Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн тата правительство председателĕн Сергей Морозовăн йышăну вăхăчĕсем:
-тунтикун, юнкун – 9 сехетрен тытăнса 13 сехетчен;
-кĕçнерникун – 14 сехетрен тытăнса 19 сехетчен;
-кашни уйăхăн юлашки шăматкунĕнче – 10 сехетрен тытăнса 12 сехетчен (уяв кунĕсемсĕр пуçне).
Çак телефонсемпе ыйтса пĕлме пулать:
-халăхран килнĕ çырусем пирки – (842) 41-41-20;
-ыйту парас тетĕр пулсан – (8422) 41-25-06, 42-10-95;
-тăтăш йышăнакан телефон –(8422) 41-37-26.
Облаçри правительствăна тӳлевсĕр шăнкăравламалли телефон – 8-800-100-0114. Вăл тунтикунтан тытăнса эрнекунччен 9.00 сехетрен тытăнса 18.00 сехетчен йышăнать (апат вăхăчĕ 13.00–14.00).
Халăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекенсем – область кĕпĕрнаттăрĕн тата правительствăн аппарачĕн ертӳçин çумĕ – Ольга Петровна Щипанова тата канцеляри департаменчĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Николаевна Сухова.
Область кĕпĕрнаттăрĕн тата правительствăн йышăну пӳлĕмĕ çак адреспа вырнаçнă: Ульяновск хули, Ленин тӳремĕ,1-мĕш çурт.
 
МУЗЕЙ УÇĂЛНĂ
Ульяновскра «Археология Симбирского края» музей ĕçлеме тытăннă.
Вăл «Родина В.И.Ленина» музей-заповедник шутĕнче 16-мĕш музей шутланать. Ăна Александр Петрович Языков дворянăн çĕнетсе юсанă çуртне вырнаçтарнă (Лев Толстой урамĕнчи 67-мĕш çурт).
Музейăн тĕп экспозицийĕсем пирĕн тăрăхăн пĕрремĕш пурăнаканĕсен пурнăçĕпе паллаштараççĕ. Кунта археологи лабораторийĕ пулмалла. Музейăн пĕр залĕнче «Археологическая песочница» вырнаçмалла. Курма пыракансем ятарлă инструментсемпе археологи çăл куçĕсене шыраса тупма пултарĕç.
 
: 920, Хаçат: 19 (1163), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: