хĕрарăм кăмăлсăр.
Тепĕр кун та, эрнерен те кушак таврăнмарĕ. Ивановсем малтанлăха кулянчĕç, кайран мансах кайрĕç.
Пĕррехинче ирпе кил хуçи картишунче тăратчĕ. Ăна хирĕç гаражран хайхи Хуçа мяулатса тухрĕ.
-Хуçа, Хуçа, вăт маттур, мĕнле шыраса тупрăн киле? Сана илсе кайнăранпа виçĕ уйăх та иртрĕ вĕт. «Ĕçлеме» хăнăхнăскер çак хушăра начарланман та вĕт эс, - хытах каласа ячĕ савăннипе Куля.
Хуçа арçын патне пырса пĕвĕпе унăн урине сĕртĕнчĕ. Тăван килне таврăннипе-ши, Куляна ырă сунса-ши – Хуçа арçынна куçран пăхса сассине пачĕ. Çаврăнчĕ Куля тавра, сĕртĕнчĕ.
Верапа хĕрĕ Хуçана курсан тахçан çухатнă тăвана тупнă пек савăнчĕç. Йăтса илсе ачашларĕç, чи юратнă çимĕçне - кăлпасси кăларса çитерчĕç.
-Хуçа, Хуçа, каçар пире. Урăх нихăçан та, никама та парса ямастпăр. Сансăр мĕнле кичем пире. Шăшисем те аташсах кайрĕç. Мунча умне ирсерен йĕке хӳрисемпе шăшисене купаласа хуракан та çук, - терĕç. – Тăван кил кушакшăн та çывăх иккен.
 
: 1076, Хаçат: 15 (1159), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: