Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕ РФ социаллă аталанупа сывлăх сыхлавĕн министерстви йĕркеленĕ «Авто-Мото-Донор» тăвăма хутшăнать.
Акан 27-мĕшĕнче юн йышăнакан станцисенче автомобилистсемпе байкерсене, çулçӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекторĕсене кăна мар, юн пама кăмăл тăвакан кашни çынна хапăлласа йышăнаççĕ.
Ульяновск хулинче тăвăма хутшăнакансене акан 27-мĕшĕнче 9.00–16.00 сехетсенче III Интернационал урамĕнчи 13/96 çуртра кĕтеççĕ. Пĕрле пирĕн регионта регистрацилленнине çирĕплетекен паспорт пулмалла.
Тĕплĕнрех 8-800-333-33-30 телефонпа тӳлевсĕр шăнкăравласа пĕлме пулать.
 
Шкултанах – телевидени журналисчĕ
Ульяновскри 42-мĕш шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тăрăшнипе телестуди йĕркеленнĕ. Пуçарăва ырласа тата телестудие аталантарма, кирлĕ техника туянма Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр шкула 400 пин тенкĕлĕх сертификат парнеленĕ.
Çак кунсенче кĕпĕрнаттăр облаçри тĕп телеканалсен представителĕсемпе, патшалăх университетĕнчи журналистика кафедрин преподавателĕсемпе 42-мĕш шкулта пулса курнă. Калаçу кунта малашне телевиденире ĕçлеме кăмăл тăвакан ачасен предпрофильлĕ класне йĕркелесси пирки пынă.
Вĕрентӳ министерстви кун пек класс уçасси пирки кĕске вăхăтрах кирлĕ документсене хатĕрлемелле. Пулас телевидени журналисчĕсем кружок евĕрлĕ занятисене уроксем хыççăн облаçри телеканалсемпе, журналистика кафедрипе тачă çыхăнса ирттерĕç.
 
: 903, Хаçат: 17 (1161), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: