Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн малтанхи вĕренекенĕсем камсем пулни чылай çынна интереслентерет. Вĕсенчен пĕри – Илья Бюргановский.
 
Вăл 1858 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнĕнчи Пăва уесне кĕрекен (халĕ Тутарстанри Пăва районĕ) Пӳркел ялĕнче çуралнă. 1871 çулхи кăрлач уйăхĕнче 12 çулхи ача И.Я. Яковлев шкулĕнче вĕренме кайнă. Иван Яковлевăн ачан ашшĕне нумайччен вĕренме яма ӳкĕтлеме тивнĕ. Ку тĕле чăваш шкулĕнче тăватă ача вĕреннĕ ĕнтĕ:Алексей Рекеев, Иван Исаев, Василий Кашкаров, Фома Аксинский. Вĕсем пурте Пăва уесне кĕрекен чăваш ялĕсенчен пулнă. Вăл вăхăтра чăваш шкулĕнче вĕренекен ачасен шутне ӳстерес ĕçре И.Я. Яковлева унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ, Пăрăнтăк удел училищин пуçлăхĕ А.И. Баратынский сахал мар пулăшнă.
Каярах В.А. Калашников вĕрентӳçĕ Илья Бюргановский ыттисенчен ăслă-тăнлă шухăшлама пултарнипе, тĕплĕ те тимлĕ пулнипе, илемлĕ юрлассипе уйрăлса тăнине палăртать.
1874 çулхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Илья Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать.
1874-1877 çулсенче вăл Чĕмпĕрти уес училищинче вĕренет.
1877 çулта — Хусанти вырăс мар халăхсен учитель семинарине пĕтерет. Вĕреннĕ çулсенче тĕн кĕнекисене чăвашла куçарать.
И.Я. Яковлев пуçарса янă пархатарлă ĕçе малалла аталантарса ямалла пулнă. Нумай чăваш ялĕнче шкулсем уçăлаççĕ. 1878 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Хусан вĕренӳ округĕн попечителĕ патне çырнă çырура Иван Яковлевич Спаск уесĕнчи Сиктĕрме ялĕнче чăвашсем валли пуçламăш шкул уçăлни çинчен пĕлтерет, Пăва уесĕнчи Хулаçырми шкулĕнче ĕçлекен Илья Бюргановские çак шкула куçарма сĕнет. Çапла Илья Савельевич чăвашсене çутта кăларас ĕçе кӳлĕнет. Чылай ялта вĕрентӳçĕре ĕçлет. Вăл хăй тивĕçне канăçа пĕлмесĕр, юратса пурнăçлать. Ачасем валли кĕнекесем, вĕренӳ хатĕрĕсем туянма пур пек укçи-тенкине те хĕрхенсе тăмасть. И.Я. Яковлев унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă. Пултаруллă вĕрентекене вăл 1882 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулне чĕнсе илет, кĕçĕн класс ачисене вĕрентме хушать. Ачасене вĕрентнисĕр пуçне вăл кĕнекесем куçарас ĕçе хутшăннă, ача-пăча калавĕсем çырма тытăннă.
Илья Бюргановский И.Я. Яковлев ирттерекен тĕрлĕ курссене, сьездсене хутшăнни паллă.1882 çулхи утă уйăхĕнче Çĕрпӳ хулинче иртнĕ пĕрремĕш педагогика курсне И.С. Бюргановский ертсе пынă.
1883 çулхи утă уйăхĕнче Шупашкар уесĕнчи Шĕнерпуçĕнчи икĕ класлă шкулта иртнĕ учительсен курсĕнче арифметика, çыру, вулав урокĕсене Бюргановские шанса панă.
1885 çулхине И.Я. Яковлев сĕннипе Чĕмпĕрти тĕн консисторийĕ И.С. Бюргановские Вăта Тимĕрçенти чиркӳре пачăшкă пулса ĕçлеме лартнă. Ун хыççăн та Аслă Вĕрентекенпе унăн вĕренекенĕ хушшинчи çыхăну татăлман. Иван Яковлевич ăна пултарнă таран пулăшса тăнă. Вĕсем тăрăшнипе Пухтел ялĕнче 1890 çулхи раштав уйăхĕнче килти чиркӳпе çĕнĕ шкул хута кайнă. Шкул уçăлнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă уява И.Я. Яковлевпа Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорĕ И.В. Ишерский хутшăннă. Кунта Чĕмпĕр чăваш шкулĕн хорĕ юрланă.
И.С. Бюргановский Пухтел ялĕнче 11 çул хушши вĕрентекен тата пачăшкă пулса ĕçленĕ. Вăл 1896 çулта çĕре кĕнĕ. Ăна хăй ĕçленĕ чиркӳ картишĕнче пытарнă. 2011 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче И.С. Бюргановский йăхĕнчен тухнă Пухтел хастарĕ Борис Николаевич Тимиркин тата мăшăрĕ Зинаида Макаровна хăйсен укçипе çав тĕле часавай лартрĕç.
Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн пирвайхи вĕренекенĕсенчен пĕри – Илья Бюргановский ячĕ чăваш çырулăхĕн сăпкипе тачă çыхăннă. Вăл чăваш ачисене вĕрентес ĕçре тăрăшса вăй хунине тивĕçлипе хакламалла.Унăн ячĕ чăннипех те историе кĕрсе юлма тивĕç.
 
: 799, Хаçат: 16 (1160), Категори: Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: