Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш чĕлхипе культура кунĕ
 
Чăваш чĕлхине юратакансем, упракансем, ĕçлĕ халăха хисеплекенсем çав кун Чӳрекел ялне пухăнчĕç. Чăваш чĕлхипе культура кунĕ пултарулăх площадкисем ĕçленинчен пуçланчĕ.
 
Шкулти таврапĕлӳ музейĕнчи «Çулталăк çĕнĕлĕхĕпе» З.Н.Ярославская вĕрентекен паллаштарчĕ. Т.Н.Ларкина «Тăван чĕлхе – халăх ăслайĕн çăлкуçĕ» маçтăр-класс ирттерчĕ. Чăваш чĕлхипе литература класĕнче пултаруллă ветеран вĕрентӳçĕ, «Канаш» хаçат редакцийĕпе туслă çыхăнура тăракан Л.Ф.Ярославская "Чăваш тĕррин" асамĕ çинчен каласа пачĕ. З.В. Ушканова «Чăваш апат-çимĕçне хатĕрлетпĕр» темăпа маçтăр-класс ирттерчĕ. Чăваш апачĕн куравĕпе вара Р.Н.Ульянова тата Н.И.Волынщикова паллаштарчĕç: чăваш кукăлĕ-пӳремечĕ, хуплăвĕ, шăрттанĕ, чăкăчĕ… Шкулта вĕренекен тĕрлĕ ӳсĕмри ачасем «Чăваш фольклорĕн» тарăн шухăшне (ертӳçи – Л.С. Головина) уçса пама тĕв тунă. Л.П. Шкаликова вĕрентекен «Чӳрекелĕнчи паллă çынсем» презентаци хатĕрленĕ. Мухтанмалли нумай кунти чăвашсен. Чӳрекелĕнчен нумай ырă, ăслă-тăнлă çын тухнă. Шкул директорĕ С.Г.Ярославский хăй çине чăвашсен спорт вăййисене илнĕ. Спортри ăсталăха ытларах арçын ачасем явăçни курăнчĕ. Шкул коридорĕн тăршшĕпех ал ăстисен куравне йĕркеленĕ. Чăваш тĕрри, çыхнă япаласем куçа йăмăхтараççĕ. Курава З.Н.Ярославскаяпа Т.Н.Ларкина хатĕрленĕ.
Чӳрекелсен, пĕтĕмĕшле Майна район чăвашĕсен юрри-ташши, сăмах-юмахĕ куракансен чĕрисене тыткăнларĕç.
Сцена çинчи уяв Чӳрекел шкулĕнче вĕренекенсен хорĕпе пуçланчĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем те, аслисем те «Пысăк Çĕр чăмăрĕ çинче» юрра тĕрлĕ сасăпа шăрантарчĕç.
Уява уçаканĕ – Майна районĕн пуçлăхĕ А. Дорофеев. «Районта ирттернĕ чăваш чĕлхи эрни чăваш халăх культури пуяннине, чĕлхи çепĕç те янăравлине тепĕр хут кăтартса пачĕ, - терĕ Александр Николаевич. - Ырă йăла-йĕрке тăрăх эпир паян хамăр район чапĕпе сумне çĕклекенсене чыслама тивĕçлĕ». Вăл хастар чăвашсене Тав çырăвĕсем пачĕ: УОЧНКА пуçлăхне Владимир Сваева, Ульяновск облаçĕнчи вĕрентӳ министерствин тĕп специалистне Федосия Улендеевана, Чӳрекел шкул директорне Сергей Ярославские, Лидия Ярославская вĕрентӳçе, чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиадăна хутшăннă шкул ачисене (Марта Волынщикована, Дарья Ульянована, Екатерина Шкаликована тата ыттисене), уяв спонсорĕсене — вырăнти ял хуçалăх пуçлăхне Николай Волынщикова, Юрий Волынщиков усламçа, Евгенийăпа Николай Козловсене, вăрман хуралçине Алексей Кашкарова, Марина Коновалова повара.
«Тăван çĕршыва юратасси яла, пускиле, тăван чĕлхене юратнинчен пуçланать»,-терĕ уяв ертӳçисенчен пĕри Тамара Ларкина УОЧНКА пуçлăхне Владимир Сваева сăмах парса.
Владимир Ильич чăваш халăхĕн еткерлĕхне сыхласа хăварассине, унăн истори тата культура пуянлăхне аталантарассине халăх хушшинче сарасси çинчен каларĕ. "Тăван чĕлхене, халăхăмăрăн культурине вĕрентекенсем вĕсем ак кунтах, - терĕ вăл вĕрентӳçĕсем çине кăтартса. - Тавах сире чăвашлăх вăрлăхне ачăрсенче акнăшăн".
Çак ĕçре пулăшса пынăшăн район пуçлăхне Александр Дорофеева, шкул директорне С. Г.Ярославские, Чӳрекел вĕрентӳçисене – Л.П.Шкаликована, Т.Н.Ларкинана, Р.Н.Ульянована, З.В.Ушканована, Л.С.Головинана, М.С.Ушканована, П.Г.Ушканова, З.Н.Ярославскаяна – Тав хучĕсем парса чысларĕ.
Сăмах – Федосия Улендеевана. Ертӳçĕсем хăйсен ентешĕпе (Федосия Тимофеевна шăпах ку ялта – Чӳрекелĕнче çуралнă) мухтаннине, пулăшнăшăн тав тунине палăртса хăварчĕç.
– Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пирĕн ял шкулĕнче чăваш юрри илтĕнни пирки ун чухне ĕмĕтленме те пултарайман,-терĕ вăл. - Астăватăп-ха ашшĕ-амăшне еплерех калаçтарнине, вĕрентӳçĕсемпе ачасем те пит савăнсах çак ĕçе пуçăнманнине. 1997 çулта Чӳрекелĕнче чăваш чĕлхине вĕрентме тытăнчĕç. Пăр хускалнинче Л.Ф.Ярославская тӳпи питех те пысăк. Паян хĕрачасемпе арçын ачасен юрри-сăввине итлетĕп те чăваш сăмахĕн илемĕпе, тем пек пуян культурипе мăнаçланса ларатăп. Шăнкăртатакан çăлкуç çине чул хуть те мĕн чухлĕ пăрахсан та шыв юхма пăрахмасть. Чăваш этеплĕхĕ, культури те çакнашкалах. Пултаруллă-çке ман ентешĕмсем. Çакна куравсем (апат-çимĕç, тĕрĕ, ал-ĕç ăстăлăхĕ, ӳкерчĕксем), мухтавлă çыннисем, пур çĕрте те ахах-мерчен евĕр йăлтăракан ачасем кăтартса параççĕ. Кунтах ак Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕсем, облаçăн Ылтăн кĕнекине кĕнĕ чăвашсем – И.Е. Гордеев тата Ю.Н. Иудин – лараççĕ.
Чӳрекелсене чăваш чĕлхипе культура уявне çӳллĕ шайра ирттернĕ ятпа «Еткер» телекăларăм редакторĕ Олег Мустаев саламласа хăварчĕ.
Наци культурине сыхлакан, чĕртсе тăратакан центр, паллах, шкул шутланать. Пĕлӳ çуртĕнче пурнăç вĕрет, пур çĕнĕ шухăшсем кунта çуралаççĕ. С.Г. Ярославский ертӳçĕ «Школа – социокультурный центр» темăпа презентаци хатĕрленĕ. «Пирĕн шкула пĕр хутчен те пулин килме тӳр килнĕ чăвашсем тепрехинче ятарласа курма килеççĕ, - терĕ Сергей Григорьевич. - Темле вăй-хăват пурри 1901 çулта икĕ класлă шкула И.Я.Яковлев Патриархăмăр уçнипе те çыхăннă пуль. Пирĕн ачасем те, вĕренекенсем те питĕ пултаруллă».
«Эпир хамăр культурăпа ырă йăла-йĕркене ачаранах, ăша хывма пуçлатпăр, - теççĕ ертӳçĕсем уява малалла тăсса. - Кашни çемьен тĕпренчĕкĕсенче халăха ашшĕ-амăшне юрăхлă, тивĕçлĕ, ĕçчен çынсем курас килет. Чăваш çемьере çитĕнет, çавăнпа та унăн тĕп тĕллевĕ çемьене ăнăçлă, телейлĕ тăвасси. Халĕ сцена çине хисеплĕ, ăнăçлă çемьесене чĕнетпĕр».
Тагай ял хутлăхĕнчен – яла юлнă çамрăк Волынщиковсем, Гимово ял хутлăхĕнчи Матюнино ялĕнчен Т.Н.Романова ĕç ветеранĕпе И.Н.Гузовских, Майна ял хутлăхĕнчен — Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, акан 1-мĕшĕнче ылтăн туйне паллă тунă Светлана Ивановнапа Юрий Николаевич Иудинсем, Кивĕ Мăклавăш ял хутлăхĕнчен – Сабировсен (тăрăшуллă механизатор-водител ьпе Юрий Ивановичпа Вера Александровна) тата Ульяновсен (Николай Юрьевичпа Наталья Петровна çемйисем, Анникав ял хутлăхĕнчен – нумай ачаллă Орловсен çемйи, Игнатовкăри ял хутлăхĕнчен – Надежда Васильевна Галицкаяпа Алена Владимировна Родионова тата Галина Васильевнапа Николай Николаевич Васильевсен çемйи.
Вĕсен ячĕпе Алёна Волынщикова «Пукане» юрă юрларĕ.
Чăн-чăн туслăх уявĕпе вĕçленчĕ чăваш чĕлхипе культура кунĕ. Сцена çинче тутар, вырăс, чăваш юрри-сăвви янăрарĕ, ташши курăнчĕ. Ачасем те, çитĕннисем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Кивĕ Мăклавăшра 10-мĕш класра вĕренекен Марта Волынщикова (кăçал облаçри «Сарпике» конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă Чӳрекел пики) чăваш эстрада юррисемпе савăнтарчĕ. Майнăран килнĕ «Реченька» юрă ансамблĕ вырăс халăх юррисемпе паллаштарчĕ.
Аслă Нагаткинтан килнĕ чăваш халăх юрă ансамблĕ «Шанăç» куракансем умне тухни чӳрекелсемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ. Чăвашсен паллă çыравçи, РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Тарават ертсе пыракан ансамбль хăйĕн юррисемпе уява илем кӳчĕ.
 
: 1136, Хаçат: 17 (1161), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: