Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нумаях пулмасть ман пата Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинчи «Шуçăм» ансамблĕн пултарулăх ертӳçи Родион Кириллов шăнкăравларĕ.
-Çитес шăматкун, ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, эпир ялти Культура уявне ирттересшĕн. Килсе пире чыс тусан питĕ те лайăхчĕ. Ку вăл пирĕн йăлана кĕнĕ И.Я.Яковлев кунĕ мар-ха. Уяв программи чылай аслăрах та кăткăсрах. Ӳкĕнмелле пулмасть, - хистесех йыхравларĕ ентешĕм.
Палăртнă кун эпĕ районти культура пайĕн пуçлăхĕпе Валентина Ксенофонтовна Фоминапа тата районти тĕп вулавăш пуçлăхĕпе Анфиса Владимировна Клопковапа пĕрле чылайранпа пулман тăван яла пырса çитрĕм.
Ялти Культура çурчĕ умĕнче ял халăхĕ пире ăшшăн кĕтсе илчĕ.
Уяв девизĕ - «Ваттисен ырă йăли-йĕркине упраса». Ăна йĕркелесе ертсе пыраканĕ Çĕнĕ Улхашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти культура институтĕнче пĕлӳ илнĕ хитре сăн-питлĕ хĕр Елена Серебрякова. Кăçал вăл аслă шкул пĕтерсе тухать. Тăван енре практика иртнĕ хыççăн диплом ĕçне хӳтĕлет иккен вăл. Ял халăхĕ уява та çав сăлтавпа пухăннă.
Лена Çĕнĕ Улхашра учитель çемйинче çуралса ӳснĕ. Ашшĕ, Владимир Васильевич, физкультура учителĕ, Чăваш Ен чăвашĕ. Амăшĕ Чăвашкасси хĕрĕ. Хăйĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе Лена шкул çулĕсенчех уйрăлса тăнă. Районти, облаçри «Сарпике» конкурссенче çĕнтернĕ. Вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ хыççăн Лена пĕр иккĕленмесĕр культура институтне суйласа илнĕ. Халĕ акă ял халăхĕ умĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Унпа пĕрле институтра пĕрле вĕренекен студентсем те йышлăн килсе çитнĕ.
Уяв Культура çурчĕ умĕнчи çерем çинче пуçланчĕ. Чи малтанах ваттисемпе вĕттисем авалхи йăлапа алла-аллăн тытăнса карталанчĕç. Çимĕк сăввисене каларĕç, халăх вăййисене вылярĕç. Ентешсем çине пăхсан чун савăнать. Вĕсем пурте уяв тумĕпе, кĕписене чăваш тĕрри илемлетет. Хĕрсем шур акăшсене аса илтереççĕ.
Малалла уяв Культура çурчĕн сцени çине куçрĕ. Фойере çамрăк алăстисен куравне йĕркеленĕ.
Ялта И.Я.Яковлев просветитель ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче уçнă пуçламăш шкулăн паянхи директорĕ Люция Владимировна Улендеева уява пынисене кĕскен шкул историйĕпе паллаштарчĕ.
-Эпир çĕнĕ ăру ачисене И.Я.Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕр кун-çулĕпе паллаштарсах тăратпăр, - терĕ вăл. – Паллă ĕнтĕ, 1983 çултанпа çуллен И.Я.Яковлев кунне палăртатпăр, шкулта çаплах унăн музейĕ ĕçлет. 2008 çулта шкул ачисене И.Я.Яковлевăн Ульяновскри çурт-музейне илсе кайса кăтартрăмăр. Çывăх вăхăтра просветителĕн тăван ялне – Кăнна Кушкине экскурсие кайса килесшĕн. Пирĕн ялти шкул ют çĕршывсенчи тĕпчевçĕсене те кăсăклантарать. Юлашки çулсенче пирĕн пата Турцирен, Австрирен, Германирен килнĕ çулçӳревçĕсем кĕрсе тухрĕç, вĕсем шкул çурчĕ 100 çул ытла тĕрĕс-тĕкел ларнинчен тĕлĕнеççĕ, пĕренисене тыта-тыта тĕрĕслерĕç.
Сцена çине пĕчĕккисем тухса юрă-ташă пуçларĕç. Çĕнĕ Улхаш шкулĕнчи 5-мĕш класра вĕренекен Чăвашкасси хĕрĕ Анастасия Садюхина хитре юрă юрласа савăнтарчĕ.
Родион Кириллов ертсе пыракан халăх хорĕ кăçал çак чаплă ята тепĕр хут çирĕплетрĕ. Уявра ялти юрă ăстисем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартрĕç.
Сцена çине Çĕнĕ Улхашри вăтам шкул директорĕ Н.М.Утриванова тухрĕ. Ку шкул коллективĕ çамрăк юрă-ташă ăстисене хатĕрлес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Тĕрлĕ çулта кунтан Оксана Долгова, Настя Саврандеева тата ытти юрă-ташă ăстисем районти тата облаçри ăмăртусене хутшăнса вырăнсене йышăннă. Ял халăхĕ хушшинче чăвашсен ырă йăли-йĕркине сарас тĕлĕшпе хастар ĕçленĕшĕн Надежда Михайловна ĕç ветеранĕсене «Улхаш ял хутлăхĕ» администраци дипломĕсене парса чысларĕ. Çак чыса М.М.Бикмендеева, М.А.Селендеева, В.А.Селендеев, Г.П.Клемендеев тивĕçрĕç. Мана та, ватă Юмана, манса хăвармарĕç.
Ял хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Л.Л. Пидиксеева алă пуснă Тав хучĕсене хăйсен ачисемпе мăнукĕсене тивĕçлипе пăхса ӳстернĕ ватăсене те парса чысларĕç. Çак чыса К. М. Ендиярова, В.Т.Исливанова, В.П.Денисова, Г.П.Узалукова, В.В. Юманова, Ф.С.Сидулов, П.Н.Великанов тивĕçрĕç.
Кун хыççăн сцена çине çамрăк ташă ăстисем тухрĕç. Çав шутра тĕрлĕ çулсенче «Сарпикере» çĕнтернĕ Анна Кузнецова, Оксана Долгова, Лена Серебрякова. Вĕсене сцена çине тухма Çĕнĕ Улхаш учительници Н.Л.Кольцова хатĕрленĕ.
Çĕнĕ Улхашра тепĕр тĕлĕнмелле çемье пур. Светлана Викторовнапа Геннадий Иванович Ерофеевсем тĕрлĕ çулхи виçĕ тăлăх ачана (Ксения, Дарья, Даниил) усрава илнĕ. Çемьере хăйсен Наталья хĕрĕ те çитĕнет. Кил хуçи арăмĕ ачисенчен ташă ушкăнĕ йĕркеленĕ. Пултаруллă кил-йыш уява пынисене чикан ташши ташласа тĕлĕнтерчĕ.
Ялта эстрада ăстисем те пайтах иккен. Ял халăхĕ çамрăксене вăрахчен алă çупса саламларĕ.
Районти культура пайĕн пуçлăхĕ В.К.Фомина Лена Серебрякована хитре чечек çыххи парса тав турĕ. Унăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне пысăка хурса хакларĕ, аллине диплом илсен тăван ене – Чăнлă тăрăхне – таврăнса тĕпленме ырă сунчĕ.
-Маттур, Лена! – тесе алă çупса саламларĕç ентешсем пиçсе çитнĕ профессионал сцена ăстине.
 
ТĂВАН ЯЛА АСА ИЛНИ
Тăван ял, Чăвашкасси,
Эс асра, мĕн каласси!
«Чăвашкассинчен уйрăлсассăн
Паллă нуша курасси», -
Юр юрлатчĕçĕ ара
Хĕрсем Кĕрхи сăрара.
Хам та çакна пĕлнĕ лайăх,
Юрри халь те асăмра.
Çитрĕ çĕнĕ самана,
Тухса кайрăм салана.
Уйăрчĕ пире сасартăк,
Кам шутланă – ялана?
Пĕрмай тĕнче касрăмăр,
Хухса ларчĕ сассăмăр.
Халăхпа пĕрле сахал-и
Нушапа терт куртăмăр?
Эс каймарăн асăмран,
Тымарсем татăлманран.
Хутран-ситрен тĕл пулсассăн
Ыратать чĕремçĕм ман.
Шел питех те яшлăха,
Тертпе йăшнă халăха.
Тантăшсем сайралнă йышлăн,
Кил-йыш юлнă тăлăха.
Илтĕнмест ача сасси.
Ăçта пирĕн пуласси?
Ĕненес килмест пĕрре те -
Ватăлать Чăвашкасси.
Эс çапах та пурăнан,
Урăх юрă янратан.
Юрлаканĕсем камсем-ши?
Калаймастăп эп ятран.
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси ялĕ.
 
: 1076, Хаçат: 17 (1161), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: