Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акан 13-мĕшĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ ĕçтăвком ларăвне ирттерчĕ.
Кун йĕркинче – пилĕк ыйту.
Ларăва УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев ертсе пычĕ. Çĕнĕлĕхпе паллаштарчĕ. Ульяновск облаçĕнчи юстици управленийĕ хушăвĕпе, УОЧНКА обществăлла организаци пулнипе малашне вăл “УОЧНКА» обществăлла организаци тесе çырмалла пулать. (ОО «УОЧНКА»). Çавăнпа та Устава улшăнусем кĕртес тĕллевпе акан 21-мĕшĕнче УОЧНКА черетсĕр конференци ирттерет. Вăл 2011 çулхи раштав уйăхĕнче 11 сехетре IV конференци пулнă вырăнтах – "Губернаторский" Культура керменĕн пĕчĕк залĕнче — иртĕ, делегачĕсем те çавсемех.
Унтан вăл Яковлев вулавĕсене ирттерес йĕркепе тĕплĕн паллаштарчĕ. Пурне те хастар хутшăнма ыйтрĕ.
«Акан 25-мĕшĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Яковлев вулавĕсене хутшăнни пирĕншĕн пысăк чыс, - терĕ вăл тăваттăмĕш ыйту çине куçса. - 11 сехетре Яковлев скверĕнче пуçтарăнса палăк умне чĕрĕ чечексем хурăпăр. Митингра Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тухса калаçĕ. Унтан Яковлев музейне куçатпăр. Ленин ячĕллĕ музей-заповедник пуçлăхĕ И.Г. Котова Яковлев музей-хваттерĕпе паллаштарĕ. Иккĕмĕш хутне юсаса хута ямалли пирки калаçăпăр тата ытти çивĕч ыйтусене сӳтсе явăпăр. Вăл шутра çитес çул И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине паллă тăвасси пирки те".
Вĕçĕнче чăваш чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий иероманах И.Я.Яковлева асăнса кĕлĕ ирттерĕ.
Кун йĕркинчи юлашки ыйтупа – Димитровградри ачасен «Шăпчăксем» юрă ушкăнне йĕркелесе нумай çул ертсе пыракан ентешĕмĕре С.Г. Кочневана "Ульяновск облаçĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят парассипе – ĕçтăвком членĕсем пĕр саслăн пулса килĕшрĕç.
 
: 991, Хаçат: 16 (1160), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: