Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Санкт-Петербург хулинче Чебоксарский ятлă тăкăрлăк пур теççĕ. Ку тĕрĕс-ши?
Мария Иванова, Чăнлă районĕ.
Чăнах та çапла: Санкт-Петербургри тĕп районта Чебоксарский тăкăрлăк пур. Вăл Кĕçĕн (Малая) Конюшенная урампа Грибоедов каналĕ хушшипе иртет, Кĕçĕн Конюшенная урамĕ патнелле пырать.
1844 çултан пуçласа 1887 çулхи акан 16-мĕшĕччен вăл Шведский, хăш-пĕр кăтартусем тăрăх 2-мĕш Шведский тăкăрлăкĕ пулнă. Вара 1887 çулхи акан 16-мĕшĕнчен пуçласа Чебоксарский ята илнĕ.
Чебоксарский пралукăн 9-мĕш çуртĕнче, тĕслĕхрен, патша çурчĕ çумĕнчи лаша витисен ведомстви вырнаçнă пулнă. Ку ведомствăна йĕри-таврари чылай çурт кĕнĕ пулнă. 2-мĕш номерлĕ çуртра тĕрлĕ çулсенче В.М. Саянов, В.Я. Шишков, О.Д. Форш, М.М. Зощенко çыравçăсем, В.А. Рождественский сăвăç, Е.Л. Шварц драматург пурăннă. Халь ку çуртра М.М. Зощенкăн асăну музей-хваттерĕ.
 
: 786, Хаçат: 17 (1161), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: