Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акан 26-мĕшĕнче Халăх пуларулăх музейĕнче тăмран тĕрлĕ теттесем тăвакан маçтăрăн Галя Елисееван юбилей куравĕ уçăлчĕ. Ăна облаçри искусствăпа культура политикин министерстви, Халăх культурин центрĕ тата Халăх пултарулăх музейĕ йĕркеленĕ.
 
Галя Георгиевна (Галя тесе паспортра çырнă) курава чăваш халăх тумĕпе – амăшĕ хăй аллипе тĕртсе çĕленĕ чăваш кĕпипе – тухрĕ.
Ентешĕмĕре саламлама хăйĕн вĕренекенĕсем, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем, ĕçтешĕсем, юлташĕсемпе тăванĕсем пухăнчĕç.
Уява хулари "Созвездие" студийĕн юрăçи чăваш хĕрĕ Екатерина Морозкина "Лашине шăварнăччĕ" юрăпа уçрĕ. Вăл автомеханика техниумĕнче 4-мĕш курсра вĕренет, халăх фольклорне юратать, чăваш юрри-ташшипе кăсăкланать.
Галя Георгиевнан пултарулăхĕпе музей директорĕ И.В.Павлова паллаштарчĕ.
- Пирĕн музей фончĕ çĕнĕ экспонатсемпе пуян. Ăна Галя Георгиевнан тăмран ăсталанă композицийĕсем илемлетеççĕ. Кунта "Посиделки", "Созвездие дружбы", "Троица", "Кошкин дом", "Аленький цветочек" тата ыттисем. Халĕ тата И.С.Гончаров 200 çул тултарнă тĕле халалланă "Обломовский фестиваль" композиципе пуянланчĕ. Кунтах Гальăн юратнă персонажĕсем – Нарспипе Сетнер – "Музей имени К.Иванова" композицийĕнчен, - каласа парать Ирина Васильевна.
Г.Елисееван хăйнеевĕрлĕ пултарулăх почеркĕ, вăл тĕрлĕ темăпа çĕнĕ сюжетсем шырать. Нумай çул хушши ачасене хăйĕн ăсталăхне вĕрентет.
Тухса калаçакансем Галя Елисееван ĕçĕсене пысăк хак пачĕç. Унăн композицийĕсем – чăнласа вылякан театр пек курăнаççĕ. Театрти кашни персонажăн хăйĕн историйĕ, характерĕ, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăвĕ. Çакă пĕтĕмпех маçтăр сценарист шухăшĕпе пулнă.
Галя Елисееван ĕçĕсен куравĕ пĕр уйăха тăсăлĕ. Курма пыракансене хапăл туса кĕтеççĕ.
 
: 614, Хаçат: 18 (1162), Категори: Курав

Комментарисем:

Valery (2014-05-09 05:23:17):
This is what we need - an insight to make eveonrye think

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: