Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вĕсен пурнăç кун-çулĕ çамрăк ăрушăн тĕкĕр пек çап-çутă, тĕслĕхлĕ, илĕртӳллĕ…
 
З О Я
 
Зоя Георгиевна 1938 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче тĕпленсе пурăнакан Софья Григорьевнапа Георгий Фролович Тушкинсен çемйинче тăватă хĕрпе пĕр арçын ачаран пĕрремĕш пулса çут тĕнчене килнĕ. Ачаранах пĕлӳ çăлкуçне «чăмнăскер» вырăнти шкулта çичĕ класс пĕтерет те Чĕмпĕрти Чăваш педагогика училищине çул тытать.
И.Я.Яковлев уçнă шкулта вĕреннĕ 1951-1955 çулсем сисĕнмесĕрех иртсе каяççĕ. Вун çиччĕри пикене Çинкĕл вăтам шкулне юрăпа музыка урокĕсене илсе пыма яраççĕ. Анчах Каша шкулĕн директорĕ – А К.Романов - РОНОна каять те хĕрупраçа хăйсен шкулне куçарттарать.
Зоя Георгиевна пĕтĕмĕшлех вĕрентӳ, воспитани тата обществăлла ĕçсен авăрне кĕрсе ӳкет: Н.С.Лягушкин ертсе пынипе ял клубĕн сцени çинче лартакан спектакльсенче тĕп сăнарсене калăплать (аппăшĕ те – Мария Григорьевна Алексеева - Шупашкарти Чăваш патшалăх драма театрĕн артистки пулнă); ял халăхĕ хушшинче заём сарать; суйлавсем ирттерес ĕçе хастар хутшăнать; ял çамрăкĕсемпе нумай ĕçлет; ялти парти организацин секретарĕ Ф.И.Фуражкин сĕнĕвĕпе комсомолецсене ВКП(б) историне вĕрентет; ял çамрăкĕсен хорне ертсе пырать; шкулта обществăлла майпа пионервожатăй ĕçĕсене йĕркелесе тăрать; хăйĕнчен 2-3 çул çеç кĕçĕнрех каччăсемпе хĕрсене (пĕр урамра пурăннă, пĕрле вылянă) 6-7-мĕш классенче пĕлӳ парать; вĕренекенсене, уйрăмах «йывăртараххисене», хăйне итлементереххисене ташă кружокне тата хора явăçтарса «хăй майлă çавăрать»; пиллĕкмĕш класс ертӳçи пулса вĕсене пĕлӳ çулĕпе ăнăçлăн илсе пырать…
Çапла ырхан, питĕ илĕртӳллĕ пике ял ачисемшĕн юратуллă та хăй патне магнит пек туртма пултаракан Зоя Георгиевна тесе чĕнме тивĕçлĕ вĕрентӳçĕ пулса тăрать.
 
Л Е О Н А Р Д
 
Чăнлă юхан шывĕн Кашан çурçĕр енче выранаçнă Раккассинче 1935 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Леонард Ильич Сидоров çуралать. Вăл Тутар АССРĕн Пăва районĕнчи Элшел шкулĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать те Оренбург çар училищине вĕренме кĕрет. Ăна та питĕ лайăх паллăсемпе пĕтерет.
Пурнăç çамрăксене – Раккасси каччипе Каша хĕрне – мĕнле майпа пĕр çул çине тухма май панă-ха?
1955 çул. Тин çеç артиллери училищинчен вĕренсе тухнă Леонард Сидоров тата Элшел çамрăкĕ, çар училищинче пĕрлĕ вĕреннĕ çывăх юлташĕ Филимонов лейтенантсем Кашара пурăнакан тăванĕсем патне хăнана каяççĕ. Çав вăхăтра Каша клубĕн заведующинче Элшелĕнче Леонардпа пĕрле вĕреннĕ Зоя Тушкинан хĕр юлташĕ Нина Еремеева ĕçленĕ. Вăл чĕннĕ пулнă иккен Раккасси каччисене ял клубне К.Иванов çырнă «Нарспи» поэми тăрăх лартнă спектакль курма. «Нарспипе Сетнер» паллашса каяççĕ. Анчах ку паллашу ăнсăртран пулман. Леонард амăшĕ – Варвара Григорьевна – Зойăна Пăрăнтăк чукун çул станцийĕнче вăл педучилищĕре вĕреннĕ чухнех пĕрре мар курнă. Хĕр ăна килĕшнĕ пулмалла, ывăлне унпа паллашма сĕннĕ.
Каччă хĕршĕн пачах ют çын пулнă. Вăл ăна качча каясси çинчен шухăшламан та.
Леонард çине тăракан, тимлĕ çын пулнă. Отпуск хыççăн отпуск илсе хĕре «йĕрлеме» тытăннă. 1957 çулта Зоя Георгиевна Шупашкара вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерме кайсан каччă амăшĕпе унта пырса çитет. Сидоровсем хĕре хăйсен енне çавăраççех…
Зоя ашшĕ – Георгий Фролович – килĕшесшĕнех пулмасть. Хăтана пынă Пётр Яковлевич Уфимкин амăшне – Лисук аппана – икĕ хутчен каялла ярать: тата икĕ çултан хăтана килме ыйтать. Анчах хĕрĕ Леонарда качча кайма сăмах панине пĕлсен – килĕшет. Раккассипе Кашара вăйлă туй кĕрлесе иртет.
 
С И Д О Р О В С Е М
Туй иртсен Сидоровсем ГДРа тухса каяççĕ. Потсдам çумĕнчи Глау хулинчи çар чаçĕнче Леонард взвод командирĕнче хĕсметре тăрать. Кунта Аслă вăрçа хутшăннă офицерсемпе вĕсен çемйисем чылай пулнă. Çамрăк мăшăра хăйсен йышне хаваспах йышăнаççĕ, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Зоя Георгиевна апат пĕçерме те пĕлсех çитмен пулнă-ха – кӳршĕ хĕрарăмĕ çак вăрттăнлăха алла илме вĕрентсе пынă…
Часах çемье те пысăкланать – 1958 çулхи авăнăн 14-мĕшĕнче Вячеслав çуралать.
Вячеслав Леонардович топосфера çыхăнăвĕн инженерне вĕренсе тухнă, Германире çар çыхăну станцин командирĕ пулнă, службăран вĕрентӳ тытăмне куçнă. Ывăлĕ – Игорь – аслă пĕлӳллĕ компьютерщик-програ ммист. Çемье Мускавра пурăнать.
Сидоровсем Совет Союзне 1960 çулта таврăнаççĕ – Уралта вырнаçнă Кунгур хулине.
Леонард Сидоров капитан ракетăсен çарĕнче тăрса икĕ çул пĕтĕм хавхаланăвне пухса çар академине кĕме хатĕрленет: хăй тĕллĕн, хатĕрлекенсемсĕр (репетиторсемсĕр). Улттăмĕш классен программинчен тытăнса аслă классенче вĕрентекен математикăпа тригонометри таранччен. Мĕн те пулин ăнланмасан çывăхри шкулсенче вĕрентекен математиксемпе физиксенчен ыйтма вăтанмасть. Вырăс чĕлхипе тата литературипе мăшăрĕ – Зоя Георгиевна хатĕрлет.
1962 çулта Леонард Ильич Ленинградри А.Ф.Можайский ячĕллĕ çар инженер академин (паян – Космос институчĕ) радиотехника факультетне вĕренме кĕрет. Сидоровсем академи общежитине вырнаçаççĕ. Пилĕк çемьене – пĕр кухня. Пурин те ачасем пур.
1963 çулта Зоя Георгиевна А.И.Герцен ячĕллĕ педагогика институчĕн шкул тулашĕнче ĕçлекенсене вĕрентсе кăларакан уйрăма вĕренме кĕрет. Конкурс питĕ пысăк пулнă – пĕр вырăншăн çичĕ абитуриент кĕрешнĕ. Мĕншĕн асăннă факультета тетĕр-и? Гарнизонта пурăнакан офицерсен арăмĕсем нумайăшĕ педагогсем – историксем, вырăс чĕлхипе литературин вĕрентӳçĕсем – пулнă. Вĕсем пурте тенĕ пекех ĕçсĕр ларнă.
Зоя Георгиевна институтне 1968 çулта, Леонард Ильич 1967 çулта пĕтермелле пулнă. Виçĕ хĕрарăм юлташ (ыттисен мăшăрĕсем те çар академинче вĕреннĕ) упăшкисемпе пĕр çулта вĕренсе тухас тесе вĕренĕве хăвăртлатма тăрăшнă.
Çак вăхăтра иккĕмĕш класра вĕренекен Вячеслав хăй тĕллĕнех Эрмитажа çӳресе пĕтĕм музее шĕкĕлчет. Паян та аса илет-ха вăл ыттисенчен маларах аслисен çулĕ çине тăнине.
1967 çулта академирен чи аван кăтартусемпе вĕренсе тухнă тăватă офицера, вĕсен хушшинче – Леонард Сидоров та, Мускаври тин çеç уçăлнă Космос центрне ĕçлеме яраççĕ. Леонард Ильич телеметрист пулса ĕçлеме тытăнать. Кунта вăл подполковник званине тивĕçет.
1972 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Сидоровсен иккĕмĕш ывăлĕ – Анатолий - çут тĕнчене килет. Анатолий Леонардович аслă пĕлӳллĕ фирма директорĕнче вăй хурать. Çемье Мускавра пурăнать. Ывăлĕ – Дмитрий – 10-мĕш класра вĕренет.
Леонард Сидоров подполковника Космос центрĕнчен Тип çĕр çинчи çарсен Тĕп штабне куçараççĕ.
1976 çулта ăна ГДРти Иккĕмĕш танк çар штабĕн РЭБ уйрăмĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ. Çав вăхăтрах унти парти организацине ертсе пырать. Хĕрĕхри Леонард Сидоров полковник пакунĕсене тивĕçет.
1980 çулта Леонард Сидоров полковника Мускава – Варшава Договорĕнчи патшалăхсен Пĕрлешӳллĕ Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсен штабне РЭБ (радиоэлектронлă кĕрешӳ) уйрăмне ертсе пыма куçараççĕ. Çемье иккĕмĕш хут Германие куçса каять. Кунта вăл 1991 çулччен çĕршыв хăрушсăрлăхĕшĕн питĕ яваплă ĕç пурнăçлать. 14 орденпа медале тивĕçет. Вĕсен хушшинче «Хĕç-Пăшаллă Вăйсенче тӳрĕ кăмăллă ĕç-хĕлшĕн» тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ те пур.
Çарпа питĕ йывăрпа сывпуллăшнă хыççăн та Леонард Ильич ахаль лармасть – Мускаври Ленин районĕнчи çар комиссариатĕнче призыв çулне çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмра вăй хурать. 2006 çулта çут тĕнчерен уйрăлать.
Çине тăма пултарулăх, ыр кăмăллăх, кăмăлçалăх (отзывчивость), ĕренкелĕх (порядочность), техникăна чунтан юратни, нимĕн çукран мĕн-тĕр усăллă япала маçтăрла пĕлни, çемьешĕн хыпса çунни – акă çамрăк ăрăва тĕслĕх илмелли енсем. Пĕлетĕр-и? Леонард Ильич пурнăçĕнче кашни кун дневник çырса пынă. Вăл кашни кунхи çыравĕнчех «Зоя» ята темиçе хутчен асăннă…
Зоя тенĕрен, полковник мăшăрĕ – «çиппи йĕппинчен» уйрăлман, мăшăрне хавхалантарса, ачисене вĕрентнĕ тата воспитани панисĕр пуçне яланах вĕреннĕ, çĕннине пĕлме тăрăшнă. Германире 1976-1980 çулсенче Фюрстенбург çар хулинче кӳлĕ хĕрринче вырнаçнă 20-мĕш номерлĕ ача пахчин заведующийĕнче вăй хунă. Кӳлĕ леш енче чуна шăнтакан вырăнсем – унта хăй вăхăтĕнче хĕрарăмсен концлагерĕ Равенсбрюк – вырнаçнă пулнă. Ачасене воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунăшăн Зоя Георгиевнана çар штабĕн командованийĕ нумай Хисеп тата Тав хучĕ парса чыс тунă.
1980 çулта Мускава таврăнсан Зоя Георгиевна каллех 4-мĕш номерлĕ педколледжра преподавательте, кайран педпрактика ертӳçинче вăй хунă. 2010 çулта тин тивĕçлĕ канăва кайнă.
Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 47 çул, вĕсенчен 38-шĕ – вĕрентӳ тытăмĕнче. Чи аслă квалификаци категориллĕ вĕрентӳçĕ. Унăн пархатарлă ĕçне патшалăх тивĕçлĕн хак панă: 1993 çулта – «Вĕрентӳ ĕçĕн отличникĕ» паллăпа, 1997 çулта – «Мускав – 850 çулта» медальпе, 1998 çулта – «Вăтам професси вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр паллипе, 2004 çулта – «Раççей профсоюзĕсем – 100 çулта» юбилей медалĕпе тата Мускав вĕрентӳ департаменчĕн тата Мускав мэрин Хисеплĕ хучĕсемпе, дипломĕсемпе тивĕçтернĕ.
Офицер мăшăрĕн çулĕпе ăçта кăна çитмен пулсан та тăван чĕлхепе тăван культура сĕткенĕнчен вăй илсе тăнă. Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен тенĕ пек пĕлӳ пухас ĕçре чарăнман, малаллах талпăннă: çийĕнчен тата мăшăрне, ачисене вĕрентме майсем туса панă. Тушкинсемпе Сидоровсен йăх-тымарне сарнă, пуянлатнă.
Чăнах та, Зоя Георгиевнапа Леонард Ильич Сидоровсен кун-çулĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Кун-çул шăпин куккукĕ çаплах авăтать-ха, Сидоровсем çут тĕнчене парнелесе хăварнă тĕпренчĕкĕсен кун-çулне шутлать.
 
: 980, Хаçат: 18 (1162), Категори: Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: