Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анастасия Константиновна Нестерова (хĕр чухнехи хушамачĕ – Петрова) пурнăçĕнче терт-нушине сахал мар тӳснĕ пулин те хăйне телейлĕ тесе шутлать. Ватлăхĕ унăн канлĕ. Ăшă хăтлă çурт вăл юратакан кашни çыннах хапăл. Куллен ачисемпе мăнукĕсем, ĕçтешĕсем, кӳрши-арши килсе çӳреççĕ, сывлăхĕпе интересленеççĕ. Çакнашкал юратупа тимлĕхе чăннипех те тивĕçлĕ çулланнă хĕрарăм.
 
Йывăр вăхăтсем
Нестеров вĕрентӳçĕсен çемйи яланах ыттисемшĕн тĕслĕх шутланнă. Анастасия Константиновна 40 çул ытла математика вĕрентӳçи пулнă. Ун ырă тĕслĕхне кура нумай вĕренекен юратнă çыннин профессине суйласа илнĕ. Паян вĕсем хушшинче Ульяновск облаçĕнче, Чăнлă районĕнче ырă ĕçĕпе палăрнă тӳрĕ кăмăллă çынсем – пултаруллă вĕрентӳçĕсем, шкул ертӳçисем, медицина ĕçченĕсем, ял хуçалăх специалисчĕсем – нумай. Çакăнпа мухтанать те Анастасия Константиновна. Нестеровсен хăйсен те виçĕ ачи мухтава тивĕçлĕ çынсем. Шел, савнă упăшки, тимлĕ ашшĕ пурнăçран ытла та ир уйрăлса кайнă. Ăна паян çемьере ырăпа çеç аса илеççĕ. Василий Иванович шăп 60 çул тултарнă хыççăн виççĕмĕш хут чĕрепе аптрасан çĕре кĕрет. Вăл вилнĕренпе 24 çул иртнĕ.
Василий Иванович Нестеров юлашки кунĕччен Волковкăри шкулта ĕçленĕ. Тĕрĕссипе, хăех ăна хăпартнă темелле. Строительство ĕçĕсемпе тертленме тӳр килни сывлăхĕшĕн хака ларнă. Унсăр пуçне Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен шкулне, Покровскинчи интерната çĕкленĕ çĕрте те В.И.Нестеровăн тӳпи пысăк. Вăл завхоз та, строитель те хăех пулнă. Унсăр пуçне шкулта истори урокĕсене илсе пынă.
Акан 5-мĕшĕнче Анастасия Константиновнана 83 çул тултарнă ятпа салам йышăннă. Телефон кăвак çутăлла шăнкăртатма пуçланă та пĕрре те чарăнман: çуралнă кунпа ачисем, пĕрле ĕçленĕ вĕрентӳçĕсем, ял-йыш, кӳршĕ-аршă, тăван-пĕлĕш саламланă. Вĕренекенĕсем те хăйсен юратнă вĕрентекенне манман, ырлăх-сывлăх суннă. Арбузовкăри храм священникĕ Игорь атте çирĕп сывлăхлă пулма пиллени тата мĕн тери кăмăллă.
 
Аса илӳсем чуна çӳçентереççĕ
Хыçала çаврăнса пăхатăн та – мĕн тери вăрăм кун-çул. Хĕрарăм ун кашни страницинех пуçĕнче упрать.
Анастасия Константиновна 1929 çулта Пăва районĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕ вĕреннĕ, тĕслĕхлĕ çемье çынни пулнă. Ачисене питĕ юратнă, пурне те аслă пĕлӳ пама ĕмĕтленнĕ. Çак ĕмĕт-тĕллеве арçын пурнăçланах. Епле йывăр пулсан та шăпăрланĕсем шкула çӳренĕ, вĕренсе тухнă, професси илнĕ.
1941 çулхи хаяр хĕлле амăшĕ çĕре кĕрет. Шăнса пăсăлса йывăр чирлесе ӳкет хĕрарăм. Сыватма тухтăрсем те хевте çитереймеççĕ. Наçтук амăшĕнчен 12 çулта тăрса юлать, кĕçĕнни Оля – вуннăра.
Ашшĕне çул-ӳсĕмĕпе юрăхла мар тесе вăрçа илмеççĕ. Вăл ачисене май килнĕ таран амăш юратăвне, ăшшине пама тăрăшать. Киле ют хĕрарăма илсе килме хăю çитереймест. Хăех тĕпренчĕкĕсене çивĕч ăс-тăн, тĕрĕс воспитани парать.
Анастасия Константиновна шкул çулĕсене аса илсен паян та куççульне пытараймасть. Кĕçĕн йăмăкĕпе вăтам шкула ĕлкĕрес тесе ир-ирех тăрса çула тухма тивнĕ. Вĕсене илĕртекен пĕлӳ çурчĕ тăван ялĕнчен вунă çухрăмра пулнă. «Урара – хăвăрт юрăхран тухакан мăшăр çăпата, начар тумтирччĕ, – аса илет вăл. – Хырăм çурма выçă. Çаплипе кашни кун шкула, уроксем хыççăн киле чупаттăмăр. Вунă çухрăм унта, çавăн чухлех каялла».
«Çак асилĕве лăпкăн итлеме май çук,-теççĕ паян Анастасия Константиновнан ачисем. – Тĕлĕнме пăрахаймастăн – вăрçă ачисем антăхса кайсах пĕлӳ илесшĕн çуннă. Кулленхи йывăрлăхсене пăхмасăр вĕренӳ енне туртăннă».
Настя Петрова аллине аттестат илсен Ульяновск хулинчи учительсен институтне вĕренме кĕрет. Унтах пикен пулас мăшăрĕ те студент саккине саваланă. Настя аслă вĕренӳ заведенийĕнчен математика вĕрентӳçин профессине илсе тухать, Василий Нестеров – истори вĕрентӳçинне. Пĕр-пĕринсĕр урăх пурăнаймассине чухласа илсен çамрăксем пĕрлешеççĕ. Ĕçлессе Чăнлă районĕнчи тĕрлĕ ял шкулĕсенче ĕçлеме тивет вĕсене. Василий Ивановича унăн професси ăсталăхне, йĕркелӳçĕ пултарулăхне кура пĕр шкултан тепĕр шкула куçарнă. Йĕппи ăçта – çиппи те çавăнта. Хыççăнах çемйи те куçса килнĕ. Пурнăçне, çурт-йĕрне çĕнĕрен никĕслеме, йĕркелеме тивнĕ. Вырăнти ачасене воспитани парас тесе ырми-канми тăрăшнă, хăйсен ачисене вара ют çынсем ӳстерме пулăшнă. Тимлĕ те аван çынсем. Çемье пĕр хутчен çеç мар шкул çумĕнчех пурăннă. Вĕрентӳçĕсен ачисене шкул урайне çăвакансем пăхнă. Аслисем пăртак ӳссен – вĕсем кĕçĕннисене тимленĕ. Урам та ун чухне начаррине вĕрентмен.
Тăван вучах ăшши чĕрене çупăрлать
Унтанпа вун-вун çул иртнĕ. Нестеровсен ачисем ӳссе çитĕннĕ. Хĕрĕпе ывăлĕсем çемье çавăрнă. Мăнуксем çуралнă.
Шел, тăван шкулта вĕренекенсен шучĕ те сисĕнмеллех чакнă. «Пуçласа шкул урати урлă ярса пуснă чух кунта 370 яхăн ача вĕренетчĕ. Паян – 30»,-тет вăл кулянса.
Анастасия Константиновна паян та яланхи пекех ентешĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленет. Унăн ырă канашĕсене тимлеççĕ. Вăл çамрăкранах обществăлла ĕçре хастар пулнă. Пĕр хутчен çеç мар хуçалăхри парти бюровĕн членне суйланнă, шкулти парти ушкăнĕн секретарĕ пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан ветерансен канашĕн йышне кĕнĕ, председатель çумĕн ĕçĕсене тӳрĕ кăмăлпа илсе пынă. Шкул дирекцийĕ ыйтнипе ĕçе те тухкаланă – чирленĕ е пĕр-пĕр сăлтава пула шкула пырайман вĕрентӳçĕсем вырăнне ĕçлеме тӳр килнĕ. Паян та хăйне валли килĕшӳллĕ ĕç тупать 83 çулти хĕрарăм. Пĕр-пĕрин çине типтерлĕн Мускавра, облаçра, районта тухакан хаçат-журнал купаласа хунă. «Канаша» та юратса вулать Наçтаç аппа. Пĕчченлĕхрен тухма тата юратнă ал ĕçĕ пулăшать – вăл çыхма юратать. Ун ăста аллисем мăнукĕсемпе ачисене, тимлĕ кӳршисене нумай чăлха-нуски, ăшă ал-сиш çыхса панă. Паян та тарават кил хуçи ырă тума хавас.
 
Чăнлă районĕ,
Арбузовка ялĕ.
 
: 975, Хаçат: 17 (1161), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: