Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2012 çулхи пĕрремĕш виçуйăхлăхра Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăх промышленность комплексĕн производстви 13,2 процент ӳснĕ.
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин сăмахĕпе, ӳсĕмсем ытларах выльăх-чĕрлĕх ӳстернĕ çĕрте палăрнă.
-Кăрлач-пуш уйăхĕсенче облаçра 18,8 пин тонна выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ашĕ сутнă, 53,3 пин тонна сĕт, 119,6 миллион штук çăмарта пуçтарса илнĕ, - тенĕ вăл.
Ял хуçалăх производство калăпăшĕ аш-какай, сĕт, çăмарта туса илекен предприятисен ĕçĕ лайăхланнипе ӳснĕ. Виçĕ уйăхра хуçалăхсем пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан аш-какай 35 процент, сĕт – 7,9 процент, çăмарта 13,6 процент ытларах туса илнĕ. Тĕслĕхрен, пĕр ĕнерен 791 килограмм сĕт (64 килограмм ытларах) суса илнĕ.
Облаçра выльăх-чĕрлĕх шутне ӳстерессипе йышăннă мерăсем хыççăн ака уйăхĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 156 400 пуçа çитнĕ (2223 пуç ӳснĕ), çав шутра 67300 сăвакан ĕне (1302 пуç ӳснĕ).
Сыснасен йышĕ хуçалăхсенче 160400 пуçа ( 31100 ӳснĕ) çитнĕ, сурăхсемпе качакасен – 68100 (2400 ӳснĕ), кайăк-кĕшĕк – 4251300 (656100 ӳснĕ).
 
: 871, Хаçат: 16 (1160), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: