Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акан 21-мĕшĕнче «Губернаторский» Культура керменĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ хăйĕн черетсĕр конференцине ирттерчĕ. Унăн ĕçне 43 делегат хутшăнчĕ.
Конференцие УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев уçса ертсе пычĕ.
Вăл малтанах акан 24-мĕшĕнче облаçра Яковлев вулавĕсене ирттересси çинче чарăнса тăчĕ.
- Кăçал Яковлев вулавĕсене область шайĕнче ирттеретпĕр пулсан çитес çул ăна Пĕтĕм Раççей шайĕнче паллă тума хатĕрленетпĕр. Яковлев ятне çӳлерех çĕклес, канонизацилес ыйтăва Шупашкарти хастарсемпе сӳтсе явнă ĕнтĕ,- терĕ Владимир Ильич. Унтан вăл килес çул И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ тĕле мĕнлерех ĕçсем тумалли çине куçрĕ. 2013 çулхи акан 25-мĕш тĕлне И.Я. Яковлевăн кăкăр паллине, календарь, буклет кăларма палăртрĕç. Унсăр пуçне «Еткер» телекăларăмăн редакторĕ Олег Мустаев Карл Либкнехт урамне И.Я. Яковлев ятне парас ыйтăва çине тăрсах татса памалли çинчен аса илтерчĕ. Ку ыйтăва унчченхи ертӳçĕ П.Я. Уфимкин хускатнă пулнă. Владимир Ильич та çак ыйтупа темиçе хут пуçлăхсем патне тухнă. Делегатсем çак ыйтăва юбилей тĕлне вĕçне çитермелли пирки килĕшрĕç.
Тепĕр ыйту çине куçса Владимир Сваев çапла каларĕ.
–Пирĕн автономи обществăлла организаци шутланать. Çавна май Ульяновск облаçĕнчи юстици управленийĕ УОЧНКА ятне кăштах улăштарма хушать. Малашне эпир «УОЧНКА» обществăлла организаци (ОО «УОЧНКА») пулса тăратпăр.
Делегатсем çĕнĕлĕхпе пĕр саслăн пулса килĕшрĕç.
Юлашкинчен Владимир Ильич Çĕнĕ Малăкла районĕнчи вĕрентӳ пайĕн пуçлăхне О.А. Михайлована тăрăшса ĕçленĕшĕн Тав хучĕ парса чысларĕ.
 
: 914, Хаçат: 17 (1161), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: