Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыратпăр
 
Справка. Ульяновск облаçĕнчи ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев 1955 çулхи авăнăн 21-мĕшĕнче Куйбышев (паян Самар) облаçĕнчи Исаклă районĕнчи Сокский посёлокĕнче çуралнă. 1972 çулта Сокскри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкула пĕтерет, 1983 çулта – Куйбышеври авиаци институтне.
Ĕç биографийĕ тăван хуçалăхăн пĕрремĕш уйрăмĕнче трактористра ĕçленинчен пуçланать (1973-74). Салтакран таврăннă хыççăн Самарти Фрунзе ячĕллĕ заводра малтан токарь вĕренекенĕ, кайран токарь пулса вăй хурать. 1983 çулта аллине инженер-механик дипломне илет. Специалиста Ульяновскри авиаципе промышленность комплексне — «Авиастара» ĕçлеме яраççĕ. 2001 çулччен — вун çичĕ çул ытла — маçтăртан пуçласа директор çумне çитиччен тăрăшать. 2001 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа 2005 çулхи нарăс уйăхĕччен – Ульяновск хулин Заволжски районĕн пуçлăхĕ, Ульяновск хули мэрĕн çумĕ. 2005 çулхи ака уйăхĕнче Ульяновск облаçĕнчи халăхăн социаллă хӳтĕлев департаментне ертсе пырать. 2009 çулхи нарăсăн 16-мĕшĕнчен пуçласа – Ульяновск облаçĕн ĕçпе социаллă аталану министрĕ.
-Анатолий Александрович, ман шутпа, ĕç, халăха ĕçпе тивĕçтересси тата социаллă аталану паянхи вăхăтра çынсене интереслентерекен, калаçтаракан чи кăткăс та илĕртӳллĕ хутлăх.
-Çапла. Ульяновск облаçĕнче паян хӳтлĕхсĕр çынсен шучĕ 533 пине çитет. Тивĕçлĕ канури çынсен ĕç пенсине кăçал икĕ хутчен (нарăсăн 1-мĕшĕнче тата акан 1-мĕшĕнче) ӳстерни те патшалăх вĕсене тимлĕх уйăрнине пĕлтерет. Пирĕн министерство та вĕсен канлĕхĕ лăпкă пултăр тесе нумай тăрăшать. Хӳтлĕхсĕррисен (вĕсен йышĕ облаçра 132830 ытла çын) уйрăм пайĕ килте мар, социаллă учрежденисенче – интернатсенче, центрсенче, ятарлă çуртсенче – пурăнать. Ку отрасльте пирĕн ырă кăмăллă 5 пине яхăн çын вĕсен пурнăçне, сывлăхне тимлесе тăрать. Вĕсемпе юнашар ĕçлеме питĕ кăмăллă.
- Анатолий Александрович, хӳтлĕхсĕррисем хушшине çулланнă çынсене, нумай ачаллă çемьесене, кил-йышри тупăш пурăнма кирлĕ минимумран сахалтарах пулнисене, ĕçсĕррисене, тăлăх ачасене кĕртетпĕр. Вĕсен пурнăçĕ лăпкă, телейлĕ пултăр тесе сирĕн министерство мĕн тăвать?
- Пĕтĕмĕшле çак тытăмри тăкаксем валли 2012 çула Ульяновск область бюджетĕнче 8,5 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çак укçа регионти кашни хӳтлĕхсĕр çыннăн нуши-тертне тивĕçтерме çитмеллех. Облаçра социаллă приютсен шучĕ пурĕ 27 учреждени: 10 ача-пăча приючĕ, 2 социаллă реабилитаци центрĕ, Унтăрти центр, облаçри геронтологи центрĕ, 10 ытла Ватăсен çурчĕ. Унта пурне те тивĕçлĕ медицина, психологи пулăшăвне параççĕ. Çывăрма вырăн пур вĕсен, калаçма-пурăнма – пӳлĕм, лăпкă лару-тăру, ырă кăмăллă ĕçченсем.
Ачасен çуллахи канăвĕ валли çулсерен уйрăм программăсем хатĕрлетпĕр. Лагерьсене канма яни, çут çанталăка тухса палатка хулисем йĕркелени, ятарлă уяв-фестивальсем хатĕрлесе ирттерни — пурте ачасемшĕн, вĕсен çутă малашлăхĕшĕн. Халĕ облаçра тăлăх ачасене усрав çемьесене парас ыйтупа çине тăрса, тăрăшса ĕçлетпĕр. Çемьери ача çурчĕ йăлана кĕрсе пырать тесен те йăнăшмăпăр. Паянлăха 10 приютра 340 ача кун кунлать.
- Ульяновск область правительстви, Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсем çирĕплетнĕ саккунсем çине еплерех пăхатăр?
- Юлашки вăхăтра «Ульяновск облаçĕн ветеранĕ» саккун пирки халăх хушшинче нумай калаçрĕç. Тимлĕх халĕ те чакмасть. «1932 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен çуралнă граждансене социаллă пулăшу парасси çинчен» саккун пурне те интереслентерсе ячĕ. Тĕрĕссипе, эпир облаçри массăллă информаци хатĕрĕсенче пире пырса тивекен тематикăна çутатакан ĕçсене сăнаса, астуса тăратпăр. Акă çак кунсенче малтанхи «Вăрçă ачисем» пуçласа Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр аллинчен удостоверенисем илчĕç. Юлашки вăхăтра Ульяновск облаçĕнчи ĕçпе социаллă аталанура тĕрлĕ лару-тăрупа çыхăннă 150 ытла норматив акчĕ хатĕрленĕ.
- Анатолий Александрович, удостоверенисене тата кăкăр çине çакмалли паллăсене çак çул-ӳсĕме кĕрекенсен пĕр пĕчĕк пайне çеç панă терĕмĕр. Ыттисен вара вĕсене хăçан кĕтмелле?
- «Вăрçă ачисене» удостоверенисене кăçал çу (май) уйăхĕнчен пама пуçлĕç. Илме меллĕ вăхăт пирки маларах телефонпа калаçса килĕшме май пур. Палăртса хунă йĕркепе ахаль кунсенче те, облаçри, муниципаллă пĕрлешӳсенчи уявсенче чыслă лару-тăрура та парĕç. Уйрăм тĕслĕхсенче халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тытăмсен ĕçченĕсем ветерансем патне киле пырĕç. Ульяновск хулинче йышăну кунĕсене виççĕрен пиллĕке çитернĕ.
Паянтан пуçласа 2012 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕччен халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тытăмсем тунтикунтан пуçласа эрнекунччен ĕçлĕç. Ака (апрель) уйăхĕнчен пуçласа ун ĕçченĕсем график тăрăх хула çумĕнчи халăх пурăнакан вырăнсене тата ялсене граждансенчен заявленисем йышăнма тухса çӳрĕç. «Вăрçă ачисен» заявлени, паспорт тата 3x4 сăн ӳкерчĕк кирлĕ пулĕ. Тĕрĕссипе, кăçал заявлени пама ĕлкĕрейменнисенчен çитес çул илĕç. Çăмăллăхсем çав-çавах пулĕç.
Ку саккунпа килĕшӳллĕн Ульяновск облаçĕнчи 125 пин çыннăн пульницасенче тухтăрсем патне черетсĕр кĕме, ватă çынсемпе сусăрсене çурт-интернатсене черетсĕр вырнаçма, социаллă йăла центрĕсене çӳреме май пур. 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа тата киле социаллă пулăшу кӳме килекенсене черетсĕр чĕнсе илме май пулать, çулсерен 500 тенкĕ укçа парĕç. Шел, 1932-1945 çулсенче çуралнă 250 пин ачаран паян 125 пин çын çеç юлнă.
-Сирĕн министерствăн ĕç калăпăшĕ чăнах та пысăк. Эппин, пĕлтĕрхи çулпа мухтанмалли пурах.
- 2011 çулта Ульяновск облаçĕнче федераллă 166 пин ытла çын тата регионти 351 пин çăмăллăхлă çын социаллă пулăшу илнĕ. 2011 çулта санаторипе курортра 3701 сусăр каннă. Унсăр пуçне тивĕçлĕ канури 2265 сусăр мар çын халăхăн социаллă хӳтĕлев тытăмĕсен кану çурчĕсенче сывлăхне сипленĕ. Реабилитаци техника хатĕрĕсемпе 40 яхăн сусăр çынна тивĕçтернĕ — 2011 çулта 2010 çулхинчен 20,2 процент ытларах. Аслă вăрçăн 1645 ветеранĕ çĕнĕ хваттерлĕ пулнă.
-Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр паян çемье ыйтăвĕсене уйрăмах тимлет, нумай ачаллă çемьесемпе тĕл пулать. Вĕсене социаллă пулăшу кӳни, паллах, демографи ыйтăвне хăвăртрах татса пама май паракан ырă пулăм.
- 2011 çулта 67 пин çынна ача-пăча пособине панă. Нумай ачаллисен 77,5 процентне çурт-йĕршĕн, хваттершĕн тӳленĕ укçан 50 процентне каялла тавăрнă. Çулсерен тӳлекен пособие 8788 ача валли шкул тата спорт тумĕ туянма панă. 2562 çемье регионти «Çемье» капиталĕн сертификачĕсене илнĕ. Малашне унпа усă курас майсене ӳстересси пирки калаçаççĕ. 2011 çулта нумай ачаллă 305 çемьене тӳлевсĕр çĕр пайĕ панă. 2012 çул пуçламăшĕ тĕлне граждансенчен çĕр пама ыйтса çырнă 1039 заявлени илнĕ. Вĕсенчен 786-шĕ Ульяновскра, 88-шĕ Димитровградра, ыттисем районсенче илесшĕн. Нумай ачаллисен (çемьере 18 çул тултарман ачасен шучĕ виççĕ е ытларах пулсан) йышĕ облаçра паян 5490 çемье. Вĕсем куллен ӳссе пыраççĕ. Кăмăл тăвакансене пурне те çывăх вăхăтрах çĕрпе тивĕçтерĕç. Облаçра çемье пахалăхне ӳстерессипе çыхăннă тăвăмсем нумай иртеççĕ. Эппин, регион правительстви пире илтет те, курать те.
- Калаçушăн пысăк тав.
 
: 894, Хаçат: 16 (1160), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: