Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Микулай патшан указĕ 180 çул çитнĕ тĕле)
 
2011 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче пирĕн кĕпĕрнаттăр Чĕмпĕр кĕпĕрнин (паян Ульяновск облаçĕ) историйĕпе культурине вăйлă витĕм кӳнĕ, Раççей шайĕнче тата ун тулашĕнче хамăр региона чапа кăларнă, Чĕмпĕр кĕпĕрнинче çуралса тĕнчипе паллă çыравçă пулса тăнă Иван Александрович Гончарова 2012 çулта 200 çул тултарнă ятпа «Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ» ята памалли хушу кăларнă.
Çак хисеплĕ ята паян пултаруллă çынсене патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем уйрăмах пысăк çитĕнӳсемпе тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн параççĕ. Ульяновск облаçĕнче хисеплĕ гражданлăх институтне 1993 çулта йĕркеленĕ. Каярах – облаçри ытти хуласенче, рабочи поселокĕсемпе саласенче. 1993 çултан пуçласа Хисеплĕ граждан ятне илнĕ çынна Ульяновск облаçĕн Хисеп Ылтăн кĕнекине кĕртеççĕ. 2001 çулхи çурла (август) уйăхĕнчен пуçласа хисеплĕ ята парассине тата Хисеп кĕнекине кĕртес йĕркене Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пуху тĕрĕслевсем хушса çĕнĕ саккун кăларнă.
Йăх-ăрăвăн тата харпăр хăйĕн хисеплĕ гражданлăхне 1832 çулхи акан (апрель) 10-мĕшĕнче Пĕрремĕш Микулай патша манифесчĕпе кăларнă. Çак ята парасси патне темиçе çул-йĕрпе тухма май пулнă: çуралсанах, кам-тăр ыйтнипе тата çарти çитĕнӳсемпе.
Чĕмпĕр хулин Хисеплĕ гражданĕ ятне Хула Думи ыйтса çырнă хут тăрăх хула çыннисене те, Раççей империйĕнче пурăнакансене те панă. Чĕмпĕрĕн малтанхи Хисеплĕ гражданĕсенчен пĕри — Сергей Юльевич Витте. Финанс министрне ку ята 1896 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнинче чукун çул линийĕсене тăснă çĕре хастар хутшăннăшăн панă.
Чĕмпĕрте çак ята усăллă ĕçĕшĕн тата çарти тăрăшулăхĕшĕн тивĕçнĕ купсасенчен пĕрремĕш çын Иван Михайлович Балакирщиков, 3-мĕш гильди купси.
Патшалăх службинче 24 çул тăнă. 1793-1796 тата 1805-1808 çулсенче хула магистратне ратман пулса суйланнă. 1804 çултан пуçласа 1814 çулччен Севесть сучĕн гражданла заседателĕ пулнă.
20 çул хушшинче çарта И.М. Балакирщиков чыспа сум çĕнсе илнĕ. А.М. Загряжский кĕпĕрнаттăр сĕннипе купса ылтăн медале тивĕçнĕ. Мăй çине çакмалли Аннин хăювĕ çине «Тăрăшса ĕçленĕшĕн» тесе çырнă.
Николай Васильевич Голубков – хăй тĕллĕн вĕреннĕ пултаруллă механик, чукун шăратакан завод хуçи. Ун ĕçĕсем куравсенче пĕр хутчен çеç мар дипломсене, медальсене тивĕçнĕ. 1844 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Обществăлла ĕçе 1864 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче пуçăннă. 1869 çулта Чĕмпĕр хулинчи çурт-йĕр тытакансен обществипе шыв пăрăхне еплерех хывнине сăнама ятарлă Комиссине, каярах Пĕрремĕш Хула Думине суйланнă. Слесарьпе механика ĕçĕнче ӳсĕмсем тунăшăн, пăспа ĕçлекен локомобильшĕн кăкăр тата мăй çине çакмалли кĕмĕл тата ылтăн медальсене тивĕçнĕ.
Михаил Федорович Медведев. 2-мĕш гильди купси. 1852 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче çуралнă. 1900 çул мещенрен купсасен ретне Чĕмпĕр хысна палати урли тăнă. Чĕмпĕр уес училищинче курс пĕтернĕ. Обществăлла ĕçе 1900 çулта кӳлĕннĕ. Вăл уйрăмах кавалери полкне вырнаçтарма тесе чултан казарма тунă çĕрте хастарлăх кăтартнă. Тăрăшулăхшăн кĕмĕл медаль панă.
Алексей Петрович Кирпичников. 1851 çул çуралнă. 2-мĕш гильди купси. Чĕмпĕрте темиçе лавкка тытнă, çăкăр, сахăр, чей йышши апат-çимĕç, ылтăн-кĕмĕл сутнă.
1862-1864 çулсенче А.П. Кирпичников Чĕмпĕр Хула Думин председателĕ пулнă. Çак çулсенче Хулари обществăлла банк уçăлнă, хулари перекет касси ĕçлеме пуçланă, хĕрсен училищин никĕсĕнче ял хуçалăхĕн апат-çимĕçĕн куравĕ уçăлнă.
Ачасăр пулнипе 1882 çулта Алексей Петрович хулана Ярмăркка площадĕнче тата Новоказанская урамра вырнаçнă икĕ çуртне халалласа хăварнă. 1884 çулта – тата 20 пин тенкĕ ача-пăча приютне вырнаçтарма пĕр хутлă çурт тума (паян вăл çуртра Гагаринпа Можайский урамĕсем пĕрлешекен вырăнта Ульяновскри граждан авиацин кивĕ çурчĕсем вырнаçнă).
Иван Иванович Сусоколов. Чĕмпĕрти 2-мĕш гильди купси, çурт-йĕр хуçи, Хисеплĕ граждан, обществăлла деятель. Хулари обществăлла банкăн пĕрремĕш директорĕ. Чĕмпĕрте банк ĕçĕн аталанăвĕшĕн нумай тунă çын. 1840 çултанпа Чĕмпĕрте çутă эрехпе сăра, пыл вĕретекен завод хуçи пулнă. Кĕпĕрнере пуçласа çĕр улмирен спирт тума пуçланă.
И.И.Сусоколов — темиçе кирпĕч çурт, суту-илӳ лавккисен, ĕçме-çиме кĕмелли çурт-йĕр хуçи. Карамзин вулавăшĕн комитечĕн членĕ.
Ытларах чухне Хисеплĕ граждансем хулапа унта пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшнă тивĕçлĕ çынсем пулнă. Халь çак ырă йăлана паянхи Хисеплĕ граждансем тăсаççĕ. Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче вĕсенчен хăшĕсен харпăр фончĕсем упранаççĕ: паллă литераторпа таврапĕлӳçĕ Жорес Александрович Трофимов, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Николай Григорьевич Левинтов, Борис Васильевич Аржанцев архитектор, таврапĕлӳçĕ.
Хисеплĕ граждансем хушшинче халăха çутта кăларас тесе тăрăшнă ĕçчен чăвашсем те пур. Вĕсем – Иван Николаевич Юркин, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Пӳркел хресченĕ, таврапĕлӳçĕ, этнограф, литератор, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи ăсчахсен архив комиссийĕн членĕ И.Н.Юркин.
Иван Николаевич харпăр фондĕнче алçыруллă хайлăвĕсен пуххисем упранаççĕ: «Мул» повеçĕ, «Золотой Ключ» очеркĕ; (Атăлçи Кама тăрăхĕнчи Пăлхар патшалăхĕн историйĕ валли), «О культурном влиянии чувашей на мордву», «Русское духовенство среди чуваш», «Инородцы в Карсунском уезде» статйисем. Çаплах фондра сыхлавра: И.Н. Юркин пухнă чăваш халăх паллисем (ваттисем сăнанинчен), вĕрӳ-суру чĕлхи, сутмалли юмахсем, халăх каларăшĕсем, 1924 çулта пичетленнĕ чăваш грамматики-морфолог ийĕ.
Ульяновск хулин Хисеплĕ гражданĕ — чăваш халăхне çутта кăларнă паллă чăваш И.Я. Яковлев. Иван Яковлевич чăваш алфавичĕпе (1871) чăваш букварьне (1872) йĕркеленĕ, Чĕмпĕр чăваш шкулне уçса ертсе пынă (1868-1919), Хусан вĕрентӳ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ (1875-1903), обществăлла деятель, Чĕмпĕрте И.А. Гончаров çурт-палăкне çĕклекен строительство комиссийĕн председателĕ, чăн стат канашçи.
 
: 949, Хаçат: 18 (1162), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: