Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Соловец архипелагĕ Шурă тинĕс варринче вырнаçнă, вăл Çурçĕр поляр ункинчен кăнтăралла 165 çухрăмра сарăлса ларать. Утравăн лаптăкĕ 300 тăваткал метр. Вăл шута тата 100 ытла пĕчĕк утрав кĕрет. Вĕсенчен чи пысăккисем – Пысăк Соловец, Анзер, Пысăк тата Пĕчĕк Муксалама, Пысăк тата Пĕчĕк Куян утравĕсем.
Чи пысăкки – Пысăк Соловец. Вăл 218 тăваткал километр çĕр лаптăкĕ йышăнать. Кунта та пысăк тусем пур: Голгофа – 64 метр, Секирная – 74 метр çӳллĕш. Поляр çывăхĕнче Соловки текен утрав пур. Унти каçсем 22 сехете тăсăлаççĕ: çутă каçсем çу уйăхĕнчен тытăнса утă уйăхĕн çурриччен тăраççĕ. Шурă тинĕс хĕлле те шăнмасть, утрав тавра кăна пăрланать. Чӳк уйăхĕнчен тытăнса çу уйăхĕччен материк çине пырса кĕме çук. Шурă тинĕсре 1500 ытла чĕр-чун тата ӳсен-тăран, пулă.
Соловец утравĕн историйĕ çапларах. Унта пирĕн эрăччен I-II ĕмĕр малтан çын-сем пурăнма тытăннă. Вĕсене п р о т о-с а а м с е м тенĕ. Вилнисене çĕр чавса пытарнă, тĕмĕсем туса хăварнă. XV ĕмĕрте кунта и н о к с е м п е пĕрле преподобный Савватий килсе тĕпленет. Вăл таса Кириллăн вĕренекенĕ пулнă. Ун хыççăн çак тăрăха Германпа Зосим килсе вырнаçни паллă. Савватийпе Герман 1429-1435 çулсенче пурăннă. Савватий вилнĕ хыççăн Германпа Зосима утрав çине таврăнса мăнастир тума тытăнаççĕ. Ĕмĕр вĕçĕнче мăнастире Аслă Новгород хуçисем тытса илеççĕ. XVII ĕмĕрте вăл тинĕс хĕрринче пурăнакансен тĕн, хуçалăх тата çар центрĕ пулса тăрать.Филипп игумен мăнастире чултан тутарать, пысăк вулавăш пуçтарать, турăшсем çыракан шкул уçать. 1668-1676 çулсенче Никон патриархăн реформине пăхăнманшăн патша çарĕсем манахсене вĕлереççĕ. Пĕрремĕш Петĕр патша Соловкинче икĕ хутчен пулать (1694 тата 1702 çулсенче). Крым вăрçи вăхăтĕнче (1854 çулхи утă уйăхĕнче) акăлчансен «Бриск» тата «Миранд» карапĕсем мăнастире вунă сехет хушши тупăсемпе переççĕ.
XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Соловец мăнастирне килсе куракансен шучĕ 20 пине çитет. Утрав çинче 400 çул хушши тĕрме пулнă. Унта кам кăна ларман: Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче Пётр Толстой та ларнă.
1582-1596 çулсенче мăнастире кирпĕчрен тата пысăк валунсенчен тăваççĕ. Вăл Раççейре чи пысăкки пулса тăрать: вăрăмăшĕ – 1200 метр, стенисен хулăнăшĕ – 7, çӳллĕшĕ – 11, башнисен çӳллĕшĕ – 17 метр.
Утрав кӳлĕсемпе пуян: пурĕ 500 ытла. 70 кӳлли каналсемпе çыхăннă.
Кунта аэропорт та пур.
Эпир утрав çине Кемь хулинчен пăрахутпа виçĕ сехет çурă кайрăмăр. Утрав хуларан 65 çухрăмра вырнаçнă. Кайнă чух шыв лăпкăччĕ. Каялла таврăннă чух аванах хăрарăмăр. Шыв çинче ăнсăртран вăйлă тăвăл тытăнчĕ. Эпĕ ун пек хăрушă лару-тăрура нихçан та пулса курман. Ахаль каламаççĕ иккен: «Кам тинĕсре пулса курман, çав Турра ĕненмест», - тесе. Чăн сăмах. Пăрахут çинче сĕтел-пукан, телевизор таврашĕ йăлт вĕçе-вĕçе кайрĕç. Пĕр çемье хăйсен çине хĕрес хура-хура Турă кĕнеки вулама тытăнчĕ. Эпĕ те Турăран инкекрен хăтарма ыйтрăм. Тăватă сехет хушши çӳллĕ хумсем витĕр ишрĕмĕр. Вĕсем пăрахута малалла ишме памаççĕ.
Кемь хулинчен инçех мар Рабочеостровск текен ял пур. Çакăнта ӳкернĕ те иккен Павел Лунгин режиссёр «Остров» кинофильмне. Çав вырăнсене пăхса çӳрерĕмĕр, сăн ӳкерĕнтĕмĕр.
Шыв килнипе кайнине сăнаса тăма питĕ кăсăклă пулчĕ. Вăл ирхине килет, каçалапа Шурă тинĕс енне каять.
 
 
Архангельск облаçĕ.
 
: 885, Хаçат: 16 (1160), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: