Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акан 25-мĕшĕ – Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак куна облаçри чăваш общественноçĕ, шкулсем анлă паллă тăвасси йăлана кĕрсе пырать.
 
Вунпĕр сехетре И.Я. Яковлев палăкĕ умне чăваш хастарĕсем Патриархăмăра пуç тайма пуçтарăнчĕç. Чĕрĕ чечексем хунă хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин ертӳçи Алексей Мордовкин сăмах каларĕ. Вăл тĕнчипе паллă ентешĕмĕрĕн çăмăл мар кун-çулне аса илчĕ, чăвашсене çутта кăларассишĕн вăл калама çук нумай ĕç тума ĕлкĕрни çинче чарăнса тăчĕ.
Облаçри чăваш халăх ăсчахĕсен ертӳçи Николай Розов чăвашсен вилĕмсĕр поэчĕсем тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисен сыпăкĕсене çĕкленӳллĕ кăмăлпа вуласа пачĕ. Ăна итленĕ хыççăн пухăннисен çĕнĕ шухăш çуралчĕ. Нумаях пулмасть облаçри шкулсенче, районсенче, регионсенче сăвă вулассипе шкул ачисен хушшинче Пĕтĕм Раççей конкурсĕсем иртрĕç, çĕнтерӳçĕсене Мускавра палăртрĕç, хаклă парнесем парса чысларĕç. Мĕн-ма пирĕн те чăваш ачисен хушшинче чăваш классикĕсен сăввисене вулассипе конкурс ирттерес мар-ха? Ачасене чăваш литературине, поэзине юратма вĕрентниех пулать вĕт-ха ку… Сĕнĕве УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев ырларĕ. Вĕрентӳ министерствине çитерме шантарчĕ.
Акан 24-мĕшĕнче Яковлев вулавĕсен кунĕнче кунта нумайăшĕ пулнипе-и – пуç тайма килнисем йышлах марччĕ. Çавăнпа та кашни ентеш хăй шухăшне уççăн калама пултарчĕ. Пĕрне Яковлева халалланă уява шкул ачисемпе студентсем хутшăнманни пăшăрхантарать, теприне — телеэкран çинче тутарсенни пек чăваш каналĕ çукки, виççĕмĕшне – Яковлев вулавĕсенче чăваш юрри-кĕвви пач янăраманни.
Чи пахи – йĕркелекенсене вăрçса кӳрентерес тĕллевпе мар, ыттисен умĕнче чăвашсене лайăх енчен кăтартма тăрăшмаллине палăртса каларĕç.
 
: 996, Хаçат: 18 (1162), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: