Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ авалхи çулçӳревçĕсем çинчен вулама юрататăп. Пуçăмри çӳçĕм шуралса пынă майăн, ним шухăшламасăр çулçӳреве тухаймастăп ĕнтĕ. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ «Дорогой Ибн-Фадлана» статьяна кăсăклансах вуларăм. «Кам вăл?» - ыйтма пуçларĕç чăваш юлташсем. Эпĕ вĕсене Феликс Касимов çырнă «Страницы истории Мелекесса» кĕнекепе паллаштартăм. Ентешĕмсене уйрăмах унăн «Путешествия на Среднюю Волгу. Старинные карты» пайĕ тыткăнларĕ. Унта мĕн çырнине «Канаш» хаçат тусĕсене те пĕлтерес шухăш çуралчĕ.
«… 922 çулта инçетри Багдадран Пăлхара Атăл хĕррине мăсăльман тĕнне вĕрентекенсене-сара кансен караванĕ килнĕ. Вĕсем кунта Багдад халифĕпе çыхăну шыракан Пăлхар патши Алмуш сĕнĕвĕпе килсе çитнĕ. Пăлхарсем, патшалăх тĕнĕ вырăнне ислама йышăннăскерсем, çулсерен куланай тӳлесе тăнă хазарсенчен сыхланса пурăнма крепость туса пама ыйтнă. Маларах кĕрсе кайса çакна палăртса хăвармалла: мĕн ыйтни – пурнăçланман, халиф укçа паман, строительсемпе те тивĕçтермен. Алмуш вара Багдад йăла-йĕркине мар, Вăтам Азийĕнне йышăннă.
921 çулхи караван маршручĕ Иран, Вăтам Ази, Бухара, Хорезма çитмелли Амударья тăрăхĕпе иртнĕ. Посольство кунта хĕл каçнă та тепĕр çулăн пуш уйăхĕнче çулçурев малалла тăсăлнă. Вĕсем Усть-Урт пуш хирĕпе Каспи тăрăхĕнчи хирсене пысăк йывăрлăхпа парăнтарнă. Урал юхан шывĕ урлă каçма та çăмăл пулман.Вăл Ибн-Фадлан каланă тăрăх, «чи пысăк, пысăк хăвăртлăхпа юхакан юхан шыв» пулнă. Çуркунне пулнă. Пĕтĕрĕнсе юхакан шыв вĕрсе хăпартнă михĕсене, тĕвесене тата япаласене юхтарса кайнă. Нумай çын путса вилнĕ. Малалла Ибн-Фадлан çул çинче тĕл пулакан юхан шывсене çăмăллăнах парăнтарать. Çулçӳревĕн юлашки тапхăрĕнче вĕсен çулĕ çинче Самур (Самар), Кинал (Кинель), Сух (Сок), Конджюлю (Кондурча), Джарам-шан (Черемшан), Урен, Урем, Байнах (Майна), Ватыг (Утка) вырăнсем тĕл пулаççĕ. Кун хыççăн çулçӳревçĕсем паянхи тутар ялĕ Виçĕ Кӳлĕ (Три Озера) патне çитеççĕ. Уренпе Урем ятсен çывăхлăхĕ хальхи Уренбашпа Урень юхан шывсем çинчен калаçу пынине тавçăрса илме пулать. Вĕсем Çарăмсанпа Майна хушшинче вырнаçнă. Çакăнтан Çарăмсан каççи паянхи Никольское ялĕнчен инçех марри паллă. Малалла караван Майна тата Утка юхан шывĕсен юххи май пынă, унтан Атăл хĕррипе – çурçĕрелле…».
Феликс Касимов Аль-Мухтадир халиф Пăлхарсен пуçлăхĕ Алмуш патне 921 çулта янă караван çулçӳревĕн карттине-ĕлкине (схемине) те тунă. Вăл мана çапла ăнлантарса пачĕ: «А.П.Ковальский «Ахмед Ибн-Фадланăн Вăтам Атăл тăрăхне йĕркеленĕ çулçӳревĕ» тĕпчев ĕçĕнче 1000 çул каялла пулнине тĕплĕн çутатса панă».
Ăсчах-таврапĕлӳçĕ авалхи историпе çак кĕнеке çине пăрăнни (экскурс) Ибн-Фадлан кам пулнине пĕлесшĕн çунакансен ыйтăвне хуравлать те ĕнтĕ.
 
Димитровград хули.
 
: 885, Хаçат: 18 (1162), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: