Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск мэрийĕн вĕрентӳ управленийĕ тăваттăмĕш хут ачасен «Туслăх çăлтăрĕ» халăх культурисен фестивальне ирттерчĕ.
 
-Фестиваль Ульяновскра кăна мар, облаçри тĕрлĕ халăхсен культурине, йăли-йĕркине сыхлама, çĕнĕ талантсене тупса палăртма пулăшать. Çавăнпа эпир ăна кашни çулах йĕркелеме тытăнтăмăр, - терĕ уява уçнă май хула мэрийĕн вĕрентӳ управленийĕн тĕп специалисчĕ Роза Халиуллова.
Фестивале тăван чĕлхене вĕрентекен шкулсемпе чăваш, тутар, мордва культура центрĕсем хутшăнчĕç. Шкулсенчен – 1, 9, 12, 13, 21, 28, 34, 37, 46, 48, 55, 56, 61, 63, 64, 69, 72, 91-мĕш номерлисенче тата Кротовкăра вĕренекенсем тăван культурăна чунтан юратнине кăтартма пултарчĕç. Вырăс, чăваш, тутар, мордва халăхĕсен илемлĕ юррисене ачасем çепĕç сассисемпе шăрантарчĕç, çăмăл ташшисене çаптарчĕç. Кăçалхи уяв программи унчченхинчен калăпăшĕпе пĕчĕкрехчĕ (24 номер, 2010 çулта – 42) пулин те пахалăхĕпе чаплăрах пулчĕ. Вырăссем те, тутарсемпе мордвасем те фестивальте «пиçсе çитнĕ» номерсемпе савăнтарчĕç. Чăвашсем пирки уйрăм калас килет. 64-мĕш шкулти Артём Соколов («Шур çеçке» ), 46-мĕш шкулти Мария Ямщикова («Чун-чĕререн»), 63-мĕш шкулти Анастасия Прокопьева («Чун-чĕререн савăнар»), 56-мĕш шкулти Александра Яруськина («Яла»), Кротовка шкулĕнчи Аннăпа Елена Сошниковасем («Анне ăшши»), 12-мĕш шкулти Мария Исаевапа Елена Ирюкова («Анне») юрă номерĕсене пурне килĕшмелле кăтартрĕç, тумĕсем те илемлĕ пулчĕç.
Вырăс, чăваш, тутар, мордва халăхĕсен культурине кăтартса панă ачасем Ульяновскри вĕрентӳ управленийĕн дипломĕсемпе хаклă парнисене тивĕçрĕç.
Тутар, мордва, чăваш автономийĕсен пуçлăхĕсем те фестивале хăйсен парнисемпе килсе çитрĕç. Фестивале хутшăннă ачасемпе вĕсен вĕрентекенĕсене тăван культурăна çӳллĕ шайра тытса пыма пулăшнăшăн тав турĕç.
Уява Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулти культура центрĕн фольклор кружок ертӳçи Екатерина Лашманова тата çак шкултах 11-мĕш класра вĕренекен хастар чăваш каччи Артём Соколов ертсе пычĕç.
 
: 1058, Хаçат: 18 (1162), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: