Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ĔМĔТЛЕННИ – ÇИТЕТ: ЧУН ЮРЛАТЬ, ПУРĂНАС, ĔÇЛЕС КИЛЕТ
 
Семён Сергеевич Степанов, 1909 çулта çуралнăскер, Чĕмпĕрти чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Юратнă мăшăрĕпе – Мария Васильевнапа, 1913 çулта çуралнăскерпе тата çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнăскерпе, Чăнлă районĕнчи Кунтикавра тĕпленсе пурăнса çут тĕнчене 9 ача парнеленĕ.
Паллах, Мария Васильевна, пурнăçне кил хуçи мăшăрĕсĕр пурăнса ирттернĕскер (çавăн чухлĕ пепке çинче!), хĕрарăм телейне кил ăшшине тытса пырассинче курнă. Семён Сергеевич 1941-1946 çулсенче килĕнче пулман: нимĕç фашисчĕсенчен Мускава хӳтĕленĕ, Украинăна, Венгрие, Австрие ирсĕрсенчен тасатнă, бандеровецсемпе кĕрешнĕ. Мотострелоксен полк комиссарĕшĕн Аслă вăрçă Альп тăвĕсем çинче вĕçленнĕ. Çĕршыв чăваш салтакĕн паттăрлăхне манса кайман – Отечественнăй вăрçă орденĕсем (I –II степеньлĕ), «Мускава хӳтĕленĕшĕн», «Киева хӳтĕленĕшĕн», «Будапешта илнĕшĕн», «Венăна илнĕшĕн» медальсем парса чысланă. Г.Степанов 1946-1956 çулсенче Тутар АССРĕнчи Будёнăй районĕн парти райкомĕнче инструктор, идеологи секретарĕ пулнă. 1956-1959 çулсенче Пăва районĕнчи пĕр колхоза ертсе пынă. 1960-1990 çулсенче Таккаварта пуçламăш шкул заведующийĕнче вăй хунă.
«Ача амăшĕ-героиня» ордена тивĕçнĕ Мария Васильевнапа Семён Сергеевич Степановсем ачисене те хăйсем пек çĕршывăн чăн-чăн çыннисем пулма çитĕнтернĕ. Тĕслĕхшĕн 1938 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Кунтикавра çуралнă, çак ялăн шкулĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă виççĕмĕш ачи – Геннадий – кун-çулĕпе паллашар.
Геннадий мĕн ачаранах ашшĕ çулне суйласа илет – вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленет. Ĕмĕтне пурнăçлас тесе 1953-57 çулсенче Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренет.
Диплом илсенех çамрăк специалиста Тутар АССРĕн Пăва районĕнче вырнаçнă Новосёлки ялĕн шкул заведующине çирĕплетеççĕ.
1957-1960 çулсенче ентешĕмĕр мотострелоксен М.И.Калинин ячĕллĕ Таманск дивизийĕнче ефрейтор званийĕпе ротăри комсомол организацине ертсе пырать. Пĕр вăхăтрах вăл художник-оформитель пулса ротăсенчи хĕрлĕ кĕтессене илемлетет. Хăйĕн ĕçĕсемпе дивизионра 1-2-мĕш вырăнсене йышăнса тăван вырăнсенче икĕ хутчен (!) черетсĕр канура пулать. Геннадий Семёновича çар вĕренĕвĕсенче усă курмалли çарсем вырнаçнă оперативлă карттăсем тума шанаççĕ. Вĕренӳсенче вăл радиотелеграфист ĕçĕсене пурнăçлать.
Çар хĕсметĕнчен таврăнсан Г.С.Степанов тӳрех вĕренӳ авăрне чăмать – 1960 çулта Ульяновск патшалăх педагогика институтĕнчи физикăпа математика факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. Çемье çавăрма вăхăт çитнине туйса каччă çак çулăн раштавăн 31-мĕшĕнче пилĕк çул савниллĕ пулнă, Пăва медицина училищинчен вĕренсе тухнă Кивĕ Мертлĕ хĕрĕпе – Валентина Константиновна Шакмаковапа – çемье çавăрать.
Çапла майпа Валентина Константиновнапа Геннадий Семёнович Степановсем 52 çул пĕрле килĕштерсе пурнăç çулне такăрлатаççĕ. Вĕсен икĕ ача: Сергей (Ленинград политехника институтĕнчен вĕренсе тухнăскер, çурт-йĕр комбина-тĕнче парти организацине ертсе пынăскер 1991 çулта синкерлĕ вилĕмпе çут тĕнчерен уйрăлать, тăлăха Мария ятлă хĕрне хăварать) тата Светлана (Ульяновск педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă та 15 çул Инçет Хĕвелтухăçĕнче офицер мăшăрĕпе пурăннă. Çемье паян Ульяновскра виçĕ ачипе пурăнать: 2 ывăл тата 1 хĕрача çитĕнтерет).
Геннадий Семёнович 1963-1974 çулсенче – автозаводра, 1974 çултан пуçласа паянччен – «Строитель» Культура керменĕнче художник-оформитель те ĕçлет. Çак хушăра парти организацин секретарĕ, профсоюз комитечĕн председателĕ пулнă. Паян вăл Елизаветинăра вырнаçнă «Нива» сад пĕрлĕхĕн председателĕ те.
Тĕп специалноçĕ, паллах, художник-оформитель . Ĕçĕ – мăй таран: музыка комедин (оперетта), «Дебют» музыка ача-пăча, «Фрагмент» сатирăпа кулăш театрĕсен, хореографи коллективĕсен лартăвĕсем валли декорацисем туса хатĕрлесси. 2010 çулччен ентешĕмĕр Культура керменĕн тĕп художникĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, пушар дружинине ертсе пынă, ĕçпе техника хăрушсăрлăх инспекторĕн ĕçĕсене илсе пынă, ача-пăча изостудин ертӳçи пулнă. 2006-2011 çулсенче вăл – Ульяновск облаçĕн пахчаçисен пĕрлĕхĕн представителĕ.
Урăхла каласан ентешĕмĕр – пурне те пултаракан - ăстаçă.
Çакна та палăртса хăвармалла: Геннадий Степанов художник 2010 çулта «Строитель» Культура керменĕн 50 çулхи юбилейĕ тĕлне 30 ĕçрен (пейзаж, портрет, иконопись) тăракан куравне йĕркеленĕ.
Геннадий Семёнович - питĕ пултаруллă баянист, хут купăсçă. Вăл яланах: «Тăрăшсан ĕмĕтленни – çитет: чун юрлать, пурăнас, ĕçлес килет», - теме юратать. Çакăн пек хавхалануллă тата чун туртăмĕ хăпартланнă вăхăтра баянне, хут купăсне аллине тытать те…
Çепĕç кĕвĕ таврана тыткăна илет.
 
: 897, Хаçат: 16 (1160), Категори: Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: