Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш халăхĕн тата пĕтĕмĕшле Атăл тăрăхĕнчи халăхсен этнографийĕпе историне тĕпчес ĕçре пысăк вăй хуракансенчен пĕри – Николай Иванович Ильминский востоковед, тĕрĕк чĕлхисен тĕпчевçи, паллă педагог-просветител ь. Вăл çуралнăранпа ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 190 çул çитет.
 
Николай Ильминский 1822 çулта Пенза хулинче священник çемйинче çуралнă. Тĕн семинарийĕнчен вĕренсе тухсан Хусанти тĕн академийĕнче пĕлӳ илнĕ. Вăл унта магистр степеньне тивĕçнĕ те тухăç чĕлхисен кафедринче вĕрентме тытăннă.
Н.Ильминскийĕн пĕтĕм вĕрентӳ ĕçĕ-хĕлĕ тата тавракурăмĕ Атăл, Урал тата Çĕпĕр тăрăхĕнче пурăнакан вырăс мар халăхсене православи тĕнĕпе пурăнма хăнăхтарассипе, вырăсла вĕрентессипе çыхăннă.
XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Атăл тăрăхĕнче пурăнакан чăваш, мари, мордва, удмурт…халăхĕсен ачисене пуçламăш классенче вырăс вĕрентӳçĕ-священник сем вĕрентнĕ. Н.И.Ильминский вĕрентӳ тытăмĕнче çĕнĕлĕхсем кĕртмеллине ăнланса илсе çанă тавăрсах ĕçе пуçăннă. Вăл хатĕрленĕ вĕрентӳпе воспитани тытăмĕ вырăс мар халăхсене вырăс халăхĕпе килĕштерсе тата пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнма хăнăхтарассинче пулнă. Чи малтанах ачасене тăван, амăшĕн чĕлхине вĕрентмелле. Çавăнпа та вырăс мар халăхсен ачисем вырăс наци шкулĕсенче вĕренекенсенчен пĕр çул ытларах пĕлӳ илмелле. Ăсчах-вĕрентӳçĕн ĕçĕ-хĕлĕ сая кайман. Ильминскийĕн вĕрентӳ тытăмĕн тĕшши правительство 1870 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче çирĕплетнĕ «О мерах к образованию населяющих Россию инородцев» ятарлă правилăсенче палăрнă. Часах ялсенчи вырăс мар прихутсенче тăван чĕлхепе службăсем иртме тытăннă, тĕнпе ăс-хакăл, вĕрентӳ литератури пичетлеме пуçланă.
1867 çулта Н.Ильминский Хусанти вырăс мар шкулсем валли вĕрентӳ тата тĕн литератури кăларакан Православи миссионерĕсен пĕрлĕхĕн комиссине ертсе пыма тытăннă. Кĕнекесенчен ытларахăшĕ чăвашла пичетленнĕ. Вĕсене Николай Иванович хăй тĕплĕн тĕрĕслесе тăнă. Кăларăмсен пĕртен-пĕр экземплярĕсем паян Чăваш Республикин Патшалăх кĕнеке палатинче упранаççĕ. Вĕсене тишкерсе ăсчах ĕçĕ-хĕлне хак пама пулать. Н.Ильминскийĕн паллă ĕçĕсем: «О фонетических отношениях между чувашскими и тюркскими языками» (1865), «Об образовании инородцев» (1863), «К истории инородческих переводов» (1883), «Православное богослужение на татарском языке» (1869), «О церковном богослужении на инородческих языках» (1883), «Беседы о народной школе» (1888) тата ыттисем.
Н.Ильминский И.Я.Яковлевпа чăваш алфавитне тата кĕнекисене кăларас ĕçре нумай ĕçленĕ, çамрăк педагога çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелес ĕçре пулăшнă. Николай Иванович ертсе пынипе 1872 çулта Хусанта И.Я.Яковлевăн пĕрремĕш «Чăваш букварĕ» пичетленсе тухнă. Н.Ильминский И.Яковлева Евангели, тĕн, тĕнпе ăс-хакăл,ăслăлăх кĕнекисене чăвашла куçарма пулăшнă.
Н.И.Ильминский 1891 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче Хусанта вилнĕ. Ăсчах-вĕрентӳçĕ ятне пулас ăрусенче яланлăхах упраса хăварас тĕллевпе унăн вилтăпри çине палăк лартнă. Ун çине: «Николай Иванович Ильминский, просветитель инородцев», - тесе çырса хунă.
 
: 735, Хаçат: 16 (1160), Категори: Паллa cынсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: