Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ÇИТМĔЛ ÇУЛ ИРТСЕН…
 
«Паттăрсем çухалмаççĕ!» - тесе ахальтен каламаннине пурнăç хăй çирĕплетрĕ.
 
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 67 çул çитрĕ. Çак калама çук пысăк синкерлĕ пулăмра çĕршыври кашни çемье тенĕ пекех чи çывăх çыннисене çухатрĕ. Пирĕн çемьене те пырса тиврĕ вăрçă сĕрĕмĕ: асатте хыпарсăр çухалчĕ.
Вăл – Яков Иванович Мускин – 1906 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче çуралнă. Тăлăха тăрса юлнă ача пурнăçĕ çăмăлах пулман. Вилмен, тӳрĕ те ырă кăмăллă, ĕçчен çын пулса çитĕннĕ. Ял çыннисемпе, тăванĕсемпе килĕштерсе пурăннă. Мехел çитсен ял пикине – Дарья Ширтанована – качча илнĕ. Вĕсен ултă ачинчен пĕртен-пĕр ывăлĕ çеç сывă та чипер пурăннă. Вăл манăн атте – Николай Яковлевич Мускин. Ялта сумлă çын шутланнă. Ял Совечĕн тата колхоз председателĕсенче вăй хурса ял пуласлăхĕшĕн сахал мар ырă ĕç тунă. Ахальтен мар ăна çĕршыв Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса чыс тунă. Шел, утмăла çитеймесĕрех çут тĕнчерен уйрăлчĕ.
Асатте çĕвĕ ĕçĕпе маçтăр пулнă. Илемлĕ те килĕшӳллĕ кĕрĕксемпе пиншаксем çĕленĕ. 1941 çулта ялти ытти вăйпитти арçынсемпе вăрçа тухса кайнă. Ăна ăсатнă чухне асаттепе асанне юрланă юрра паян та астăвать-ха тăван аппа – Вера Самуиловна Мускина.
Пăхăр-ха йĕс хачă унки çине –
Чĕкеç хӳри пек уйрăлать.
Пăхăр-ха тăванăр çине –
Мĕнпур тăванĕнчен уйрăлать.
Чĕри сиснĕ пулмалла – асатте вăрçăран тăван ялне таврăнаймасть.1942 çулта Мускава нимĕç фашисчĕсенчен хӳтĕленĕ чухне хыпарсăр çухалать…
Кайран атте ăна шыраттарса та пăхать, анчах вăл ăçта тата хăçан вилнине никам та çирĕплетсе параймасть.
Кăçал асатте çухалнăранпа 70 çул çитет. Кашни çулах çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче асатте вилли ăçта выртать-ши тесе пуçа вататтăм. Вăл тупăнасса шанса пурăнаттăм. Ара, паянхи кунччен хыпарсăр çухалнисем тупăнаççĕ вĕт-ха…
Пирĕн çемьене те çак савăнăçлă хыпар çитрĕ – 70 çултан асатте тупăнчĕ! Акка хĕрĕ – Лена Саландаева – икĕ çул каялла «Жди меня» телекăларăм редакцине асаттене шырама пулăшу ыйтса çыру çырса янăччĕ. Унта вăй хуракансем тăрăшнипе асатте Мускав облаçĕнчи Руза районне кĕрекен Тучково посёлокĕнче ытти совет салтакĕсене пытарнă мемориалта выртнине пĕлтĕмĕр. Çак хыпара илтсен чунсенче мĕнле туйăм хускалнине каласа пама сăмах та çитмест. Пирĕн чĕресемпе пĕр вăхăтрах савăнăç та, хурлăх та хуçаланчĕç. Пирĕн куçсенчен виçĕ кун савăнăç куççулĕ юхрĕ! Мĕнле пулса тухать-ха: хыпарсăр çухалнă çыннăн пытарнă вырăнĕ паллă пулсан та атте шыраттарса çырнă çырăва тĕрĕс хурав парайман.
Асатте вил тăпри ăçта пулнине пĕлсен ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче эпир - акка хĕрĕ Лена, шăллăм ывăлĕ Юра тата эпĕ – Тучково посёлокне çитрĕмĕр. Пире Руза районĕн çар комиссариачĕн ĕçченĕ – Владимир Владимирович Баландин (подполковник) – кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Руза таврашĕнче пулса иртнĕ хăрушă çапăçусем çинчен каласа пачĕ. Районпа паллаштарчĕ. Тучково питĕ илемлĕ, вăрманлă тăрăхра вырнаçнă. Кунта хăй вăхăтĕнче тăшман комендатури пулнă. Çакăн çинчен вырăнти музейра та тĕплĕн каласа пачĕç.
Пире Баландин подполковник хăй машини çине лартса мемориал вырнаçнă вырăна илсе кайрĕ. Ун варринче – кăкăрĕ çумне салтак каскине тытнă мрамортан тунă паттăр палăкĕ.
Ун хыçĕнчи вăрăм та пысăк стена çине «Никто не забыт, ничто не забыто» тесе пысăк саспаллисемпе çырса хунă. Айне вырнаçтарнă вунă доска çинче çакăнта пытарнă хĕрлĕ армеецсен хушамачĕсене курма пулать. Асатте хушаматне хăвăрт шыраса тупрăмăр. Акă ăçта выртать иккен пирĕн асатте – Мускав паттăрĕ! Куçăмран куççуль шăпăртатрĕ. Ун вил тăпри çине ялтан илсе килнĕ тăпрана хутăм. Тăван ял тăрăхĕнчен хĕрӳллĕ салам илсе килнине пĕлтертĕм. Вилнĕ çынсем веçех пĕлсе, курса тăраççĕ тенине ĕненсе асаттепе калаçрăм. Малашне те ун патне килсе çӳрессине пĕлтертĕм.
Асаттен вилĕмсĕр ятне яланах асра тытăпăр. Унăн паян ултă мăнук, тăхăр кĕçĕн мăнук, тăватă кĕçĕн мăнукĕн ачи.
Юлашкинчен эпĕ ентешсене вăрçăра çухалнă тăванĕсене мĕнле пулсан та шыраса тупма сĕнесшĕн. Шанчăкпа пурăнмалла. Сире Раççей Федерацийĕн оборона министерствин сайчĕн электрон адресĕ кирлĕ пулсан - тархасшăн: vvvvvv.obd-mеmoriаl .ru е «Жди меня» телекурав редакцине çырса яма пултаратăр.
 
Чăнлă районĕ,
Пухтел ялĕ.
 
: 867, Хаçат: 19 (1163), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: