Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Педагогика ĕçĕнче 40 çула яхăн вăй хурать Валентина Яковлевна Пыдина. Покровски шкулĕнче ачасене географи предметне вĕрентет пулин те юлашки вăхăтра чăваш чĕлхи сахалтарах илтĕннипе чунтан пăшăрханать.
 
-Пирĕн атте лесник пулнă, çавăнпа çемье тĕрлĕ çĕрте пурăннă.Тутар ялĕнче те, чăвашсемпе те, вырăс салисенче те пурăнма тивнĕ. Эпĕ Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Тархан (Большие Тарханы) ялĕнче çуралнă. Эпир, ачасем, мĕнле ялта пурăннă, çав чĕлхепе калаçнă. Çавăнпа халĕ те вĕсене пĕлетĕп. Аттепе анне чăвашсем пулсан та атте пирĕнпе килте вырăсла калаçатчĕ, анне вара - чăвашла кăна. «Хамăр чĕлхене нихçан та манмалла мар», - тетчĕ. Чĕлхене манасран çулла яла яратчĕ, кукамай пĕр сăмах та вырăсла пĕлместчĕ.
Çамрăк чухне пире вырăсла кăна калаçма хушатчĕç. Халь лару-тăру улшăнчĕ. Пĕр вăхăт ашшĕ-амăшĕ ачисене чăвашла вĕренттересшĕн марччĕ. Халĕ вара ачасене хăйсене тăван чĕлхе кирлĕ мар. Çакăншăн ман чун ыратать. Хамăр ачасем тăван чĕлхепе калаçманни аван мар, - пăшăрханăвне пытармасть Валентина Яковлевна.
Валентина ашшĕпе амăшĕ 1951 çулта Ульяновска куçса килеççĕ, пĕрремĕш класа хĕрача хулари 46-мĕш шкула каять. Саккăрмĕш класс хыççăн, 1968 çулта, Ульяновскри 3-мĕш номерлĕ физкультурăпа педагогика училищине вĕренме кĕрет. Ун хыççăн направленипе Покровски шкулне лекет. Çавăнтанпа вăл пĕр канмасăр ачасене вĕрентет.
Физкультура учителĕн профессине суйласа илнипе Валентина ашшĕ питĕ кăмăлсăр пулать. Йĕлтĕрпе ярăнса çӳресси хĕрача ĕçĕ мар вăл тесе ятлать. Унăн сăмахне итлесех пединститутри естествăлла географи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. 1978 çулта алла диплом илет. Унтанпа ачасене географи предметне вĕрентет. Вунсакăр çул шкулта вĕрентӳпе воспитани енĕпе директорăн çумĕ пулса ĕçлет. Çамрăк педагогсен чăн-чăн наставникĕ те вăлах. Шкула тин ĕçлеме килнĕ çăмрăксене Валентина Яковлевна хăйсене ачасем умĕнче еплерех тытмаллине, ачасемпе тĕрĕс те тӳрĕ кăмăллă пулмаллине, уроксене яланах тăрăшса хатĕрленмеллине вĕрентет.
-Хам шкулта ĕçлеме тытăннă чухне коллективра çамрăксем чылайччĕ. Эпир пĕр вăхăтра сакăр çĕнĕ учитель килтĕмĕр. Сăмах май, виçсĕмĕр çакăнтах тĕплентĕмĕр. Пире ун чухнехи директор Владимир Васильевич Ильин нумай ăс панă, хăй пирĕншĕн пур çĕрте те тĕслĕх пулнă. Çамрăксенчен шкулта хор та йĕркелерĕмĕр. Ял клубĕнче тĕрлĕ мероприятисем ирттереттĕмĕр, - каласа парать вăл.
Пулас мăшăрĕпе те Валентина Яковлевна клубрах паллашать. Ялти механизаторпа Евгений Павловичпа çемье çавăрса ĕмĕрлĕхех Покровски ялĕнче юлать. Колхоз çамрăк çемьене хваттер парать. Пурнăç çавăрса ярас тесе мăшăр выльăх-чĕрлĕх тытать, çулла чĕкĕнтĕр пайĕ илет. Пур çĕрте те ĕлкĕреççĕ вĕсем. Пыдинсен пĕртен-пĕр хĕрĕ Елена Ульяновскра пурăнать. Амăшĕн ĕçне тимлесе вăл социаллă психолог профессине суйласа илнĕ.
Калаçăва тĕрлĕ енне çавăрсан та каллех шкул теми патне таврăнатпăр. Пурнăçĕ кунта иртет вĕрентекенĕн.
-Амăшĕ хăй ачисене манман пекех, учитель те шкулта вĕреннĕ кашни ачана астăвать: пĕрисене – аван вĕреннипе, теприсене – алхасма юратнипе, виççĕмĕшсене – пултаруллипе, теприсене – сăпайлипе. Пурте вĕсем маншăн çывăх. Уявсенче, тĕлпулусенче шкула кĕрсе тухсан – савăнатпăр. Нумайăшĕ хальхи çамрăксене тиркесе, вĕсем ĕлĕкхи мар тесе вăрçма пăхать. Ман ун пек калас килмест. Çамрăксем халь ăслă, аван. Пирĕнтен вĕсем (унччен те, халĕ те) ăнлану, ыркăмăллăх кĕтеççĕ. Ачасемпе интереслĕ. Тивĕçлĕ канăва кайни ултă çул ытла пулин те шкултан каяс килмест. Шкулсăр пурăнаймастăп, - тет Валентина Пыдина.
 
Чăнлă районĕ,
Покровски ялĕ.
 
 
: 988, Хаçат: 16 (1160), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: