Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Поэт пулаймăн, тен, анчах эс гражданин пулмашкăн тивĕç»,- вырăссен аслă поэчĕн Николай Некрасовăн çак çунатлă сăмахĕсем тахçанах хрестоматие кĕрсе юлнă ĕнтĕ. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Ульяновскра пурăнакан Николай Ларионов та алла калем тытиччен пурнăç шкулĕ витĕр тухнă, темиçе профессипе ĕçлесе курнă. Ку енчен ун пултарулăх кун-çулĕ вырăс литературин аслă ăрăвĕнчи калем ăстин — Михаил Зощенкăн кун-çулне аса илтерет. Н.Ларионов ачаранах ялта çĕр ĕçĕпе аппаланса ӳснĕ – уйра чĕкĕнтĕр çумланă, кăларнă, колхоз ĕçĕсене хутшăннă. Ку веçех мар-ха.
Вăл Ульяновскри «Канаш» ятлă чăваш хаçачĕн редакцине Аслă Нагаткинти тата Ульяновскри автотранспорт предприятийĕсенче вунă çул шофёрта ĕçленĕ хыççăн пырса кĕчĕ. Акă мĕншĕн автор проза тата поэзи çулĕ çине çирĕп тăрасси кĕске вăхăтра пулса иртрĕ. Вăл хăй сассине пĕр йăнăшмасăр тупрĕ. Ку япала пуçласа çыракан авторшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ун сăввисем тата калавĕсем хальхи пурнăç çине çĕнĕлле пăхнипе, витĕмлĕ сăнарсемпе, шухăшсемпе, гражданла хастарлăхпа асра юлаççĕ. Вулакансем çакна тӳрех асăрхарĕç. Автор пурнăçа сăнама пĕлет. Ăна хальхи обществăн йăли-йĕрки, çынсен кăмăл-сипечĕ улшăнни кулянтарать. Кун пирки «Чĕре тапнă чух» кĕнекери (Ульяновск, 1998) сăвăсен ячĕсемех каласа параççĕ.
«Мĕн пулчĕ-ши, этем, сана?» сăвă йĕркисем пăшăрхануллă туйăмсемпе тулнă. Автор халăхăн ырă йăлисене, туйăмĕсене куçа упранă пек упрама чĕнет, хуть мĕнле лару-тăрура та Çынлăха çухатас марччĕ тет. Çын тени хуть те мĕнле саманара та мăнаçлă илтĕннĕ. Ку йĕркесем чăваш литератури классикĕн Константин Ивановăн : «Çĕрсем çинче, шыв çинче Хуçа пулса вăл тăрать», - шухăшĕпе пĕр килеççĕ.
Акă мĕнле принциплă илтĕнеççĕ «Чĕре тапнă чух» сăвăри йĕркесем:
Тапнă чух чĕре – чĕресĕр пулаймастăп,
Хĕрхенме пĕлетĕп вăйсăр-сусăра.
Çурăмсем хыçне пуçа пытараймастăп,
Хирĕç тăрăп усала – хушмасăрах.
 
Е «Ман шухăшсем – çунатлă акăшсем» сăввине илер:
Сивлеççĕ хăшĕсем мана, пĕлеп,
Шухăшламаншăн эпĕ вĕсем пек.
Вара мĕн-ма-ши манăн, тĕлĕнеп,
Пурăнмалла-ха çыннăн ăсĕпе?
Пур çĕрте те çакăн евĕр çирĕп палăртнă принципсем. Автор хăй шухăшĕсене çынна ирĕксĕрлесе йышăнтарасшăн тăрăшмасть, анчах вĕсемшĕн яланах хăй явап тытма хатĕр. Ку авторшăн чи кирли, ун тĕп тĕллевĕ.
Поэтăн тепĕр тĕп шухăшĕ:
Вăрçса халтан каяççĕ,
Ĕçпе те ывăнаççĕ,
Куçсем çеç тăранмаççĕ,
Юлашкинчен… выртаççĕ
Никам кĕтмест пулсан та çак куна.
Пĕрпекленеççĕ пурте КАÇХИНЕ –
Пурне те сивĕ вилĕм тикĕслет.
 
Мул пухакан телейлĕ мар, чунĕпе пуян çын телейлĕ. Çакăн пек шухăшсем явăнаççĕ «Эп чухăн-и?», «Тĕнче патши пулма килмен» тата ытти нумай сăвăра.
Н.Ларионовăн кулăш жанрĕпе çырнă хайлавĕсем те ăнăçлă пулса тухаççĕ. «Ку пурнăçра ху ăсупа пурăнмалла» ярăмра юптарусем, шӳтлĕ калавсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çаплах кунта вырăссен паллă çыравçисен – С.Михалковăн, Б.Пастернакăн, Г.Медведовскийĕн сăввисене куçарнисем пур. Кунтах авторăн юрра хывнă икĕ сăввипе те паллашма пулать.
Юлашки çулсенче Н.Ларионов литературоведени енĕпе ăнăçусем тăвать. Ку сулăмпа унăн икĕ кĕнеке пичетленсе тухнă: «Чĕмпĕр тăрăхĕнчи «Канаш» хаçатăн малтанхи тата хальхи утăмĕсем» (2003) тата «Чун хушнипе пурăнсан» (2009). Кайранхи кĕнекинче автор пĕрремĕш хут Чĕмпĕр Енри хальхи чăваш çыравçисен пултарулăхне пĕтĕмлетсе тишкерме тăрăшнă. «Çавăнпа пĕрлех ку тăрăхра çĕнĕ саманари чăвашлăх юхăмĕ çĕкленни, «Канаш» хаçат уçăлни, «Атăл юрри» журналăн кун-çулĕ, «Шевле» литпĕрлешӳ ĕçĕ çинчен сăмах хускатнă. Кунта авторăн 1998-2009 çулсенче çырнă критикăлла статйисем, рецензийĕсем, тишкерĕвĕсем те кĕнĕ»,- тесе çырнă ун аннотацийĕнче.
Нумаях пулмасть Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ 100 çул тултарнă тĕле «Канаш» хаçатра Н.Ларионовăн çĕнĕ тĕпчев ĕçĕ – «Ухсай тата Чĕмпĕр Ен» пичетленсе тухрĕ. Вăл чăваш литератури классикĕн Чĕмпĕрте пурăннă тапхăрне уçса парать, паллă поэтăн биографийĕнчи «шурă пăнча» илсе пăрахма пулăшать..
 
Ульяновск облаçĕ,
Аслă Нагаткин ялĕ.
 
: 638, Хаçат: 17 (1161), Категори: Тĕпчев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: