Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акан 29-мĕшĕнчен Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхĕсем çурхи культурăсене акас ĕçе йышлăн пикеннĕ.
Çуракинче Карсун (палăртнинчен 33 процент), Николаевка (29,2 процент) тата Çинкĕл (25, 3 процент) районĕсем малта пыраççĕ. Çурхи ака хăвăртлăхпа çакăн пекех Инза, Барăш, Мелекесс тата Çĕнĕ Спасск районĕсенче пырать. Пурĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 63,6 пин гектар (палăртнин 20 проценчĕ) акнă. Урпана – 30,5 пин гектар (26 процент), çурхи тулла – 17,7 пин гектар (11 процент), сĕлле – 12,2 пин гектар (34 процент), пăрçана – 3,2 пин гектар (34 процент). 10 районта хĕвелçаврăнăшпа сахăр чĕкĕнтĕрне акма пуçланă.
Ульяновск, Чăнлă тата Чартаклă районĕсенче сахăр чĕкĕнтĕрне лартас ĕçе хастар илсе пыраççĕ. 17,3 пин гектартан 821 гектарне акнă. Çурхи рапса — 2800 гектар (10451 гектар палăртаççĕ). Ку культурăна Вешкайма, Карсун, Мелекесс, Çĕнĕ Малăкла, Ульяновск тата Чăнлă районĕсем акма пикеннĕ. Кивĕ Кăлаткă районĕ сар пăрăç (горчица) акать – 333 гектар пĕтнĕ. Карсун районĕнче – çĕр улми лартма пуçланă, Мелекесра – уçă çĕр çинчи пахча çимĕçе. Пурĕ 3288 гектар çĕр улми акĕç, ытти пахча çимĕç тата 1170 гектар. Пĕр çуллăх курăксене 11,6 пин гектар акнă. Барăш, Кузоватово, Николаевка, Радищево тата Кивĕ Кăлаткă районĕсем нумай çуллăх курăксене акма пуçланă. Палăртнă 9738 гектартан 1923 гектарне (19,7 процент) акнă. Çанталăк аван тăрсан çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтерес шанчăк пур.
 
: 930, Хаçат: 18 (1162), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: