Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вадим КУРГАНОВ хуравлать
(Çыхăну телефонĕ: 68-89-31)
 
Нумаях пулмасть машина туянтăм. Унпа çӳремелли маçтăрлăхăм пĕчĕкрех-ха. Çул çинчи транспорт инкекне çакланасран хăратăп. Турă сыхлатăр, анчах çакланас тăвас пулсан мĕн тумалла?
Ирина Шведова.
Ульяновск хули.
1.Транспорта инкеке çакланнă вырăнтах хăварăр. Инкеке çакланнине пĕлтерекен çутта çутăр. Инкеке çакланса чарăннине çирĕплетекен палла çул çине вырнаçтарăр.
2. Инкеке çакланнă вырăнтан пăрăнмасăр патшалăх транспорт инспекцине пĕлтерĕр. Хăвăр транспортăра страхланă компание те шăнкăравлама ан манăр (хушаматăра, страхланине çирĕплетекен полис номерне калăр).
3. 3-5 ĕç кунĕ хушшинче (сирĕн договорăрта мĕн палăртнине кура) транспорта страхланă çын компание кайса страхланипе çыхăннă пулăм çинчен заявлени, патшалăх транспорт инспекцийĕнчен илнĕ ыйту (запрос) тата справка бланкĕсене памалла.
Заявлени çырма çакăн пек документсем кирлĕ: страхполисăн оригиналĕ е ăна нотариусра çирĕплетнĕ копийĕ, транспорт инкеке лекнĕ çыннăн пулнине çирĕплетекен документсем, патшалăх транспорт инспекцийĕ панă документсем (административлă протокол копийĕ, транспорт инспекцийĕ панă материалсем, постановлени-квитан цисем, транспорт инкеке лексе мĕнле сиен курнине çирĕплетекен справка тата ытти те).
 
: 812, Хаçат: 17 (1161), Категори: адвокат хуравлать

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: