Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче чăваш халăх историйĕпе çыхăннă, чăваш халăхĕн паллă ывăл-хĕрĕ çинчен калакан документсем упраннине вулакансем пĕлеççĕ. Документсене шыравçăсем те, архивра ĕçлекенсем те тĕпчеççĕ.
Архив 2012 – 2013 çулхи ĕç планне И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă хăйĕн хӳтлĕхĕнче упранакан документсене тупса палăртассине кĕртнĕ. Ăна И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă. Çак ĕçе 2013 çул тĕлне вĕçлемелле.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе Чăваш Республикин патшалăх архивĕ те хутшăнать.
Документсем тĕпчевçĕсене шырав ĕçĕнче пулăшĕç.
Паянхи куна Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, çемйипе, Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе çыхăннă 150 яхăн хаклă документ тупса палăртнă.
Паллах, пирĕн архивра кун пек документсем Чăваш Республикин патшалăх архивĕнче упранаканнисенчен сахалрах. Мĕншĕн тесен Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче сыхлăхра тăнă виçĕ пысăк фонда – И.Я.Яковлев фондне, Чăваш инспекторĕн тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕн фончĕсене Шупашкарти архива панă.
Пирĕн архивра упранакан документсемпе И.Я.Яковлев пурнăçне тĕпчекен паллă ăсчахсем – Н.Г.Краснов, Т.С.Сергеев – ĕçленĕ.
Акă 1850 çулхи документсем. Ăна июнĕн 29-мĕшĕнче çырнă. Тăххăрмĕш ревизие Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче пурăнакан хресченсене те кĕртнĕ. Пахом Кириллов çемйинче икĕ çулхи Иван, хреснашшĕ хушамачĕпе Яковлев пур. Ку пирĕн архиври И.Я.Яковлевпа çыхăннă документсенчен пĕрремĕш.
1860 çулта Иван Яковлева Чĕмпĕрти уес училищине вĕренме илеççĕ. Документ тăрăх вăл вăхăтра Иван 11 çул çурăра пулнă, вĕренме илнĕ ведомость çинче чăваш тесе çырнă, кашни предметпа мĕнле паллăсемпе экзамен панине те кăтартнă. Каярахри документсем тăрăх И.Я.Яковлев пурнăçне пĕлме пулать, ĕç хучĕсем вăл ăçта, хăçан вĕреннине, ĕçленине кăтартаççĕ.
Архивра çаплах И.Я.Яковлева тĕрлĕ наградăсем парса хисеплени пур. Чи пысăк наградăна, Апостолсемпе тан Владимир кнеçĕн 4-мĕш степеньлĕ орденне (орден Святого Равноапостольного Князя Владимира IV степени), 1900 çулта Иккĕмĕш Микулай патша хушăвĕпе панă.
Архивра çаплах Яковлевсен ачисен – Алексей, Лидия, Николай – Чĕмпĕр гимназийĕсенче вĕреннĕ документчĕсем упранаççĕ. Вĕсем тăрăх Яковлевсен ачисем чи лайăх паллăсемпе кăна вĕренни палăрать, куна сыхланса юлнă аттестатсем çирĕплетеççĕ. Николай, тĕслĕхрен, Чĕмпĕрти арçын ачасен гимназине ылтăн медальпе пĕтернĕ.
И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пур чăвашсемшĕн те тĕслĕх. Çавăнпа тĕпчевçĕсем те çак документсемпе интересленеççĕ, вĕсене çĕнĕрен те çĕнĕрен тишкереççĕ.
 
Яковлев ячĕллĕ тăкăрлăк
1968 çулта – И.Я. Яковлев çуралнăранпа 120 çул çитнĕ тĕле – Ульяновскри пĕр тăкăрлăка Яковлев ятне панă.
Хальхи вăхăтра Яковлев тăкăрлăкĕ (переулок Яковлева) Крылов урамĕнчен пуçласа Робеспьер урамне çитиччен тăсăлать.
Тăкăрлăкăн историйĕ интереслĕ. Вăл 1843 çултан тытăнать:
1843-1898 – Конный переулок;
1880-1898 – Верхне Конновский переулок;
1898-1900 – Конновский верхний переулок;
1900-1968 – Проломный переулок.
 
: 849, Хаçат: 16 (1160), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: