Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
("Пурнăç кукрашкисем" ярăмран)
 
Селиме акка чи çывăх кӳршĕсенчен пĕри пулнăран пирĕн пата кунсерен тенĕ пек пырса çӳретчĕ. Вăл, вăрăм та хыткан ӳт-пӳллĕ вăтам çулсенчи хĕрарăм, ялти йăлапа икĕ аркăллă вăрăм пир кĕпепе, умне тирпейлĕ çĕленĕ саппун çакса, пуçне пасар тутăрĕ çыхса çӳретчĕ. Кăвак-симĕс тĕслĕ куçĕпе шăтарасла пăхса калаçатчĕ тĕл пулнă çынсемпе. Сăмахшăн ют кĕсьене кĕместчĕ, кирлĕ пулсан çава пек касса тататчĕ чĕлхипе пĕр-пĕр киревсĕр ĕç-пуç çинчен илтсен. Кун пек чухне вĕри çатма çинчи пек ăшалантаратчĕ вăл айăплисене – тӳссе кăна тăр!
Çемйи пысăк марччĕ Селиме аккан. Мăшăрĕ, Уçпек Мĕтрикĕ, кĕреш пек вăйпитти арçын, вăрçă тытăннă хыççăнах фронта тухса кайнă. Виç кĕтеслĕ çырăвĕсене кăранташпа тетрадь листисем çине чăвашла çырса Мускав çывăхĕнчен ярса тăрать. Селиме акка хăй шкулта пĕр çул та вĕренмен, çавăнпа вулама та, çырма та пĕлмест. Çавăнпа мăшăрĕнчен çыру илсен вулаттарма тӳрех урам урлă пирĕн анне патне каçать. Çав çырусем тăрăх эпир Мускав сывăхĕнче хаяр çапăçусем пынине, Мĕтрик тете маттур салтак пулнине пĕлсе тăратпăр. Сăн ӳкерчĕкĕ çинче унăн кăкрине «Паттăрлăхшăн» медаль илемлетет. Манăн анне, ялти И.Я Яковлев никĕсленĕ пуçламăш шкул пуçлăхĕ, салтак арăмне çырусем çырма та пулăшать. Çырăвĕсене Селиме акка сăмахĕсемпе вăл каласа панă тăрăх çырать.
Ильмендеевсем (кӳршĕсен хут çинчи хушамачĕ çапла) пире хирĕç ретре кивĕ ăвăс пĕренесенчен пураланă пысăк мар çуртра пурăнаççĕ. Çурчĕ çумĕнчех вырăсла хапха, хыçалта хуралтă таврашĕ. Пахчине акаци тĕмĕсем хупласа лараççĕ. Селиме аккан манпа тантăшлă Çинук ятлă пĕртен-пĕр хĕрĕ пур, çаплах çитмĕле çывхарса пыракан хунямăшĕ – Хапипе кинеми вĕсемпе пĕрле пурăнать.
Хапипе кинеми пирĕн павăшкипе (кукамайпа) туслă. Сăнĕпе вăл кукамайран чылай ватăрах курăнать: тахçан тулли пулнă пит çăмартисем усăнса ларнă, вĕсем тарăн пĕркеленчĕксемпе касăлнă. Куçĕ те витĕрех курмасть унăн, çавăнпа ялан патак çине таянса çӳрет. Хăйĕн ĕмĕрĕнче Хапипе кинеми кӳршĕ ялсене те тухса курман теççĕ. Çавăнпа унăн кукамая каласа кăтартмалли нумаях мар.1896 çулта И.Я.Яковлев «янарал» шкулăн çĕнĕ пурине купалаттарсан ялти çамрăк хĕрсемпе пĕрле вăл пĕренисене мăк çапма çӳренине çех лайăх астăвать.Çаплах ялти авалхи пурнăç кукрашкисем те унăн асĕнче лайăх сыхланса юлнă. Çитĕнсен вĕсенчен пĕрин сюжечĕпе эпĕ «Телей сăпки» поэмăна çырнă чух усă курнăччĕ.
Манăн кукамай, В.И.Ленинпа пĕр çулта çуралнăскер, хурапа шурра ытларах курнă, граждан вăрçи çулĕсенче икĕ ывăлне çухатнă, «мăян çул» мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Çавăнпа кӳршĕ карчăкĕ ытларах кукамай каласа кăтартнисене итлеме юрататчĕ.
Пирĕн павăшки – пĕвĕпе пĕчĕкçĕ те тирпейлĕ пит-куçлă карчăк. Вăл «майралла» тумланать: ун çийĕнче сăрăрах кăвак ситцăран çĕленĕ кофта, кĕрен сукнаран çĕленĕ сарафан. Пилĕкĕнчен тăваткал хутаç пек енчĕк çакса çӳрет, ăна вăл «карман» тет, унта вак укçа упрать.
Ача чухне эпĕ ӳкерчĕксем тума юрататтăм. Анчах ӳкерчĕк тумалли тетрадь çуккипе анне çырăнса илекен тĕрлĕ журналсен таса хуплашкисемпе усă кураттăм. Пĕррехинче ватăсем калаçса ларнă чухне павăшкин портретне ӳкернĕччĕ. Сăнĕ хăй пекех пулса тухнăччĕ. Унта вăл кĕнчелепе çăм арласа ларнине сăнланăччĕ. Манăн çак ĕçе куракансем пурте кула-кула хаклатчĕç. Шел, кивĕ хутсем хушшинче вăл сыхланса юлман.
Павăшки вырăсла таса калаçатчĕ. Чăвашла калаçнă чухне Ялавăр чăвашĕсен акценчĕ палăратчĕ: «пăто», «кăмоко», «пăшол». Çу кунĕсенче аякри тăван ялне кайсан чĕресĕпех кăрăç е шурă кăмпа йӳçĕтсе килет. Вутă хутсан кăмака кукринче кăштăртатма юратать: пĕлĕм, икерчĕ, чӳлмек лартса шаркку пĕçерет. Çăкăрĕ те ытарма çук ырă шăршăллă пулса тухать унăн. Кăваса павăшки «йӳçĕ» тет. Килен-каяна унпа хăналать. Хапипе кинемипе калаçнă чух та ахаль лармасть: çип арлать-и унта е чăлха çыхать-и. Вăт çаплаччĕ вăл пирĕн кил ăшши. Унăн хӳттинче аннене хăйĕн шкулти е халăх хушшинчи ĕçĕсене туса пама самаях çăмăлччĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă хыççăн аякри чăваш ялне те унăн синкерлĕ ахрăмĕ сисĕмлĕн пырса çапрĕ. Ял хуçалăхне уйрăмах 1943 çул йывăр килчĕ: вăйпитти арçынсем вăрçă хирĕнче йышлăн пуçĕсене хунисĕр пуçне ялти ватăсемпе вĕтĕсене, салтак арăмĕсене выçлăх килсе асаплантарчĕ. Хирти тырă пысăк лаптăк çинче юр айне пулса юлнăччĕ. Хирте хĕл каçнă тырă пĕрчи наркăмăшланать иккен. Выçăпа аптранисем ăна çисе вилнĕ тĕслĕхсем йышланчĕç. Эпир çаплах юр айĕнчен тухнă çĕр улми крахмалĕнчен пашалу пĕçерсе çиеттĕмĕр, çу кунĕсенче вĕлтĕрен, пултăран яшкисемпе хырăмсене улталаттăмăр. Хăш-пĕри вилнĕ лаша ашне çини те пулнă. Селиме акка пирĕн пата каçса куллен ял çыннисенчен кам выçăпа аптраса вилни çинчен пĕлтерсе тăратчĕ: «Эптĕк вилнĕ», «Кăлава вилнĕ», «Кăлава арăмĕ вилнĕ», «Теннис Павăлĕ вилнĕ».
Районти социаллă пулăшу пайĕ выçăпа аптранă салтак çемйисене талонпа пăртак та пулин çăнăх уйăрса парса пулăшатчĕ. Унран курăк яшки çине юрса хатĕрленĕ апат чăннипех те «деликатес» шутланнă. Анчах та талонпа çав çăнăха илсе тăма пулăшу пайне заявлени çырмалла пулнă. Çавнашкал заявлени çыртарма анне патне хут пĕлмен ял çыннисем йышлăн пырса çӳретчĕç.
Пĕррехинче Селиме акка пирĕн пата питĕ пăшăрханса пырса кĕчĕ.
- Стеша (çапла чĕнетчĕ вăл аннене -А.Ю.), тархасшăн, пĕр чашкă та пулин çăнăх парса яр. Ывсă çинче пĕр чĕптĕм те юлмарĕ. Хуть выртса вил! – терĕ вăл тархасласа. Хăй йĕрсе яманни кăна.
Анне, паллах, ăна хĕрхенчĕ. Ыйтнă чухлĕ çăнăх парса ячĕ. Чунĕ кӳтсе çитнĕ кӳршĕ хĕрарăмĕ аннене тав туса çапла каласа хучĕ:
- Кунтан сывă юлас пулсан нихăçан та çăнăха çăкăр пĕçерсе сая ямăттăм. Пашалу е салма яшки пĕçернипех çырлахăттăм.
Кунсем-çулсем иртрĕç. Вăрçă пĕтрĕ. Ял пурнăçĕ те майĕпен майлашăнса пычĕ. Телее, Мĕтрик тете килне ыр-сывах таврăнчĕ. Сакăр хутчен аманса та вăл вилĕме парăнман. Пĕррехинче вилĕм хучĕ килсе те хăратнăччĕ пире. Кайран вилнĕ çĕртен чĕрĕлни паллă пулчĕ. Тăван яла таврăнсан Мĕтрик тетене ял-йыш колхоз тилхепине шанса панăччĕ. Ертӳçĕре ĕçлеме çамрăксем хатĕрленсе çитсен мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех арманçăра тăрăшрĕ. Кил-йышĕ тулăх пурнăçпа пурăнма пуçларĕ. Ял халăхĕ лаш! сывласа ячĕ. Вăрçă çулĕсенчи йывăрлăхсем хăвăрт манăçа тухрĕç. Савăннипе чылайăшĕ ылтăн тыр-пула перекетлеме мар, унран сăмакун юхтарса ĕçкĕ-çике ярăнни те пулчĕ. Çав инкеке пула чылай çамрăк çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайма пуçларĕ. Ку вăл – урăх истори-ха.
Селиме акка ĕмĕрĕ вăрăм пулчĕ. Вăл тăхăрвуннă урлă каçрĕ, мăшăрĕ вилнĕ хыççăн тата çирĕм çул ытла пурăнчĕ. Çак хушăра Çинук хĕрĕпе йышлă мăнукĕсен телейне курма та ĕлкĕрчĕ.
Çапах вăл «курăк çул» перекетлĕх çинчен тупа тунă пек каланă сăмахсене эпĕ паян та час-часах аса илетĕп. Çакна манăн çĕнĕ ăру çыннисене те астутарас килет.
 
: 765, Хаçат: 16 (1160), Категори: Асаилӳсем

Комментарисем:

Ainie (2014-05-10 02:53:10):
Taking the ovrwiveeĔ this post hits the spot

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: