Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Засвияжски районĕнчи Майăн 1-мĕшĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче «Самира» ташă ушкăнĕн концерчĕ иртрĕ.
 
Ушкăн хĕвелтухăç халăхĕсен ташшисемпе ĕçлет. Унта вăтăр ытла наци çынни çӳрет. Вĕсен хушшинче пĕчĕккисем те, вăтам çултисем те пур. Хальхи программăна «Самира» йĕркеленсе кайнăранпа 5 çул çитнине халалланă.
Ташăçăсен хушшинче чăваш пики Ольга Рыбина та пур.
- Çĕнĕ хулара пурăнатăп. Анне – Виçпӳрт-Шăмăршăран. "Авиастарта" ĕçлет. Пушă вăхăтра «Канаш» хаçата вуласа канать. Редакцире вăй хуракансене яланах мухтать. Эпĕ чăвашла вула пĕлместĕп, анчах анне çумне ларатăп та вăл мана хăй мĕн вуланине вырăсла ăнлантарса парать. Ача çулĕсем ялта иртрĕç. Манăн Саша ятлă пичче пур. Вăл компьютерщик. Хам «Элегант» предприятире ĕçлетĕп. Ташăсем вĕренме эрнере икĕ кун çӳретĕп. Тумсене хамăрах çĕлетпĕр. Концертсемпе те хамăр тӳлесе çулçӳревсене тухатпăр. Çывăх вăхăтра Димитровграда, Хусана кайма палăртрăмăр. Пирĕн ушкăна Светлана Транько ертсе пырать, - каласа парать Ольга.
Хĕвелтухăç ташшисене ташлама çăмăл маррине концертра хам пулса ĕнентĕм. Пирĕн ентешĕмĕр ӳркенменни, сĕре те маçтăр пулни куçкĕрет. Эпĕ тĕлĕнсе те хăпартланса курса лартăм.
 
: 830, Хаçат: 17 (1161), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: