Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1989 çултанпа кашни çулах ака уйăхĕн юлашки шăматкунĕнче «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев музей-хваттерĕнче» Ульяновскри чăваш педучилищинчен вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ иртет. Хаваспах пуçтарăнаççĕ çак кун музея ватăсем, мĕншĕн тесен пĕрле пухăнса аса илĕвĕсенче самай аякри ачалăха путаççĕ, хăйсем вĕреннĕ вăхăта, преподавательсене аса илеççĕ.
Çулран-çул тĕлпулăва килекенсен шучĕ сайралса пырать пулин те унăн пĕлтерĕшĕпе ăшăлăхĕ чакмасть. Кăçалхи уява хăшĕсем мăшăрĕсемпе килчĕç.
И.Я.Яковлев вăхăтĕнчи Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи хор хулара чи вăйли шутланнă. 1956 çулта шкул хупăничченех çак ята сыхласа хăварнă вĕсем. Кашни вĕренекен музыка инструменчĕпе калама пĕлнĕ, юрласси-ташлассипе палăрнă. Çамрăклăха аса илтерес тесе музей заведующийĕ Нина Литвинова тата Светлана Борисова сотрудник тĕлпулăва илемлĕ пултарулăх смотрĕ евĕр йĕркелерĕç.
Ертсе пыракансем хăйсем вырăс тата чăваш юррисене юрласа пачĕç. Кайран чăваш педучилищинчен вĕренсе тухнисем те пултарулăх номерĕсене кăтартма пуçларĕç. Çитмĕл урлă каçнă, тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă педагогсем паян та хăйсен ятне çӳлте тытса пыраççĕ. Вĕсенчен кашни тенĕ пек сăвă çырать. Зинаида Черняева-Исаева, Мария Гришанова, Валентина Ельцова-Соколова хăйсен тата ытти авторсен сăввисене чуна витмелле вуларĕç. Çак пултарулăха чăваш педучилищинче вĕреннĕ вăхăтра мĕнле туптанине хавхаланса та мухтанса каласа пачĕç. Мария Гришанова педучилищĕре те чи хастарри, пултарулли шутланнă, тĕлпулура та тĕлĕнтерчĕ: пĕр чарăнми пăхмасăр сăвăсем каларĕ, ĕлĕкхи вырăс юррине юрласа пачĕ. Ури аран утнă пирки ташлама пултарайманнипе кăна кăшт кăмăлсăрланчĕ. Çамрăкранпа юлташлă Лидия Пироговапа Валентина Ельцова «Студенточка» юрра шăрантарчĕç.
И.Я.Яковлев шкулĕнче пуçтарăннисем хушшинче чăвашсем ытларах пулчĕç. Валентина Ельцова инçе çула пăхмасăрах Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ, Анна Чекалина-Романова – Майна районĕнчи Уржумран, Лидия Сапожникова – Тутарстанри Пăва районĕнчи Пӳркелĕнчен, Василий Коноваловпа мăшăрĕ - Чартаклă районĕнчи Малаевкăран, Лидия Пирогова – Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçентен, Мария Галкина, Гордей Яковлев, Геннадий Степановпа мăшăрĕ, Алексей Митрофанов – Ульяновскран.
-Ман юлташсене курас килет, кунта ачалăх вĕçленнĕ, хамăр ушкăна пĕрремĕш çемье теме пултаратăп. Пĕр-пĕрне эпир халĕ те ятран чĕнетпĕр. Пирĕн «4А» ушкăн вĕренсе тухни кăçал 55 çул çитрĕ. Пĕрле вĕреннисем пурте Çын пулчĕç, кашнинпе мухтанма пултаратпăр. Эпир паянхи кунччен пĕр-пĕринпе çыхăну тытатпăр, ман юбилее пĕлтĕр улттăн пычĕç. Çакăн пек тĕлпулусем ирттерекенсене чунтан тав тăватăп. Çулталăкра пĕрре темле вăхăт пулмасан та Чĕмпĕре килепех, - терĕ Валентина Евгеньевна.
Унăн шухăшне ыттисем те ырларĕç:
-Ура утма пăрахиччен хамăр шкула тĕлпулăва килме пăрахас марччĕ, - терĕç Перасковья Великановапа Роза Антонова. Вĕсем пĕр тĕлпулуран та юлмаççĕ.
Чăваш педучилищинчен вĕренсе тухнисен ятĕнчен Антонина Белова музей ĕçченĕсене тав туса асăнмалăх Д.Кузьмин хатĕрленĕ «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнеке парнелерĕ.
Тĕлпулăва “Алиса» садикри ачасем пултарулăх номерĕсемпе илемлетрĕç.
Калаçу сĕтел хушшинче чейпе канихвет, çемçе кукли çинĕ май нумайлăха тăсăлчĕ.
 
: 832, Хаçат: 19 (1163), Категори: Тĕлпулу

Комментарисем:

Emberlynn (2016-06-30 13:01:26):
Beautyĕ I enjoy this colorĔ as wellĕ It just reminds me of this whole eraĕ The wheels I personally could do with outĔ I necessarily meanĔ not literallyĔ as in having it sitting up on blocksĕĕ but much more &loi&o/unbsp/orqginal /&raqua/ rimsӲwheels would be more my tasteĕ I’/m assuming which the wheels are just one area they talk about with some liberties being taken about the restorationĕ Sweet rideĔ even thoughĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: