Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Краснов Чăваш патшалăх университечĕн Ульяновскри вĕрентӳпе консультаци пунктĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетне пĕтернĕ. Облаçра Кĕрешӳ йĕркелесе янă. Спорт маçтăрĕн кандидачĕ, тренер. Облаçри хушма предметсене вĕрентекенсен хушшинче иртекен «Сердце отдаю детям» конкурсăн çĕнтерӳçи, УОЧНКАн спорт комитечĕн ертӳçи. Паян вăл «Канаш» редакци хăни.
 
-Сергей Михайлович, спортпа эсир хăçантанпа туслă?
-Футбол, хоккей вăййисемпе ялта ӳсекен кашни арçын ачах аппаланнă ĕнтĕ. Йĕлтĕрпе чупассипе тата многоборье енĕпе, ГТО нормисене парассипе вăйлисен шутĕнчеччĕ. Кĕрешес мелсене шкулта вĕреннĕ çулсенчех алла илме май пулчĕ. Манран аслăрах юлташ Сергей Трифонов Аслă Нагаткинра вĕренетчĕ, вăл ирĕклĕ кĕрешессипе секцие çӳретчĕ. Канмалли кунсенче яла таврăнсан çерем çине кĕрешме тухаттăмăр. Вăл пире, кĕçĕннисене, правилăсене пăхăнса кĕрешме вĕрентетчĕ. Спортпа вара шкул пĕтерсе, заводра ĕçлеме тытăнсан «Динамо» спорт клубĕнче туслашрăм. Салтакра та мана спортра пиçĕхни питĕ кирлĕ пулчĕ.
-Çар тивĕçне ăçта пурнăçларăр?
-Эпĕ Туркестан çар округне лекрĕм. Уйрăм разведка округĕнчи взвод командирĕн çумĕн тивĕçне шанса пачĕç. Салтакран аслă сержант пакунĕпе таврăнтăм. Милици шкулне вĕренме кĕтĕм. Нальчикра виçĕ çул хушши кинолога вĕрентĕм. Службăри анчăксене милицие пулăшма хăнăхтараттăм. Нимĕç овчаркисене Ульяновскран илсе килетчĕç. Кинологсен хушшинче ăмăртусем иртетчĕç. Эпĕ пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсене кашни çулах хутшăнса призёр ятне илме тивĕçлĕ пултăм. Вĕренсе тухсан 11 çул ведомство тулашĕнчи хуралта ĕçлерĕм.
-Чăваш наци юхăмне мĕнле лекрĕр?
-Чăвашлăх авăрне кĕрсе кайиччен эпĕ пĕр вăхăт услам ĕçĕпе аппаланса илтĕм. Тăхăрвуннăмĕш çулсенче ĕç укçи начар тӳлеме тытăннине кашниех хăй çинче туйнă пулĕ. Çуршар çул алла укçа тытман вăхăтсем те пулчĕç. Тетесем услам ĕçĕпе аппаланнипе эпĕ те вĕсен çумне çыпăçрăм темелле.
Кĕрешес кăмăлăм манра яланах пулнă. Шупашкарта чăваш Кĕрешĕвĕ йĕркеленсе кайсан унта курма каяттăм. Юлташсем мана кĕрешме хистерĕç. Тепĕр çул каллех чĕнсе ячĕç. Çапла эпĕ Чăваш Енĕн кĕмĕл призёрĕ ятне те çĕнсе илтĕм. Çак çулсенче манра Чĕмпĕрте чăваш Кĕрешĕвне йĕркелес шухăш çуралчĕ. Çав тĕллевпе эпĕ Засвияжски районĕнчи Ача-пăча пултарулăх центрне кайрăм. Вĕсем мана Ульяновскри 55-мĕш шкула ячĕç. Шкул администрацийĕ ман шухăша ырларĕ. Эпĕ çирĕпрех ачасене пуçтарса ĕçе пикентĕм. Анчах тренер ĕçне илсе пыма мана аслă пĕлӳ кирлĕччĕ. Шăпах çав тĕле Чĕмпĕрте ЧПУ вĕрентӳпе консультаци пунктне уçнăччĕ. Эпĕ унта вĕренме кĕтĕм. Куçăмсăр вĕреннипе пĕрлех тренер-педагог ĕçне илсе пытăм. Малтан сакăр сехет пачĕç, каярахпа – 1,5 ставка. Çак ĕçе сакăр çул хаваспах туса пытăм. Ăмăртусем ирттерме çулран-çул йывăрланса пычĕ. Мероприятисене укçасăр ирттерейместĕн. Кашни ăмăрту умĕн укçа-тенкĕ шырамалла. Тĕрĕссипе, çапла кĕлмĕçленсе йăлăхтарчĕ. Эпĕ пуçарса янă ĕç, телее, малалла пырать. Халĕ вăл Виталий Сафронов аллинче.
-Халĕ эсир мĕн ĕçпе аппаланатăр?
-Каллех услам ĕçне таврăнтăм. Пĕтĕм тĕнчери «Весна здоровья» компанире ĕçлетĕп. Интернетра курса унăн ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашрăм. Кĕске вăхăтрах маркетинг маçтăрĕ ятне илме тивĕçлĕ пултăм. Пирĕн компани халăха кирлĕ, сывлăхшăн сиенсĕр, Европа шайĕнчи таварсем сутать. Паллах, лицензи пур. Ĕçсем аван пырсан компани ют çĕршывсене канма путёвка уйăрать. Эпĕ çу уйăхĕн 3-24-мĕшĕсенче Грецире канатăп.
-Эсир çулсерен Шупашкара çулçӳрев йĕркелетĕр. Нумай ентеш эсир пулăшнипе Чăваш Ен тĕп хулине çитсе курчĕ, сире чĕререн тав тăвать. Мĕнле майпа тытăнса кайрĕ-ха ку ĕç?
-Вĕрентӳпе консультаци пунктĕнче вĕреннĕ чух (2001 çулта) пĕрле вĕренекен 11 çамрăка Шупашкар хулине курма илсе кайрăм. Малтан ЧПУ ректорачĕпе çыхăнса каç выртма общежити пирки калаçса татăлтăм. Автобуспа кашни хăй тӳлесе кайрăмăр. Питĕ кăмăллă кайса килтĕмĕр. Çавăнтан тытăнса эпĕ çулсерен Республика кунĕнче – çĕртме (июнь) уйăхĕн 23-25-мĕшĕсенче – шурă Шупашкара пĕр "ГАЗель" е "Форд" саккас парса экскурси йĕркелетĕп. Çулсерен маршрут интересленсе, пуянланса пырать. Халĕ эпир Атăл леш енчи турбазăра чарăнатпăр. Паллă артистсене чĕнсе концерт йĕркелетпĕр. Унсăр пуçне мунча кĕретпĕр, кăвайт çинче шашлык пĕçеретпĕр, юрлатпăр, ташлатпăр, савăнатпăр. Паллах, хулари мĕнпур паллă вырăнсене çитсе куратпăр. Асăннă мероприятисем йăлтах билет хакне кĕреççĕ. Çак ĕçе эпĕ чун туртнипе туса пыратăп. Ентешĕмĕрсем тав тăваççĕ пулсан эпĕ кирлĕ ĕçпе аппаланатăп. Çакă савăнтарать.
-Калаçушăн пысăк тав, Сергей Михайлович. Пархатарлă ĕçсем тăвас кăмăл сирте ан иксĕлтĕр.
 
: 979, Хаçат: 19 (1163), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: