Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ишевкери культура кунĕнче аякран килнĕ хăнасем нумайччĕ. Вĕсенчен пĕринпе — Сарă Ту облаçĕнчи Пасарлă Карабулак районĕнчи чăвашсен «Энтеш» наципе культура автономин ертӳçин çумĕпе Игорь Васильевич Курышовпа паллашрăмăр. Вăлах Шняев ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
-Пирĕн тăрăхра пин ытла çын пурăнать, вĕсенчен 85 проценчĕ – чăвашсемпе тутарсем. Сирĕн кунта чăвашлăх ĕçĕ аталанни куçкĕретех. Мĕнлерех шайра уявсем ирттерме пултаратăр! Пĕтĕм Раççей чăвашĕсен Акатуйĕ мĕне тăрать! – тет Сарă Ту хăни. – Пирĕн ку енĕпе начартарах çав… Сире область правительстви пулăшса пырать пулсан эпир çӳлтен пулăшу пачах курмастпăр. Апла пулин те ентешĕмĕрсен пурнăçне илемлетес, хамăр йăла-йĕркене сыхласа хăварас тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Облаçра «Поёт родное село» юрă конкурсĕ анлă сарăлнă. Пирĕн юрăçсем унта хаваспах хутшăнса пĕрремĕш вырăнсем йышăнаççĕ. Пĕлтĕр пĕрремĕш Акатуй ирттерме вăй-хал çитертĕмĕр. Чăвашсем «вăранни» савăнтарать, хавхалантарать. Йăлана кĕнĕ уявсене те хутшăнма тăрăшатпăр. Тăван çĕршыва Хӳтĕлекенсен кунĕнче, пушăн 8-мĕшĕнче хастарсене саламларăмăр. Авалхи йăласене тытса пыракансем те çук мар. Сăра вĕретекенсем те пур-ха пирĕн, кукăль-пӳремеч ăстисем пирки каламастăп ĕнтĕ. Ал ăстисемпе те мухтанма пултаратпăр. Пĕр чăваш кăçатă йăвалассипе харпăр ĕç пуçарчĕ.
Ĕç-хĕлĕмĕре районти «Вестник района» хаçат çутатса тăрать. Районта пултарулăх ушкăнĕсем нумай. Ялта та 40-50 çынран тăракан хор пур. Унта чăвашсем сахал мар. Чĕлхене вĕрентесси пирки калас пулсан мухтанмаллиех çук: шкулта чĕлхене вĕрентмеççĕ. Çине тăрсан, тен, çак ĕçе йĕркелесе яма пултарăпăр-ха. Чăвашпа чăваш тĕл пулсан тăван чĕлхепех пуплеççĕ.
Дмитрий Кузьмин энциклопеди ĕçĕпе Сарă Ту тăрăхне килсен Игорь Васильевич унăн пĕрремĕш пулăшаканĕ пулнă: ял-ял тăрăх çӳренĕ, тивĕçлĕ çынсемпе паллаштарнă, материал пухма пулăшнă. Хăтлавра вăл энциклопеди кĕнекине туянса унпа темĕнччен киленсе ларчĕ. Палланă ентешĕсен ячĕсене курсан сăн-пичĕ çуталчĕ. Çак пысăк ĕçре унăн тӳпи те пур-çке…
 
: 978, Хаçат: 19 (1163), Категори: Кyршeсем патeнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: