Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Наталия Моисеева вунпĕрмĕш класра вĕренет. Шкулта вăл аслă классенче вĕренекенсен канашĕн председателĕ, класра виçĕ çул староста пулнă.
Пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать Наталия: шкулти, районти, облаçри, Расçей шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсене те, пултарулăх мероприятийĕсене те.
Саккăрмĕш класчен хĕрача «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренсе пынă. Юлашки çулсенче кăна унăн дневникĕ çинче «тăваттă» паллăсем курăнма пуçланă.
Наталия пĕлĕве тĕрĕслеме май паракан конкурссене яланах хутшăнать – «Русский медвежонок», «Чăваш чĕкеçĕ», «Кенгуру». Районта вĕсенче виççĕмĕш вырăнтан каярах илсе курман. «Чăваш чĕкеçĕнче» пĕлтĕр тăван чĕлхе грамматикине лайăх пĕлнине те çирĕплетнĕ.
Вырăс чĕлхипе литератури, истори, географи предмечĕсемпе пĕрлех юратнă урокĕсем хушшинче рисовани пулнă унăн. Халĕ ку урок тахçанах çук пулин те Наталия час-часах аллине альбом тытать. Çавăнпах шкулти стена хаçатне илемлетессине те час-часах хăй çине илет.
Чипер хĕр «Сарпике» конкурсра та пултарулăхне кăтартнă, малтанлăха районта тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Шкулти «ЮИД» (çул çинчи хăрушсăрлăхăн çамрăк инспекторĕ) ушкăна та çӳрет вăл. 2008 çулта облаçри ăмăртура çĕнтерсе вĕсен ушкăнĕ Хура тинĕс хĕрринчи ачасен «Орлёнок» лагерĕнче канать. Шкулти ташăçăсен ушкăнне те ĕлкĕрет.
Пушă вăхăтра вăл ал ĕçĕпе аппаланма кăмăллать – çĕлет, ал айĕнчи материалсенчен тĕрлĕрен ӳкерчĕксем кăларать. Иртнĕ çул çут çанталăкри материалсемпе хатĕрленĕ ĕçсен «Зелёная планета» конкурсне хутшăнса Наталия регионта иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вăл тунă ĕçе жюри пысăк хак панă.
Малашнехи пурнăçне хĕр дизайнер е юрист профессийĕсемпе çыхăнтарасшăн. Тăванĕсем хушшинче полицире ĕçлекенсем пулнипе вĕсен интереслĕ калавĕсем те хĕре хавхалантараççĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Ирçел ялĕ.
 
: 977, Хаçат: 18 (1162), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: