Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра Иван Яковлевич Яковлев Патриархăмăр çуралнăранпа 164 çул çитнине халалланă регионсем хушшинчи «Яковлев вулавĕсем» иртрĕç. Ку вулав – пĕрремĕш. Хăнана Шупашкар, Самар, Тутарстан делегацийĕсем килсе çитрĕç.
 
<b>Палăк умĕнче
 
Уяв И.Я.Яковлев палăкĕ умĕнче тытăнчĕ. УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев пухăннисене саламласа Патриархăмăрăн палăкĕ умне чăваш чунĕллĕ, чи хастар çынсем пухăннине палăртрĕ.
-Пире Раççей тата область правительствисем хамăра сума сума, чĕлхемĕре аталантарма, йăла-йĕркене тытса пыма ирĕк панă. Ытти веçех хамăртан килет. Пирĕн Яковлев халалне тĕпе хурса пурăнмалла, ачасене те çакна хăнăхтармалла. Паянхи Яковлев вулавĕсем малашне йăлана кĕрессе шанатăп, - терĕ.
Палăк умĕнче тухса калаçакансем нумай пулчĕç. Сăмах чи малтан Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ пулнă, хальхи вăхăтра Мускаври наука академийĕнче наука ертӳçинче вăй хуракан Лев Кураков профессора пачĕç.
-Иван Яковлевич Яковлев пек çын çĕр çулта пĕрре çуралма пултарать. Вăл чăвашсен кăна мар, Раççейри мĕнпур халăхсен генийĕ. Çакна çирĕплетекен факт – «Раççейри православи обществи» обществăлла юхăм И.Я.Яковлев ячĕллĕ преми туса хуни. Иван Яковлевич Турра ĕненекен çын пулнă. Çавăнпа та преми йĕркелеме Кирилл Патриарх хăй пиллерĕ. Премин обществăлла фончĕ пур. Унта Раççейри тĕрлĕ регионсенче пурăнакансем 2 миллион тенкĕ куçарчĕç ĕнтĕ. Шел, ырă ĕçе Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ хутшăнман. Пирĕн Иван Яковлевича нихăçан та манмалла мар,- терĕ вăл.
Ульяновск область правительствин ятĕнчен чăвашсене кĕпĕрнаттăра пулăшаканĕ Владимир Филимонов саламларĕ. Палăк умне чĕрĕ чечексен карçинккине лартрĕ. Çакăн пек мероприяти йĕркеленĕшĕн ырларĕ, малашне вара уявсене çамрăксене те ытларах явăçтармаллине палăртрĕ.
Ульяновск Хула Думин депутачĕсен тата «Боевое братство» пĕрлĕх ячĕсенчен Николай Лазарев саламларĕ, пухăннисене тав турĕ.
-Иван Яковлевич пурнăçра малта ертсе пыракан пулнă. Çавăн пек çынсем кăна хăйсем хыççăн ыттисене ертсе кайма пултараççĕ. Кун пек çынсем халĕ те пулмалла, вĕсем кăна чăвашлăха пĕтме памĕç, - терĕ.
-Иван Яковлевичăн халалне пурнăçлассипе Ульяновск облаçĕнчи пек пĕр регионта та ĕçлемеççĕ-ха. Эпир хамăр пата ытти регионсенчи чăвашсене те пуçтарма пултаратпăр. Мероприятисем Владимир Сваев ертсе пынипе çӳллĕ шайра иртеççĕ. Çакна та каласа хăварас килет, паян пирĕн хушăра Иван Яковлевичăн нумай çул манăçнă вил тăприне Мускава кайса шыраса тупакан, ăна тирпейлесе, кайран хăй шутĕнчен картапа палăк лартакан çын – Лев Кураков. Вăлах Патриархăмăр 150 çул тултарнă тĕле ун мĕнпур ĕçĕсен пуххине пичетлесе кăларма пултарчĕ. Лев Пантелеймонович паян кунта килни вăл хăй истори. Тав сире пурне те чăваш халăхĕшĕн çавăн пек пысăк ĕçсем туса пынишĕн, - терĕ «Еткер» телекăларăм редакторĕ Олег Мустаев.
(Малалли 3-мĕш стр.)
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 1-мĕш стр.)
Вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Федосия Улендеева эпир Раççейре пĕрремĕш Яковлев вулавĕсем ирттернине палăртрĕ.
-Яковлев пире паян та пĕрлештерет. Унăн ĕçĕ çухалманнине чăваш чĕлхи пурăнни, аталанни çирĕплетет, - терĕ.
Саламлакансем хушшинче Иван Яковлевăн тăван ялĕнчи Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинчи музей директорĕ Алексей Пыркин, Самар тăрăхĕнчи чăвашсен «Пехил» обществăн председателĕн çумĕ Пётр Абрамов, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни Елизавета Фурашова пулчĕç.
Вырăнти паллă поэтсем саламĕсене сăвăпа тăсрĕç.
-Паян эп чăвашла кăна калаçма пултаратăп, - терĕ Валентина Тарават (ун умĕнчисем темшĕн пурте вырăсла калаçрĕç). «Тăван чĕлхе» сăвва витĕмлĕн вуласа пачĕ.
-1983 çулта эпир пĕрремĕш хут Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче Яковлев кунне ирттертĕмĕр. Халĕ вăл йăлана кĕчĕ. Паянхи уяв та çаплах йăлана кĕрĕ, - терĕ Ульяновск облаçĕнче чăвашлăх юхăмне пуçарса яракансенчен пĕри Анатолий Юман поэт. «Таврăнни» сăвă вуларĕ.
Ульяновскри 46-мĕш шкул вĕрентӳçи Ирина Мещанова та чăваш чĕлхи çинчен хавхаланса сăвă каларĕ.
Митинг вĕçĕнче пухăннисем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
 
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче
Уяв малалла «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттер-музейĕ» комплексра тăсăлчĕ. Музей директорĕ Нина Литвинова экскурси ирттерчĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнă кун тĕлне ятарласа хатĕрленĕ экспонатсемпе паллаштарчĕ.
-Иван Яковлевич хăй куллен усă курнă япаласем пирĕн фондра упранаççĕ, ахаль чухне куравра çук. Уява хатĕрленсе эпир унăн чăн-чăн япалисене ыттисем те курччăр терĕмĕр. Яковлевăн наградисем (Çветтуй Аннăн 3-мĕшпе 2-мĕш пусăмлă орденĕсем, Çветтуй Станиславăн 3-мĕшпе 2-мĕш пусăмлă орденĕсем, «В память царствования Александра III», «В память 300-летия царствования Романовых» медальсем), Яковлева А.Гречкин парнеленĕ лашан çилхинчен явнă вăчăра, визит карточки, портсигар, 1911 çулта чăвашла пичетленсе тухнă «Çĕнĕ Завет». Ку кĕнекене пире Александр Пешне парнелерĕ. Заветăн историйĕ интереслĕ: Новый Завета чăвашла куçарса пичетлесе кăларма Яковлева ют çĕршыври Библи обществи пулăшнă. Общество кĕнекене 20 пин экземплярпа пичетленĕ, анчах вĕсенчен темиçешĕ кăна Яковлевра юлнă. Çак кĕнеке те Яковлевăн пулма пултарать, - каласа пачĕ Нина Владимировна.
Шупашкар делегацийĕ музея асăнмалăх чăваш пукани парнелерĕ.
Музейран çынсем Яковлевсен кил чиркĕвне, хальхи вăхăтра Çветтуй Сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕллĕ чăваш чиркĕвне, куçрĕç. Игнатий иероманах килнисене пурне те çуртасем валеçрĕ, Яковлев ячĕпе панихида ирттерчĕ. Пĕчĕк митингра Игнатий иероманах Владимир Сваева, Лев Куракова, Олег Мустаева, Николай Краснова сăмах пачĕ. Яковлев ĕненĕвĕ пысăк пулнине Лев Кураков тĕслĕх илсе кăтартрĕ: «Ялсем тăрăх шкул уçса çӳренĕ май Яковлев хытă шăнса чирлет. Палланă тухтăр ăна: «Каçар та, ку чире çĕнтерсе тухаймастăн пуль», - тет. Яковлев священника чĕнтерет. Вăл вара: «Эс Библи куçарма тытăннă, ăна пĕтериччен сан пурнăçна Турă татмасть», - тет. Яковлев чăннипех чĕрĕлет. Çакăнта вăл ĕненӳ вăйĕ, - терĕ. Малашне Яковлева çветтуйсен ретне тăратассипе ĕçленине пĕлтерчĕ. Хăйĕн Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн ячĕпе çыхăннă кашни ĕçĕ ăнăçлă пулса пынине, ку та çаплах вĕçленессе шаннине каларĕ.
«Кăçал ку чиркӳре Яковлев ячĕпе 19-мĕш хут Панихида иртрĕ. Малашне чăвашсем çӳрекен кашни чиркӳре акан 25-мĕшĕнче панихида ирттерсен аван пулмалла»,- сĕнӳ пачĕ Олег Мустаев.
-Пирĕн чиркĕве çӳрĕр, тăван чĕлхене мансан халăх та пĕтет. Пĕр-пĕрне юратăр, каçарăр, тăшмана та, курайман çынсене те юратма вĕренмелле, - чĕнчĕ Игнатий иероманах.
Яковлевпа унăн тăхăмĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕпчекен паллă ăсчах Николай Краснов çынна пурăннă чух хакламанни, вилсен кăна тав туни пирки хурланса калаçрĕ. «Яковлевăн пурнăçĕ çăмăл пулман, анчах вăл хăйĕн патне килнĕ çынсене пулăшусăр яман. Ун палăкĕ, унăн çурчĕпе чиркĕвĕ патне халĕ те сукмак ан пĕттĕр, - терĕ.
 
Конференци
Конференцие УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев ертсе пычĕ. Чи малтан Мускав хăнине Л.П. Кураков профессора, академика сăмах пачĕ. Вăл унччен нумай çул Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, вице-спикерĕ пулнă. Халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать.
-Чĕмпĕр çĕрĕ маншăн чи çывăххи. Кунта пирĕн чи хаклă çыннăмăр ĕçлесе пурăннă, кунта чăваш çырулăхĕ çуралнă. Чĕмпĕрте эпир Чăваш патшалăх университечĕн филиалне уçсан та час-часах килсе çӳрерĕмĕр. Тин кăна чăваш чиркĕвĕнче пултăмăр. Унти сывлăшпа сывланă хыççăн йăлтах урăхла курăнать. Мĕнлерех таса, сăваплă вырăнсем кунта…
Унтан Лев Пантелеймонович Мускаври ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вăл унта И.Я. Яковлев институтне уçнă. Малашне патшалăх статусне илме ĕмĕтленет. Вăл вунă çул каялла Мускавра Иван Яковлевич 155 çул тултарнине уявланине хавхаланса каласа пачĕ. Ун чух чăваш чĕлхи, юрри-ташши Вахтангов ячĕллĕ театрта янăранă. Икĕ эрнене пынă Яковлев кунĕсем çĕршывăмăрăн тĕп хулинче. Уява тĕнчипе паллă артистсем хутшăннă.
-Чĕрене ыраттаракан самантсем те пулчĕç,- терĕ вăл кăштах тăхтаса тăнă хыççăн. - Иван Яковлевичăн вил тăпри умне пырсан чĕрем çурăлса каятчĕ. Вĕрентекенĕмĕр çӳп-çап айĕнче выртать, йĕри-тавра йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Мускав чăвашĕсен ури кунта тахçантанпах пулманни куçкĕрет. Эпир çанă тавăрсах ĕçе пикентĕмĕр: шăлтăмăр, тасатрăмăр. Н.Г. Краснов профессор лавккана кайса краска туянчĕ, картана пĕветрĕ. Шел, хăш-пĕр «хастарсем» пуш параппан çапнă чух кăна малта. Ĕçĕ курăнмасть те. Ку Мускаври «хастарсене» çеç мар пырса тивет.
Ĕç тенĕрен, эпир И.Я.Яковлев çинчен унччен кăларнă «Моя жизнь» кĕнекене çĕнĕтсе, пысăк тиражпа тепĕр хут кăларасшăн. Ăна кашни вĕрентӳ заведенине, вулавăша, обществăлла организацие, музея тӳлевсĕр çитересшĕн. Çак кĕнеке алăран алла, ăруран ăрăва куçса пытăр.
Яковлев ятне вилĕмсĕр тăвас енĕпе тепĕр сулмаклă ĕç—Яковлев премине Раççей шайĕнче пама йышăнни. Çакна пурнăçа кĕртессишĕн 5 çул тăрăшрăмăр. Çăмăл пулмарĕ. Иван Яковлевича тата йывăртарах пулнă. Апла пулин те вăл вышкайсăр ĕçсем тунă. Пирĕн те Иван Яковлевичăн Халалĕнчи йĕркесене асра тытса унăн ĕçĕсене малалла тăсмалла.
Килес çул Патриархăмăр 165 çул тултарнине те тивĕçлĕ шайра ирттерессе шанса тăратăп.
Ун хыççăн трибуна умне тепĕр хаклă хăна, педагогика наукисен докторĕ, Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕпчекен профессор Н.Г.Краснов тухрĕ. Вăл кĕскен Яковлевăн мухтавлă та пултаруллă ăрăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Унтан хăй мĕн ĕçлени çинчен каласа пачĕ.
-Эпир халĕ Кембридж университечĕпе пĕрле яковлеведени энциклопедине хатĕрлетпĕр. Унти ăслăлăх академийĕ пире тата Чĕмпĕрти Яковлев музейне пысăк пулăшу панăшăн тав тăвать. Эпĕ Иван Яковлевич пурăннă вăхăтри япаласене упраса тивĕçлĕ шайра тытса пынăшăн музей ĕçченĕсене тав тăватăп.
Ф.Т.Улендеева облаçра чăвашлăх вучахĕ чĕрĕлнĕренпе паян кунччен мĕнле ĕçсем туни çинчен каласа пачĕ. Чăваш чĕлхипе культурине аталантарас ĕçри ӳсĕмсене асăнса хăварчĕ. «Мухтанмалли чăнах та пур. Пирĕн чиперккесем Мускавра та виçĕ хутчен çĕнтерӳçĕ кăшăлне тăхăнчĕç. Чĕлхемĕре вĕрентекенсен Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче хуламăрти 55-мĕш шкул вĕрентекенĕ С.А. Марышева «За педагогическое мастерство» номинацире çĕнтерӳçĕ пулчĕ, - терĕ вăл.
Сăмах Шупашкар хăнине, ЧР вĕрентӳ министерствин тĕп специалистне И.В. Ядранскаяна пачĕç. Вăл чăвашла Чăваш Енре Яковлев халалĕ мĕнле пурнăçланса пыни пирки каласа пачĕ.
-Республикăра мĕнпурĕ 500 шкул. Вĕсенчен 63 проценчĕ (1-9-мĕш классенче) чĕхемĕре патшалăх чĕлхи пек вĕрентет. Вăл шутра 14 тутар шкулĕ, 5 шкулта – ирçе чĕлхине ăса хываççĕ.
Эпир те тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсем ирттеретпĕр. «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурса тĕрлĕ регионсенчен хутшăнаççĕ. Чĕлхемĕре вĕренекенсене эпир çулсерен çуллахи «Еткер» лагере йышăнатпăр. Ăренпур тăрăхĕнчен те килеççĕ пирĕн патăмăра канма. Вĕренӳре-и, канура-и – эпир Яковлев вĕрентине тĕпе хуратпăр. Эпир унран çынлăха, чунлăха, ырлăха вĕренетпĕр,- терĕ вăл пурне те Шупашкара пыма йыхравласа.
Калаçăва малалла ЧНК членĕ, ЧПУри педагогика кафедрин доценчĕ И.В.Кожанов тăсрĕ.
-Шел, чĕлхемĕре пĕлекенсен шучĕ чакса пырать. Ашшĕ-амăшĕ чăваш, анчах ачи чăвашла пĕлмест. Ирĕксĕрех вăл хăйне вырăс тет. Çапла чакса пыратпăр. Пирĕн малашне чĕлхене тĕрлĕ енлĕ вĕрентмелле – социаллă пурнăçпа культура комплексне пĕрлештерсе, паллах, Яковлев вĕрентĕвĕсене тĕпе хурса. Чĕлхене юратма вĕрентессинче çемьен витĕмĕ питĕ пысăк,- терĕ вăл.
Самар хăни, «Пехил» культура обществин ертӳçин çумĕ П.В.Абрамов чунне уçса хĕрӳллĕн калаçрĕ.
-Пирĕн облаçра общество йĕркеленни 20 çул. Çав хушăра эпир те малалла аталантăмăр. Халĕ чăвашла калаçма та вăтанмастпăр. Кашни ялта тенĕ пекех юрă ушкăнĕ чăмăртанчĕ. «Самар Ен» ушкăн область тулашĕнчи уявсенче те кĕтнĕ хăна. Пĕлтĕр сирĕн облаçри Çĕнĕ Малăклари Çăкăр уявне килсе савăнтартăмăр. Кăçал 15-мĕш хут Акатуй ирттересшĕн, - терĕ вăл пурне те хăнана йыхрав яма шантарса.
Ульяновск облаçĕнчи учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн методисчĕ В.А. Архипова ытларах облаçра чĕлхемĕре вĕрентекенсен ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
-Яковлев ĕçне малалла тăсса пирĕн вĕрентӳçĕсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Тăван чĕлхене вĕрентесси халĕ йăлтах вĕрентӳçĕсем çине тиенчĕ темелле. Çак ĕçе пултаруллă, тăрăшуллă ентешсем тӳсĕмлĕ пурнăçласа пыраççĕ. Çĕре çити тав вĕсене уншăн, - терĕ вăл кашни вĕрентӳçĕн хушаматне асăнса.
Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенте чĕлхемĕре вĕрентекен В.Г.Галкинана итлеме питĕ интереслĕ пулчĕ. Унăн кукамăшĕ Пелагея Петровна Иванова Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ. Ку çеç те мар, вăл Иван Яковлевича тăван та килет.
-Иван Яковлевич пулăшман пулсан,тен, манăн кукамайăн шăпи пачах урăхла пулĕччĕ. Вăл ĕмĕрĕпех шкулта вăй хунă. Ленин орденне тивĕçнĕ. Кукамай йĕрĕпе малалла пирĕн йăхрисем йăлтах вĕрентӳçĕ профессине суйласа илнĕ. Тăватă сыпăкри тăванăмăрсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 1099 çул! Çамрăк ăрăва ăс парас ĕçре кашни 40-43-шер çул тăрăшнă. Телее, пирĕн ачасем те вĕрентӳçĕ профессинех суйласа илеççĕ,- терĕ вăл сăмахĕсене йăх-тымар альбомĕнчи сăн ӳкерчĕксемпе çирĕплетсе. Валентина Григорьевнана пухăннисем сцена çинчен ура çине тăрса тăвăллăн алă çупса ăсатрĕç.
Иван Яковлев çуралнă ялтан –Кăнна Кушкинчен – килнĕ ентешĕмĕр, И.Я. Яковлев музейĕн пуçлăхĕ А.А.Пыркин куллен туса пыракан ĕçĕсем çинче чарăнсах тăмарĕ. Тăван ялĕ çулран-çул пĕтсе пыни, çынсен шучĕ чакса пыни çинчен пăшăрханса калаçрĕ.
-Пирĕн патăмăрта паян кунччен Чăваш Ен пуçлăхĕсем пулман. Л.П. Кураков пулăшнипе Аслă Вĕрентекенĕмĕр 150 çул тултарнă тĕле чаплă музей уçма пултартăмăр. Тав Сире уншăн, Лев Пантелеймонович,- терĕ вăл пуç тайса. - Халĕ шкулта мĕнпурĕ те 26 ача вĕренет. Çулталăк хушшинче ялта 51 çын чакрĕ. Çемйисемпех куçа-куçа каяççĕ. Сăлтавĕ – ĕç çукки. Малашне те çак хăвăртлăхпа чаксан тепĕр 10 çултан Кăнна Кушки ялĕ пĕтет. Мĕншĕн Чăваш Ен пуçлăхĕ пуканĕ çине ларас умĕн аллине Яковлев Халалĕ çине хурса тупа тăвас мар-ха? Кайран чăваша çӳлелле туртас мар? Ун пеккине кĕтсе илейĕпĕр-ши? Яковлев ячĕпе усă куракансем вара – пайтах.
ЧППУ преподавателĕ Т.В. Денисова чăваш чĕлхипе литература факультечĕпе паллаштарчĕ. Факультет кăçал 80 çул тултарать.
УОЧНКА ертӳçине вăл кĕнекесем парнелерĕ.
УЛППУри наци уйрăмĕнче чăваш литературине вĕрентекен Е.С.Нагорнова пулас вĕрентӳçĕсене хатĕрлес ĕç-хĕл мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. Вĕренме кĕме кăмăл тăвакансен йышĕ чакса пыни пурне те шухăшлаттарни пирки каларĕ.
Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕн шырав пайĕн пуçлăхĕ Р.В. Макарова архивра И.Я. Яковлевпа çыхăннă материалсем сахал мар упранни çинчен пĕлтерчĕ. Чăваш патшалăх архивĕпе пĕрле çак материалсене пĕр çĕре пуçтарса электронлă вариантне тума сĕнчĕ.
ЧНК президенчĕн çумĕ, ЧППУ преподавателĕ К.П. Портнов хăй калаçăвĕнче чĕлхе ыйтăвне çĕклерĕ.
-Шел, эпир халĕ ачасене çемьере чăвашла калаçма вĕрентместпĕр. Йăли-йĕрки пирки манса та кайрăмăр ĕнтĕ. Йăлтах вырăсла тата ют çĕршывла хăтланатпăр. Йăлтах çемьерен, ашшĕ-амăшĕнчен килет. Яковлев çинчен ачасене каласа памалла, унăн халалне кашни пĕлтĕр. Яковлева тĕнче умĕнче хаклама пĕлместпĕр-ха,- терĕ вăл ЧНК малашнехи тĕллевĕсем çине куçса.
Докладсем вĕçленсен пĕтĕм-летсе резолюци йышăнчĕç.
Юлашкинчен Лев Пантелеймонович тухса калаçакансен шухăшĕсем килĕшнине палăртрĕ. Яковлев вулавĕсене хутшăннă кашни çынна хăйсен шухăшĕсене çырса ăна ярса пама сĕнчĕ. Вĕсене пĕр çĕре пухса кĕнеке кăларма шантарчĕ.
 
: 755, Хаçат: 18 (1162), Категори: Яковлев вулавесем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: