Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Какую Россию мы потеряли» фильмра Станислав Говорухин режиссёр Ленинăн чăваш тымарĕсем пирки тӳрремĕнех калать. Чăвашсен паллă писателĕ Юхма Мишши 1970 çулта хăйне В.В.Василевский куçаруçă Мариэтта Сергеевна Шагинянпа паллаштарни пирки каласа пани те пур. Мариэтта Шагинян – «Семья Ульяновых» кĕнекен тата Ленин пирки çырнă кĕнекесен авторĕ.
Юхма СССР Писательсен пĕрлĕхĕнче тухса калаçнă хыççăн ун патне Мариэтта Сергеевна пырса: «Юхма, эс чăваш. Ленин чăваш пулнине пĕлетĕн-и?», - тет. Юхма кун пирки илтнине, анчах нимĕнле документсемпе çирĕплетменнине калать. Шагинян кун пек документсем хăйĕн пуррине пĕлтерет, темиçе кунран хăйĕн «Лениниана» кĕнекине кăтартать. Шăпах кунта чăвашсене интереслентерекен мĕнпур документсене курма пулать тет.
Мариэтта Шагинян «Ленинианăра» Астраханьти магистрат докуменчĕсемпе Ульяновсен йăхне тĕпченипе вулакансене паллаштарать. Унта ача кĕтекен Ульяна хăйне хула мещенĕсен шутне кĕртме ыйтса çырнă документа илсе кăтартнă. Унччен хĕрача такам патĕнче чурара пурăннă пулнă. Анчах та ун чухне Раççейре официаллă чуралăх пулманнипе кун пек çынсене «мещен» тесе çырма ирĕк панă. Ульяна ывăл çуратать, ăна Николай ят парса хушаматне, хĕр пуççăн çуратнине палăртса, Ульянин çыраççĕ. Николай православи тĕнне йышăнать, калмык хĕрне качча илет. Темиçе çултан кăна ывăлĕ Илья хушаматне улăштарса «Ульянов» тесе çыртарма пултарать.
Ку фактсем «Ленинианăн» иккĕмĕш изданийĕнче «çухалаççĕ». Ульяновсен йăхĕн пач урăхла историйĕ çуралать. Ĕç çапла пулса тухать: пĕрремĕш издани çут тĕнчене тухсан кĕнеке лавккисенчен пит хăвăрт çухалать. Анчах савăнса кайнă Шагиняна КПССăн тĕп комитетне чĕнтереççĕ те: «Эсир хăвăр кĕнекене миллион тиражпа кăларса Ленин премийĕн лауреачĕ пуласшăн-и?» - тесе ыйтаççĕ. Шагинян сĕнӳпе килĕшнине палăртсан ăна Ульяновсен йăхĕ пирки суйса çырнă хут çине алă пусма ыйтаççĕ.
Çапла халăх Мариэтта Шагинянăн «Лениниана» кĕнекин иккĕмĕш изданийпе паллашать. Пĕрремĕш изданийĕн шăпи вара пĕр самантра татăлать. Вĕсене лавккаран, Ленин вулавăшĕ таранччен пуçтарса илсе веçех çунтарса яраççĕ. Кĕнекен пĕр экземплярĕ кăна авторта юлать.
Ленинградри паллă писатель Николай Григорьев 1969 çулта кăларнă «Отец» кĕнекинче Илья Николаевич, Сашăпа Володя ывăлĕсем Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче уçăлнă вулавăша кĕнекесем илсе килнине çырса кăтартать. Илья Николаевич математика учителĕпе Никифор Михайлович Охотниковпа чăвашла калаçать.
Михаил Юхма Н.Ф.Григорьевпа та курса калаçать. Писатель Илья Николаевич хăй чăваш пулнине те, чăваш чĕлхине нихăçан манманнине тата ачисем те кун пирки астуччăр, чăваш чĕлхине вĕренччĕр тесе тăрăшни пирки каласа парать. «Отец» кĕнекене документсемпе усă курса çырнине те пĕлтерет писатель. Унта Володя Ульянов Охотниковпа чăвашла калаçнă эпизод та пулнă, анчах ăна кĕскетме тивнĕ.
Пушкăртстан.
 
: 886, Хаçат: 18 (1162), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: