Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхаш ялĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе Майрабеевсен парнине илессишĕн регионсем хушшинчи 4-мĕш турнирĕ иртрĕ.
Георгийпа Пётр Майрабеевсем çак ялта çуралса ӳснĕ, вырăнти шкулта кĕрешӳпе аппаланма пуçланă. Халĕ вĕсем Ульяновск хулинче пурăнаççĕ. Георгий строительство организацийĕн директорĕ, вăл ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт маçтăрĕн кандидачĕ. Пётр çак организацирех аслă маçтăрта вăй хурать, вăл грекпа рим кĕрешĕвĕн спорт маçтăрĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт маçтăрĕн кандидачĕ.
Ăмăртăва 16 команда хутшăнчĕ, çав шутра Канаш (Чăваш Республики), Атяшево (Мордови Республики), Анат Кама (Тутарстан), Тольятти (Самар облаçĕ) хулисенчен килнисем. Кавир çине 210 ача тухрĕ, çав шутра хĕрачасем те сахал мар. 10-16 çулхи ачасене ӳсĕмне кура тăватă ушкăна пайланă.
Турнира уçнă май Чăнлă районĕнчи социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ А.А.Узиков çакна палăртрĕ: районта спорта пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал кăна кĕрешӳçĕсем валли виçĕ кавир туяннă, пĕрне – Кивĕ Улхаш ялĕнчи çамрăксем валли. Анатолий Александрович район пуçлăхĕ Ханяфи Валиевич Рамазанов ятĕнчен пĕртăван Майрабеевсене тата кăçалхи çамрăксем хушшинче иртнĕ Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призёрне Марина Чемукована (Кивĕ Улхаш) асăнмалăх парне пачĕ.
УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев Майрабеевсене тата ача-пăча тренерĕсене Тав çырăвĕ парса чысларĕ, вĕсем çитĕнекен ăру валли пысăк ĕç тăваççĕ тесе хакларĕ.
Вĕрентӳ ĕçĕн ветеранĕ Н.К.Кадебин вара: "Мускавра Знаменский пĕртăвансен турнирĕ пур, Кивĕ Улхашра – Майрабеевсен турнирĕ. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр", - терĕ.
Георгийпа Пётр Майрабеевсем Кивĕ Улхашри вăтам шкул директорне Н.И. Миккана спорт хатĕрĕсем туянма 15 пин тенкĕлĕх сертификат, хăйсен пĕрремĕш тренерне Николай Андреевич Узеринова тав туса асăнмалăх парне пачĕç. Хисеплĕ хăнасене вара — сувенирсем тата асăнмалăх медальсем. Хисеплĕ хăнасем хушшинче – Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ учителĕ, хăй вăхатĕнче Майрабеевсене вĕрентнĕ Н.К.Кадебин, Европа чемпионки, икĕ хутчен Раççей чемпионки Л.Исламова (Анат Кама), «Россербторг» общество директорĕ А.П.Альмяшкин (Ульяновск), регионсен хушшинчи Кĕрешӳ федерацин президенчĕ В.П.Васильев (Шупашкар).
В.П.Васильев пĕртăвансене ырă ĕçшĕн тав турĕ, спортран вăйлă çынсем тухаççĕ тесе палăртрĕ. Майрабеевсене вăл СССР виççĕмĕш космонавчĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ А.Г.Николаев ячĕллĕ медаль парса чысларĕ.
Кавир çинче те çĕнĕлĕх куртăмăр: судья ĕçĕсене хĕрарăм – Чăнлă посёлокĕнчен килнĕ К.Недрышкина – илсе пычĕ. Вăл ача-пăча тренерĕ, нумаях пулмасть хăй те спорт маçтăрĕн нормативне тултарнă.
Турнир пĕлтерĕшĕ пирки Шупашкартан килнĕ В.П.Васильев çапла каларĕ: «Патшалăх ирттерекен амăртусенче çĕнте-рӳçĕсене грамота тата медаль панипех çырлахаççĕ. Ятлă турнирсенче вĕсем çумне лайăх призсем хушса параççĕ. Хальхи çамрăксемшĕн ку пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та кун пек турнирсене вĕсем хаваспах килеççĕ. Пысăк спорт çакăнтан пуçланать».
Анат Камăран килнĕ тĕнче шайĕнчи спорт маçтăрĕ Л.Исламова та ку шухăша пусса каларĕ, ирхине 3 сехетрех çул çине тухнине, Кивĕ Улхаша çитес тесе 450 çухрăм автомашинăпа пынине палăртрĕ. Çаплах вăл пирĕн облаçра кĕрешекенсем хушшинче хĕрачасем нумаййинчен тĕлĕнчĕ, ача-пăча спортне укçа-тенкĕ хывни чи усăллă ĕç терĕ.
Командăсем хушшинче Чăнлă районĕ мала тухрĕ.
Пĕртăван Майрабеевсем çĕнтерӳçĕсене тата призёрсене медальсем, грамотасем, кубоксем, ятлă сехетсем, укçан парнесем парса хавхалантарчĕç, вĕренӳре тата спортра пысăк ăнăçусем сунчĕç, тепĕр çул каллех турнира килме чĕнчĕç.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 913, Хаçат: 16 (1160), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: